Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лӑпланчӗ (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил лӑпланчӗ, вӑрман та Михеичӑн чӗри юлашки самантра мӗнле тапнине итлеме, кайран кунта, «Шуйттан йӳҫлӗхне» килекенсене шӑппӑн каласа пама хатӗрленнӗ пек пулса шӑпланчӗ.

Ветер притих, и лес словно затаил дыхание, чтобы слышать, как будет в последние мгновения жизни биться его, михеичево, сердце, чтобы потом своим глухим шепотом рассказывать об этом всем, кто будет приходить сюда, к «Бесовскому болоту».

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл Михеичӑн салхуланнӑ куҫӗсене курсан пуҫне сулкаласа илчӗ, вара старик килте кӗрӗксем ҫуккине ӑнланса лӑпланчӗ.

Встретившись со встревоженным взглядом Михеича, она отрицательно покачала головой, и старик понял, что полушубков нет.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кун каҫиччен ахӑрашнӑ ҫил сӗм-ҫӗрлепе тин йӑвашланса лӑпланчӗ.

Ветер ревел целый день и утихал глубокой ночью.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тин вара вӑл кӑштах лӑпланчӗ, калаҫа пуҫларӗ… —

Отошло у нее сердце, заговорила… —

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Оська лӑпланчӗ.

Оська присмирел.

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Шав лӑпланчӗ.

Шум утих.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Акӑ тинех вӑрӑмтунана вӗлерчӗҫ те тӑваттӑмӗш звено лӑпланчӗ.

Наконец комара убили, и четвертое звено успокоилось.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Чӗри ун пӑртак лӑпланчӗ, анчах нумайлӑха мар.

От сердца отлегло, но ненадолго.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӑштах туллашкаланӑ хыҫҫӑн старик лӑпланчӗ, ҫилленсе кайнипе ытлашши хытӑ каласа тӑкнӑшӑн арӑмӗнчен каҫару ыйтрӗ, чылайччен эхлете-эхлете сывларӗ, ҫав апӑрша хӑмӑт клещин катӑкӗсемпе ӑҫта усӑ курма пулӗ-ши тесе шухӑшланӑ май, ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса, вӗсем ҫинелле пӑхрӗ.

А старик, побушевав немного, угомонился, попросил прощения у жены за сказанные в сердцах крутые слова и долго кряхтел и почесывал затылок, поглядывая на обломки злополучного хомута, прикидывая в уме — на что же их можно употребить?

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ чун лӑпланчӗ ӗнтӗ…

Теперь у меня душа спокойная.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, пӗр тарӑхсан, хӑйне хӑй тытса чарайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл ҫилӗ килнипе вӑйӑрханса каясран шикленчӗ, анчах ун ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те тӳрех лӑпланчӗ: Григорий, йӗнер ҫинче каҫӑрӑлса ларнӑ та, мӑйӑх айӗнчен шӑлӗсене куҫа шартармалла йӑлкӑштарса, сасӑсӑр ахӑлтатса кулать.

Он знал, как несдержан бывает Григорий в гневе, и боялся вспышки, но, бросив на Григория мимолетный взгляд, тотчас успокоился: Григорий, откинувшись на седле, беззвучно хохотал, сияя из-под усов ослепительным оскалом зубов.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тётка хуллен лӑпланчӗ те тӗлӗре пуҫларӗ.

Тетка мало-помалу успокоилась и задремала.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслеме райком комисси янине пӗлсен, Лузгин пӑртак лӑпланчӗ ҫеҫ мар, хавасланчӗ те.

Лузгин немного успокоился и даже обрадовался, когда узнал, что райком для проверки его работы назначил комиссию.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Атте пӑртак лӑпланчӗ пулас, — терӗ Васенӑ хыттӑн, васкаса утакан аппӑшӗпе харӑс пусма тӑрӑшса.

— Тятя как будто немного стал потише, — громко говорила Васена, приноравливаясь своей плавной походкой к твердому, стремительному шагу сестры.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хунарне сӳнтерсен, Ксени ыйха путакан ял ҫине пӑхса нумайччен тӑчӗ, майӗпен лӑпланчӗ.

Выключив фонарик, Ксения стояла у окна, глядела на засыпающую деревню, понемногу успокаивалась.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан пурте лӑпланчӗ.

Помоги переводом

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Лашана йӗнерлесе, ыран фронт урлӑ хамӑрӑннисем патне тапмалла мар-ши?!» — ахальтен тенӗ пек ӳрӗк-сӳрӗккӗн шухӑшларӗ вӑл; анчах тӗплӗ явап тупаймарӗ, лӑпланчӗ.

Краешком, нехотя подумал: «Заседлать завтра и махнуть через фронт к своим?» — но ответа не нашел в себе, притих.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак шухӑша пула чӗри ҫурӑлса кайнӑ пек пулчӗ, анчах шухӑшласа пӑхрӗ те лӑпланчӗ.

От этой мысли сдвоило сердце, но, поразмыслив, он успокоил себя.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.

Он ждал, что лицо Аксиньи будет отмечено волненьем, но, когда коляска, резво шурша, поравнялась с воротами и он с дрожью в сердце взглянул направо и увидел Аксинью, — его поразило лицо ее, сдержанно-веселое, улыбающееся, у него словно тяжесть свалилась с плеч, он успокоился, кивнул на приветствие.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич, талӗ тирӗ пек хӗрлӗ сухалӗ айӗпе кулкаласа, чие хуллинчен тунӑ чӑпӑркка аврине вылятса илчӗ; ахӑртнех, чунӗ лӑпланчӗ пулас, сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ:

Мирон Григорьевич усмехнулся в лисью рыжевень бороды и поиграл вишневым кнутовищем; он, видно, успокоившись, перевел разговор:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней