Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лартассине (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ненашев фермӑсене электриксен бригадине — икӗ ҫынна та пулсан — яма сӗнет, ҫапла тунипе электрооборудованисене вырнаҫтарса лартассине васкатасшӑн вӑл.

Ненашев предлагает послать на ферму бригаду электриков, хотя бы двух человек, и этим ускорить монтажные работы.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апла пулсан, ӑна лартассине васкатас пулать…

— Значит, необходимо ускорить установку…

XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Апла, апла, сухаламалла та, сумалла та, шӑвармалла та, ҫӑм та илмелле, кунта тата вӑрман лартассине хушас пулать — ӗҫсем нумай… —

— Так, так, значит, и светить, и доить, и поить, и стричь, а вдобавок лес сажать, — дела много…

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Манман-ха эпӗ вӗсене: ҫав мӑка пит-куҫсене, ҫав «нимӗнех те мар, пырать, хӑть эпӗ пуян хӗр пулин те, кил, ҫывхар тесе калакан пит-куҫлӑ пуян хӗрсене», ҫав вырӑнтан вырӑна куҫарса лартассине, мӑшӑрсем хушшинче явӑнакан, намӑса пӗлмен ҫав евчӗсене, ҫав ӗмӗртенпех, пыракан элексене тата ҫав юри-малли хӑтланнисене, астӑватӑп-ха эпӗ ҫав кама алӑ памалли, кама пуҫ сӗлтмелли, кампа сӑмах хушса калаҫмалли йӗркесене, асрах-ха ҫав сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан юна кайнӑ ӗмӗрхи кичемлӗх те (тата ҫаксене пурне те ахаль кӑна мар, ҫапла тума кирлӗ тесе ӗненсе тӑраҫҫӗ вӗт).

Представляются мне эти тупые лица, эти богатые невесты с выражением лица, говорящим: «Ничего, можно, подходи, хоть я и богатая невеста»; эти усаживанья и пересаживанья, это наглое сводничанье пар и эта вечная сплетня, притворство; эти правила — кому руку, кому кивок, кому разговор, и наконец эта вечная скука в крови, переходящая от поколения к поколению (и все сознательно, с убеждением в необходимости).

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ниҫта та каймасан, Обломова вӑл ӗҫсене тӗрӗслеме, мужиксен юхӑннӑ пурнӑҫне вырӑнтан хускатма, тупӑшсем мӗн чухлӗ пулнине пӗлме, ҫӗнӗ ҫурт лартассине хӑй куҫӗ умӗнче йӗркелесе яма яла кайма хушать.

Если же не это, так он звал Обломова в деревню, поверить свои дела, встряхнуть запущенную жизнь мужиков, поверить и определить свой доход и при себе распорядиться постройкой нового дома.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

1965 ҫул тӗлне ӑна лартассине — 73, пухса кӗртессине 36 процент механизациленӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӑпрана сухаласа кӑпкалатассине — 100, лартассине 74 процент механизациленӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней