Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек хӑрушӑ минутсенче алӑпа паллӑ тунисем сӑмахсенчен ытларах каласа параҫҫӗ, ҫынсем ҫур сӑмахранах пӗрне-пӗри ӑнланса илеҫҫӗ.В такие страшные минуты жесты говорят больше, чем слова, и люди понимают друг друга с полуслова.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Малтанах Димка разведчик пек пулчӗ, урӑхла каласан, чӗркуҫҫисем ҫинче упаленсе пычӗ, хӑрушӑ минутсенче, тӑшман ҫывӑхрине тавҫӑрса илме май пулнӑ вӑхӑтсенче, ҫӗр ҫине выртрӗ, вара, питӗ асӑрханса малалла шунӑ май, тӑшман вырнаҫнӑ вырӑна тӗплӗн сӑнарӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Тата хальхи пек минутсенче…
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кусем пурте кӑмӑла ҫӗклентереҫҫӗ; ҫавӑн пек минутсенче вара ҫапла шухӑшланӑ:
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫавӑн пек минутсенче выртатчӗ те вӑл, хурӑнсен ҫӑра турачӗ ҫинче кӗмӗл ҫип пекех ҫинҫе, йӑлтӑртатса тӑракан эрешмен картисене асӑрхаса.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл хӑрушӑ минутсенче аптраса ан ӳктӗр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ, верховнӑй главнокомандующи Корнилов, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫакӑн ҫинчен пӗлтеретӗп: тӑван ҫӗршыв пурнӑҫӗнче килсе тухнӑ ҫак питех те йывӑр минутсенче эпӗ, Вӑхӑтлӑх правительство приказне итлесе, ҫарпа флота ертсе пырас ӗҫе пӑрахса кайма пултараймарӑм.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пурте хӑвӑрттӑн йӗри-тавралла пӑхса илчӗҫ те юлашки минутсенче, вӗсем Сталина итленӗ хушӑра, ҫутҫанталӑкра мӗн пулса иртнинчен питӗ те тӗлӗнчӗҫ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек минутсенче вара унӑн тӗксӗм те имшеркке сӑнӗ ҫинче питҫӑмарти шӑммисем тата тачка тутисем уйрӑммӑнах палӑраҫҫӗ, ҫӑра куҫхаршисем айӗн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак минутсенче иккӗмӗш отделенин пӗр салтакӗ, кӑмака ҫумне сарнӑ улӑм ҫинче салхуллӑн маччана пӑхса выртаканскер, авалхи кивӗ юрра хӑйне евӗр кӗвӗпе кӗтмен ҫӗртен юрласа ячӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах, паллӑ, пӗри те тӗлӗрмен, — мӗнле тӗлӗрен-ха ҫакӑн пек минутсенче?
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пачах урӑхла, ҫак туйӑм атакӑна кӗрес умӗнхи вырӑнта тата ытларах ҫирӗпленчӗ, ун ҫумне ҫакӑн пек минутсенче пурпӗрех пулакан уйрӑм пӑлхану, ҫапӑҫу паттӑрлӑхӗн пуҫламӑшӗ пулаканскер, хутшӑнчӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑп пек минутсенче вӑрман ҫил-тӑвӑл тухнӑ пекех хыттӑн кӗрлет, шатӑртатать, шӑхӑрать, ҫил-тӑман ҫавӑрать…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак минутсенче Озеров майор Руденкӑна тӗл пулчӗ, унпа вӑл виҫӗмкун, леш хӑй полкне Бородин дивизине илсе килсен, паллашнӑччӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек минутсенче Андрей е хашлатсах сывлать, е хаваслӑн тата шиклӗн чӑмӑрӗсене чӑмӑртать те, хаҫат ҫине пичетленине хӑй куҫӗсемпе курасшӑн пулса, Дубровкӑран хаҫат ыйтать.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ахаль чухне ваклама юратман лейтенант, ҫак сайра минутсенче темле уҫӑлса кайнӑ; вӑл тӗрлӗрен историсем нумай пӗлнӗ тата хӑш чухне полководецсемпе учёнӑйсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каласа панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫакӑн пек йывӑр шухӑшсемпе тертленнӗ минутсенче Ерофей Кузьмичӑн нумайранпа тураса якатман сухаллӑ пичӗ ҫинче хӑй пысӑк хуйхӑпа асапланни палӑрать, Алевтина Васильевна вара унччен, хӑйсем пӗрле пурӑнма пуҫланӑранпа нихҫан та, чи йывӑр вӑхӑтсенче те унӑн сӑнӗ ҫакӑн пек пулнине асӑрхаман.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр чух Марийкӑна Андрей паттӑр пек туйӑнать, ун ҫинчен вӑл шанчӑклӑн шухӑшлать, ҫакӑн пек минутсенче вара тӑван ҫӗршывран уйрӑлми пурнӑҫпа пурӑнакан упӑшки вилнӗ тенине мӗнле ӗненме пултарнинчен тӗлӗнет.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак минутсенче Марийка хӑйне хӑй лайӑхрах, ҫирӗпрех туйрӗ: курайманлӑх вӑл, сиплӗ шыв пекех, ҫынна ҫирӗплетет.И в эти минуты Марийка почувствовала себя лучше, тверже: ненависть, как живая вода, укрепляет людей.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.