Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

манан (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манан уйрӑм пӳлӗм пулать (Сен-Жером пурӑнаканнине йышӑнӑп-и-ха), ӑна хам тирпейлетӗп тата тӗлӗнмелле таса тытатӑп; урӑх ҫынна хамшӑн ним те тутармастӑп.

У меня будет особенная комната (верно, St. Jérôme’ова), и я буду сам убирать ее и держать в удивительной чистоте; человека же ничего для себя не буду заставлять делать.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ туй хыҫҫӑн ултӑ эрнеренех ҫуралнӑ. Манӑн аннен упӑшки (эпӗ ӑна атте тесе чӗнеттӗм) Зоммерблат графран ҫӗр тара илсе пурӑнакан ҫынччӗ. Вӑл манан анне айӑпне манма пултарайман, ҫавӑнпа мана юратмастчӗ. Манӑн пӗчӗк шӑллӑм Johann тата икӗ йӑмӑк пурччӗ; анчах эпӗ хамӑн тӑван ҫемьере ютчӗ!

Я родился шесть недель после сватьбы. Муж моей матери (я звал его папенька) был арендатор у графа Зомерблат. Он не мог позабыть стыда моей матери и не любил меня. У меня был маленький брат Johann и две сестры; но я был чужой в своем собственном семействе!

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ: «Манан кӗпе хывса тӑхӑнмалла», — тет вӑл.

Например, говорила: «Мне нужно переодеться».

Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Манан ӗҫсем татах нумайланчӗҫ.

Дел у меня стало еще больше.

66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Акӑ манан юлташӑн, Эрвинӑн ашшӗ тӗрмере вилчӗ.

Вот у моего товарища Эрвина отец умер в тюрьме.

40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Манан Разумовпа пӗрле пулас килет!

Я с Разумовым хочу!

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Репин хӑйне курайманнине хӑнӑхман, — халӗ ӑна манан сӑмахсем чӑпӑркка пекех пырса тиврӗҫ.

Репин не привык к презрению — оно ударило его, как кнутом.

22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пире партизанра ҫӳренӗ чухне пӗр вӗҫӗмрен шухӑшлаттаракан тапӑнмалли плацдарм тени халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех манан куҫ умне тухса тӑчӗ.

То, что называлось плацдармом вторжения и бесконечно занимало нас в нашем партизанском царстве, сейчас предстало моему взору в своем скучном однообразии…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эй, итле-ха, манан пӗр шухӑш пур!

Эй, слушай, имею идею!

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Манан пуҫӑмра хама ҫаплах тума пӳрмен паттӑрла ӗҫсем ҫинчен тӗрлӗ шухӑшсем вӗркӗшеҫҫӗ.

В голове моей роились мысли о разных подвигах, которые так и не придется мне совершить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Манан хамӑн та йӗрес килсе кайрӗ.

Мне тоже было не по себе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Манан умра пысӑк ӗҫсем.

Имею большие дела.

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Манан вара чӑн-чӑн фельдфебель!

— У меня — да, фельдфебель.

IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хамӑн сывлӑхӑм чӑнахах ҫав тери ҫирӗп пулни ҫине тата темӗнле йывӑрлӑха тӳсме пултарни ҫине шаннипе манан пӗррехинче ҫав териех йывӑр тӳссе ирттермелле пулчӗ.

Несмотря на свое действительно идеальное здоровье и огромную выносливость, я жестоко пострадал из-за самонадеянности.

Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Монтанелли курман чухне каяс мар-и манан?

Не уйти ли, пока Монтанелли его не увидал?

XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пӗр хут пурччӗ манан.

Бумажка одна хранится у меня.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Манан ӑна тӳлеме укҫа ҫук, япаласем — хаклӑ, ӑнланатӑн-и?

Заплатить ей — нечем, цена вещам большая, понимаешь?

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Манан ҫӗнӗ хваттере халӗ Ольга Шевченкопа «Нина» ҫеҫ пӗлеҫҫӗ.

Новую мою квартиру теперь знали только Ольга Шевченко и «Нина».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Сӑмахран, Кабанов хӑй мӑшӑрне ыттисемпе ҫапла паллаштарать: «Манан мӑшӑр, Наталья Алексеевна Стриж».

Например, тов. Кабанов представляет свою жену, носящую другую фамилию: «моя супруга, Наталья Алексеевна Стриж».

Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Манан винтовка пемерӗ, ыттисен те пемеҫҫӗ.

Моя винтовка отказывалась стрелять, винтовки ребят тоже бездействовали.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней