Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

майра сăмах пирĕн базăра пур.
майра (тĕпĕ: майра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтесре ӑна пӗр ҫамрӑк хитре майра хӑй ачипе тӗл пулчӗ.

На углу попалась навстречу молодая красивая женщина с мальчиком.

XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫавӑнтах вара, сӗтел ҫине курак майра карчӗ тухса ӳкнипе хӑраса, хӑйӗн сӑваплӑхне те манса кайнӑ пуп ҫухӑрашса илчӗ те жандарм чӗрине вӗрилентерсе янӑ.

И тотчас пискнул испуганно, испугом своим заставив взыграть жандармское сердце, амвонность свою потерявший перед выброшенной на стол пиковой дамой — поп:

ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эп калаҫнӑ майра чӑвашла пӗлмест терӗ, ҫавна май ӑна каҫарма ыйтрӗ.

Помоги переводом

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

Вара ӑна хултан ҫавӑтса виҫӗ чаплӑ майра ларакан ҫӗре илсе пычӗ.

Потом взяла ее за руку, привела к трем знатным женщинам и сказала:

Виҫӗ чаплӑ майрапа ыйткалакан карчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Джамна шывӗн ҫыранӗнче виҫе чаплӑ майра ларнӑ.

На берегу реки Джамны сидели три знатные женщины.

Виҫӗ чаплӑ майрапа ыйткалакан карчӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Элӗк районӗнче ӑна «чӑваш вырӑнӗ», станне «майра вырӑнӗ» теҫҫӗ.

«Пир вырӑнӗ» в селах Аликовского района получило название «чӑваш вырӑнӗ», а станок — «майра вырӑнӗ».

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ.

Иван Иванович, что с кривым глазом, натолкнул Ивана Никифоровича, хотя и несколько косо, однако ж довольно еще удачно и в то место, где стоял Иван Иванович; но городничий сделал дирекцию слишком в сторону, потому что он никак не мог управиться с своевольною пехотою, не слушавшею на тот раз никакой команды и, как назло, закидывавшею чрезвычайно далеко и совершенно в противную сторону (что, может, происходило оттого, что за столом было чрезвычайно много разных наливок), так что Иван Иванович упал на даму в красном платье, которая из любопытства просунулась в самую средину, такое предзнаменование не предвещало ничего доброго.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Манпа Магр майра патшана чӳклемелле…

Я посвящена царице Магр…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кунта та тусанӑн хулӑн сийӗ: Магр майра патша статуйи ҫинче, картлашкасем ҫинче, тӗрлӗ япала ванчӑкӗ-татки ҫинче.

Здесь тоже лежала пыль, — на статуе царицы Магр, на ступенях, на обломках утвари.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тахҫан-тахҫан пӗтӗм Марспа хуҫаланнӑ майра патшан — «Икӗ Тӗнче Харпӑрлӑхҫин» — Лабиринчӗн планӗпе вӑрттӑн хутлӑхӗсене Тускуб кӑна пӗлет.

Он один знает планы и тайники Лабиринта царицы Магр, — «Повелительницы двух Миров», владевшей некогда всем марсом.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Тускуб, правительство, ҫар юлашкисем тата халӑхӑн пӗр пайӗ хула айне, Магр майра патша Лабиринтне анса пытаннӑ, — терӗ Гор.

— Тускуб, правительство, остатки войск и часть населения ушли в лабиринты царицы Магр под город, — сказал Гор.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Лайӑх майра, питех те кӑмӑллӑ майра.

— Хорошая барышня, очень приятная барышня.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.

Пение винтов, шум ветра в крыльях, тонкие свистки, сверкание золота, пестрота одежд в воздушной синеве, внизу — пурпуровая, то серебристая, то канареечная листва парков, сверкающие отблесками солнца окна уступчатых домов, — всё было, как сон.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тулли шывлӑ каналсемпе касӑлса тухнӑ, ӳсен-тӑранӑн сарӑрах хӗрлӗ хӑтлӑхӗсемпе, майра кайӑкӗллӗ, хаваслӑ улӑхсемпе хупланнӑ Азора, — савӑнӑҫа пӗлтерекенскер.

Прорезанная полноводными каналами, покрытая оранжевыми кущами растительности, весёлыми, канареечными лугами, Азора, что означало — радость.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енче шӑрӑхӑн уҫӑмлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ хумӗсен витӗр майра кайӑкла сарӑ тӳремлӗх курӑнать, пысӑк шывсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

На северо-западе сквозь прозрачные, зыбкие волны зноя виднелась канареечно-жёлтая равнина, блестели большие воды.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пирӗн калаҫу вӗҫленсенех майра ларчӗ те йӗрет: «Эсир мана улталарӑр, эпӗ чылай ҫывӑхарах вӗҫмелле тесе шухӑшланӑччӗ».

Кончился наш разговор, — села барышня и заплакала: — «Вы меня обманули, я рассчитывала, что лететь нужно гораздо ближе».

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав майра пуҫӗнче мӗскер пулнӑ — халӗчченех ӑнланмастӑп.

Что у этой барышни было в голове — не пойму до сих пор.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ӗнер пӗр майра пӗлтерӳпе килчӗ:

Вчера — барышня приходила по объявлению:

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Буратино кулса ларакан мӑнтӑр майра патне пычӗ те ҫухӑрса ячӗ.

Буратино подбежал к полной улыбающейся тёте и пропищал:

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Аялта пӗр мӑнтӑр та кулса ларакан майра билетсем сутать.

Внизу полная улыбающаяся тётя продавала билеты.

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней