Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

мишки (тĕпĕ: Мишке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр мишки ыттисенчен маларах ишсе ҫитрӗ те, булкӑна шӑлӗсемпе ярса тытрӗ.

Один мишка скорей всех доплыл и схватил зубами булку.

Шурӑ мишкӑсем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр мишки чупса кайрӗ те, эпӗ вӑл ӑҫталла кайнине пӑхасшӑн пултӑм.

А один мишка побежал, и я стал смотреть, почему он побежал.

Мишкӑсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӗсем канат тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, чуччу ярӑнаҫҫӗ, пичкесем ҫинче утаҫҫӗ: пички кусса пырать, мишки яштах тӳрӗ тӑрса, ун ҫинче урисене иле-иле пусать.

Они ходили по канату, качались на качелях, катались на бочках: бочка катится, а мишка стоит на ней во весь рост и перебирает лапами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Мишки, ҫамрӑк арӑмне ҫаннинчен кӑрт! туртса: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те сиввӗнрех, салтак аттисемпе хыттӑн таплаттарса, алӑк еннелле утса кайрӗ.

А Мишка дернул свою молодую жену за рукав, строго сказал: «Пойдем!» — и, громко топая армейскими сапогами, пошел к выходу.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Капла пулсан пӗрене те кирлӗ мар! — терӗ Арбузов Мишки.

— Тут и бревен не захочешь! — сказал Мишка Арбузов.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Штокман ним кулмасӑр, лӑпкӑн темле путӗшле истори каласа кӑтартрӗ; Мишки вара, йӗнер пӗкечи ҫине ӳпӗннӗ те, чыхӑна-чыхӑна кайса, иклеткелесе илсе, пӗчӗк ачалла ахӑлтатса пычӗ, Штокман пашлӑке айнелле пӑхма, унӑн сивлек те тимлӗ куҫӗсене курма тӑрӑшрӗ.

Штокман с невозмутимым видом рассказывал какую-то смешную историю, а Мишка, припадая к луке, смеялся детским, заливчатым смехом, захлебываясь и икая, и все норовил заглянуть под башлык Штокману, в его суровые стерегущие глаза.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алексей Бешняк амӑшӗ ывӑлӗн кивӗ кӗпи-йӗмӗсене тыта-тыта пӑхса макӑрчӗ, ирӗксӗррӗн тухакан йӳҫӗ куҫҫульне сӑрхӑнтарчӗ, тум таврашӗсене шӑршласа пӑхрӗ; анчах юлашки кӗпи кӑна, Кошевойсен Мишки илсе килни, хутламӗсем хушшинче ывӑлӗн тар шӑршине упраса хӑварнӑ.

Перебирая старое бельишко Алексея Бешняка, плакала мать, точила горькие скупые слезы, принюхивалась, но лишь последняя рубаха, привезенная Мишкой Кошевым, таила в складках запах сыновьего пота.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней