Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лектереймерӗ (тĕпĕ: лектер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та капитан лектереймерӗ.

Но капитан промахнулся.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Малтан Санин персе ячӗ — лектереймерӗ.

Первый выстрелил Санин — и не попал.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Меллӗ саманта кӗтсе илсе, вӑл ҫав тӑхлана йӗкехӳре ҫине вӑркӑнтарчӗ, анчах лектереймерӗ те алли хытӑ ыратнипе йынӑшса илчӗ.

Выждав случая, она швырнула этой штукой в крысу, но не попала и охнула — так больно ей было руку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӑй те ура ҫине сиксе тӑрать, ӗнтӗ тӑнӑ ҫӗртех хӑй ҫинелле нимӗн шарламасӑр чупса килекен кӗре сӑн-питлӗ ҫамрӑк мар хӗрлӗармееца юлашки хут тӗллесе перет те курать: лектереймерӗ, Хӗрлӗармеецӗ тилӗрсе кайнӑ пек пӑрван та теветкел пит-куҫлӑ.

Он тоже вскакивает, уже стоя стреляет последний раз в немолодого смуглого красноармейца, молча бегущего прямо на него, и видит, что промахнулся, у красноармейца возбужденно-серьезное бесстрашное лицо.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пуҫран тӗлленӗччӗ вӑл, анчах та лектереймерӗ, — хулпуҫҫийӗнчен тиврӗ.

Целил в голову, но промахнулся — в плечо попал.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пан Данило печӗ — лектереймерӗ.

Выстрелил пан Данило — не попал.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эрне вӗсене ик-виҫӗ хут печӗ, анчах лектереймерӗ курӑнать.

Пятница раза два или три выстрелил им вдогонку, но, кажется, не попал.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Нагульнов икӗ хутчен вӗсене хыҫран печӗ, анчах лектереймерӗ.

Нагульнов два раза стрелял по ним, но промахнулся.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иккӗмӗшӗ тӗллерӗ — вӑл та лектереймерӗ.

Нацелился второй — тоже мимо.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ вылякан малтанхи пӳскене ҫӳлелле ывӑтрӗ — лайӑх лектереймерӗ.

Вот взмахнул лаптой первый игрок — промахнулся.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пахчара вӗҫсе ҫӳрерӗм, кантӑр пуҫӗ шӗкӗлчерӗм, асанне чулпа печӗ — лектереймерӗ.

— В огород летал, конопли клевал; швырнула бабушка камушком — да мимо.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней