Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир аялалла анма тапратрӑмӑр, темиҫе минутӑранах ним курӑнми шурӑ тӗтре ӑшне кӗрсе кайрӑмӑр.Мы начали спускаться и через несколько минут очутились в белесоватой мгле.
Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тепӗр минутӑранах улӑмран ылтӑн тӗслӗ пысӑк тюк пулса пресс ӑшӗнчен каялла тухса ӳкет.Через минуту солома вылетает из пресса большими золотистыми тюками.
Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫав самантрах вилсе кайман пулин те, пӗр виҫ-тӑватӑ минутӑранах, е виҫ-тӑватӑ секундӑран та вилсе кайма пултарнӑ.
ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав хӑйне майлӑ карта ӑшне кӗрсе, утиялӗпе чӗркенсен, Зеб Стумп канлӗн кӑна выртрӗ те тепӗр минутӑранах ҫывӑрса кайрӗ.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан эп сасартӑк астуса илтӗм: пирӗн шавласа тӑма вӑхӑт ҫук иккен, тен, тепӗр минутӑранах иккен ик еннелле уйрӑлса кайӑпӑр.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Вӑта Тӑван часах хӑйне алла илнӗ: тепӗр минутӑранах унӑн чӗри, яланхи шая ларас тесе, икӗ пусӑм каярах сикнӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1