Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

манма (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл пӗрех хӑйӗн Кӗтринне нихӑҫан та манма пултараймасть.

Но он никогда не забудет свою Кетрин.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

— Эпӗ хам хӗрарӑм иккенне те манма пуҫларӑм.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Княгиня вилнӗ хыҫҫӑн, Павел Петрович ун ҫинчен манма тӑрӑшнӑ.

После смерти княгини Павел Петрович старался не думать о ней.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫавӑнтах тата ҫакна ӑнлантӑм: тем чухлӗ пурӑнсан та, Зинаидӑн ҫав хускалӑвне, мӗнле пӑхнине, кулнине манма пултарассӑм ҫук; унӑн ҫав ҫӗнӗ, ман ума кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнӑ сӑнарӗ ӗмӗрлӗхе асӑма кӗрсе юлчӗ.

Но я тут же почувствовал, что, сколько бы я ни жил, забыть это движение, взгляд, улыбку Зинаиды было для меня навсегда невозможно, что образ ее, этот новый, внезапно представший передо мною образ, навсегда запечатлелся в моей памяти.

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ паянхи пурнӑҫпа кӑна пурӑнаттӑм, хама улталаса, иртнине манма тӑрӑшаттӑм, пуласси ҫинчен шухӑшламастӑм…

Я отдавался всем своим впечатлениям и сам с собой лукавил, отворачивался от воспоминаний и закрывал глаза перед тем, что предчувствовал впереди…

XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Вӑл ку звание илни икӗ ҫул ҫеҫ-ха, ҫавӑнпа та ӑна вӑл пӗр минутлӑха та манма пултарайман; чаплӑрах пулас тесе, вӑл хӑйне нихҫан та коллежски асессор темен, яланах майор тенӗ.

Он два года только еще состоял в этом звании и потому ни на минуту не мог его позабыть; а чтобы более придать себе благородства и веса, он никогда не называл себя коллежским асессором, но всегда маиором.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Ҫавӑнпа та ачан хӑйӗн ӗмӗтне манма тиврӗ.

Поэтому мальчику пришлось отказаться от своей мечты.

Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.

Эпир сирӗнпе мӗншӗн вӑрманта пулнине те манма юрамасть, юлташсем.

Плохо забывать, товарищи, про то, зачем мы с вами здесь, в лесу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Лексей Митрич, ӑҫтан манма ӑна… ӑна кашни утӑмрах нимӗҫсем сыхласа ҫӳрерӗҫ, вӑл пире хӑтарас тесе ҫӳрерӗ…

— Лексей Митрич, разве забудешь… на каждом шагу ее немцы стерегли, а она шла, чтобы вызволить, стало быть, нас…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Аллӑрсене усса ларманнине пӗлетпӗр-ха, анчах, Катерина Ивановна, халӑха манма юрамасть, килӗшмест ун пек.

 — Знаем, не сложа руки сидите, а только, Катерина Ивановна, и народ в забытии оставлять не гоже, не соответствует.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗрне анчах манма ыйтатӑп: эпӗ сире нимӗн те каламан.

Только об одном прошу не забывать: ничего этого я вам не говорил.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кикак-кикик хурсем, кӑвак хурсем, Ӗнтӗ киле ишме те вӑхӑт пуль, Ай-хаях та мана, телейсӗре, Хуйха-суйха манма та вӑхӑт пуль… — тесе юрласа ячӗ те хӑйӗн ылханлӑ шӑпине ӳпкелешекен ҫинҫе саслӑ хӗрарӑм, Аксинья чӑтса тӑраймарӗ: куҫӗнчен ҫавӑнтах куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ!

Тега-тега, гуси серые, домой, Не пора ли вам наплаваться? Не пора ли вам наплаваться, Мне, бабеночке, наплакаться… выводил, жаловался на окаянную судьбу высокий женский голос, и Аксинья не выдержала: слезы так и брызнули из ее глаз!

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Паллах, пурне те манма ҫук.

Конешно, не все забывается.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ӗлӗкхине пурне те манма ҫук, — терӗ типпӗн Мишка, сӗтел хушшине кӗрсе ларса.

— Старое не все забывается, — сухо сказал Мишка, садясь за стол.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пултараймарӗ-ҫке-ха вӑл хӑйӗн юлашки ывӑлне манма

Не могла же она забыть своего последнего сына…

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Паян мӗн пулса иртнине ниепле те манма юрамасть, ӑна тӗплӗн ҫырса хурас-ха.

Все, что случилось сегодня, так важно, что нужно записать поподробней.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Ҫакна пирӗнтен никамӑн та манма юрамасть!

Этого в наших стенах никто не должен забывать!

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хирте ӗҫлесе, хӑйӗн хуйхине темле манма тӑрӑшрӗ пулин те, Григорий темиҫе хут та ҫав шухӑш патнех таврӑнчӗ.

Как ни старался Григорий, уехав в поле, забыть о своем горе, в мыслях он неизбежно возвращался к этому.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хаҫат кӑларма тыттӑннин тӗллевӗ тӑван чӗлхене манма, пӑрҫа пек сапаланма пуҫланӑ халӑхӑмӑра пӗр чӑмӑра пуҫтарасси, чӑваш сӑмахне уҫҫӑн янратса хамӑрта мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратасси.

Цель издания газеты — собрать народ, который начал забывать родной язык, стал рассыпаться, как горох, и возродить чувство гордости громко произнося чувашское слово.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

— Малтан хам шыраман, ун ҫинчен манма тӑрӑшнӑ, каярахпа шыракаласа пӑхрӑм та, анчах йӗрне ниепле те тупаймарӑм…

— Раньше не хотел, просто старался забыть о ней, а позже наводил кое-какие справки, но никаких следов ее не нашел…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней