Поиск
Шырав ĕçĕ:
Упа мих ӑшне кӗрсе выртнӑ, Кӗтӳҫӗ михне ҫирӗпрех пӗтӗрсе ҫыхнӑ та пуҫланӑ тӳпкеме юман юпапа.Влез медведь в мешок, а пастух завязал мешок потуже и ну колотить по нем дубиной.
Тилӗпе упа тата кӗтӳҫӗ // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.
Ҫак шухӑшсенчен унӑн пӳ-сийӗ ҫӳҫене-ҫӳҫене илет, вӑл каллех миҫе михне аса илесшӗн, анчах ниепле те аса илеймест.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Михне ҫӗре лартрӗҫ те вӗсем, ан курӑнтӑр тесе, ӑна кӗрӗк аркисемпе хупласа тӑчӗҫ; анчах каярах пулчӗ ку: кумӑн арӑмӗ хӑйӗн ватӑ куҫӗсемпе ытла витӗрех курмасть пулсан та, миххе асӑрхарӗ-асӑрхарех.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Михне салтса, анчах унта мӗн пуррине кӑтартмасӑр, вӑл йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑнӑ салтаксем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.Развязав мешок, но не раскрыв его, он обернулся к столпившимся вокруг солдатам:
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ну, юрӗ, хӑяматне кӗрех кайччӑр! — Ерофей Кузьмич урапа патне пычӗ, пӗр михне хыпашласа пӑхрӗ.— Ну, ладно, пусть идут к черту! — Ерофей Кузьмич подошел к телеге, ощупал мешки.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Монахсем юлашки михне сарайне леҫсе хучӗҫ те урапа ҫине канма ларчӗҫ…Монахи снесли в сарай последний мешок и сели на телегу отдыхать…
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
- 1