Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

майлаштарнӑ (тĕпĕ: майлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ ӑна хӑй аллипе икӗ кун хушши майлаштарнӑ.

Отец собственноручно мастерил его два дня.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗрлӗ Ҫар театрӗн пилӗк кӗтеслӗ макечӗ ҫине чиркӳ кӗлетки майлаштарнӑ.

На пятигранном макете Театра Красной Армии прилепилась церквушка.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Уяв умӗнчи кунсенче кунти ҫивитти тимӗрӗ управдом тата дворниксен ури айӗнче халтӑртатса тӑнӑ, вӗсем кунтан канатсемпе фасад ҫине транспорантсем хӑпартнӑ, портретсем майлаштарнӑ, тӗрлӗ тӗс парса ҫунакан иллюминаци лампочкисене йӗркеленӗ.

В канун праздников железо кровель грохотало под ногами управдома и дворников, которые спускали отсюда на канатах или подтягивали на фасаде транспаранты, портреты и светящиеся разноцветными огнями лампочки иллюминации.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурне те майлаштарнӑ хыҫҫӑн, Даша инке пире хуса ҫитрӗ, кӗпер урлӑ каҫсан, эпӗ хамӑн кӗсьере икӗ катӑк сахӑр, пӗр татӑк шурӑ сухари тупрӑм.

потому что когда все было улажено и тетя Даша, плача, догнала нас и мы через мельницу выехали на мост, я нашел в кармане своей курточки два куска сахару и белый сухарь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхисем ӗҫе майлаштарнӑ та… тӗрессипе каласан, питӗ начар ӗҫ!

Вот они и сладили это дело… по правде сказать, нехорошее дело!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ав, Завьялов Колькӑнне те правине туртса илнӗ пулнӑ, ӳркенмен йӗкӗт, ҫӳренӗ-ҫӳренӗ те майлаштарнӑ

Вон у Кольки Завьялова тоже права отбирали, сходил парень-то, поговорил…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ачалӑха вӑл та кӑмӑлпах аса илчӗ, хӑй вара, майлаштарнӑ май, кандидата сӑхӑланса сӑнарӗ.

Он улыбался, поддакнул тоже насчет детства, а сам все взглядывал на кандидата – примеривался.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней