Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пырса кӗнӗ чух пьеса пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ; эпӗ хам кая юлнишӗн пит тарӑхрӑм, сцена ҫинче мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр енчен-енне ним тӗлсӗр пӑхкаласа ларатӑп, ҫынсем чинсем тӑрӑх вырнаҫса тухнине, пачах та пӗр пек сӑн-сӑпатлӑ мар, анчах пӗр туйӑмсенех палӑртакан пит-куҫсен тӗлӗнмелле ушкӑнӗ ҫине, Америкӑри кайӑксем евӗр ула-чӑла тумланнӑ провинцири улпут майрисем ҫине, хӑйӗн ложинче ҫав тери мӑнкӑмӑллӑн та пӗр вӑхӑтрах канӑҫсӑррӑн ларакан князь ҫине пӑхрӑм.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Профессор хӗрӗ тата полковник каланӑ тӑрӑх авалхи Украинӑри магнатсен йӑхӗнчен тухнӑскер, вӑл нацистсен самӑр та киревсӗр, ҫуйӑхакан майрисем хушшинче питех те палӑрса тӑнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Шӑна кӑмписем пурҫӑн тӑхӑннӑ улпут майрисем пекех туйӑнаҫҫӗ.
Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Унта Петлюра майлӑ тӑракан пӗтӗм интеллигенцин «чечекӗ» пуҫтарӑннӑ: украинец-учительсем, пупӑн икӗ хӗрӗ — асли илемлӗ Аня, кӗҫӗнни — Дина, вак-тӗвек улпут майрисем, граф Потоцкий патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ служащисем тата хӑйсене хӑйсем «ирӗк казаксем» тесе ҫӳрекен Украинӑри эсерсен юлашкисем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем картинӑсене кашни хӑй евӗрлӗ мухтаҫҫӗ: мужиксем яланхи пекех пӳрнисемпе тӗрткелеҫҫӗ, ҫамрӑксем тӗплӗн тишкереҫҫӗ; ача-лакейсемпе мастеровой ачисем пӗр-пӗрне ӳкернӗ карикатурӑсемпе танлаштарса кулаҫҫӗ; фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ ватӑ лакейсем ахальтен анчах, ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттерес тесе пухӑнаҫҫӗ; сутӑҫӑ хӗрарӑмсем вара, ҫамрӑк вырӑс майрисем, кӑмӑл туртнипе, ҫынсем мӗн калаҫнине итлеме, ҫынсем пӑхнине курма килеҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Клеёнкӑн хӑю ярӑмӗллӗ хӗррисенчен леш, ӗлӗкрех вилнӗ патшасемпе патша майрисем чинлӑн пӑхаҫҫӗ, шӑп варринчен — патша килӗнчи хисеплӗ хӗрсем, шурӑ шлепке тӑхӑннӑскерсем, тата шӑнасем вараласа пӗтернӗ II-мӗш Николай патша хӑй те теветленсе пӑхса лараҫҫӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсенчен маларахра дворян майрисем тӑраҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗрарӑмсем, патша майрисем пек, этемлӗхӗн 0,9 пайне чуралӑхпа йывӑр ӗҫ тыткӑнӗнче усраҫҫӗ.Женщины, как царицы, в плену рабства и тяжелого труда держат 0,9 рода человеческого.
IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Салтаксен чи юратнӑ вырӑнӗ патне, пӑтӑ ҫывӑхне, пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать, ҫӑварне чӗлӗмсем хыпнӑ салтаксем, пӗрре вӗри тӳпенелле палӑрми хӑпарса ҫӳлте шурӑ пӗлӗт пек ҫӑрӑлакан тӗтӗм ҫине, тепре шӑратнӑ кӗленче пек таса сывлӑшра чӗтренекен ҫулӑм ҫине пӑхса, казаксемпе казачкӑсенчен, вӗсем пӗрре те вырӑссем пек курӑнманнишӗн йӗкӗлтесе, кула-кула калаҫса йӑпанаҫҫӗ, Килсеренех салтаксем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ахӑлтатса кулни илтӗнет, хӑйсен ҫурчӗсене хӳтӗлекен тата шывпа савӑт-сапа памасӑр хирӗҫекен казак майрисем хаяррӑн та хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чатӑр умӗнче, ашшӗ ури йӗри-тавра, чанасем пекех хуп-хура та шавлӑ ачасем ҫуйӑхашаҫҫӗ; чикан майрисем шӑри-шари ҫухӑрсах ахӑрашаҫҫӗ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша майрисем курӗҫ те мухтаса пӗтерӗҫ сана, пуҫҫапӗҫ сана еркӗнсем те, ҫӗр ҫинчи мӗнпур хӗрарӑм савӑнса хӑпартланӗ санпа.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вырӑнти влаҫсен майрисем, шыв хуҫисем теес пулать ӗнтӗ вӗсене, кӑмӑллӑрах; вӗсен лорнетсем пур, мундир ҫине пӑхсах каймаҫҫӗ вӗсем.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
23. Патшасем сана тӑрантараканӗсем, патша майрисем сана ҫитерекенӗсем пулӗҫ; сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗҫ, уру тусанне ҫулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, Мана шанакансем намӑс курманнине пӗлӗн эсӗ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпӑрлансем сцена ҫине ковбойсем те, чикан майрисем те пулса тухрӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11