Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑннипех те, ку питӗ кӳрентерӳллӗ пулчӗ, хӑть этемле ларса куҫҫулӗ тӑк.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Унӑн куллинче кӳрентерӳллӗ сисӗни-сисӗнми сӗм янӑрать.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӗр ӗнтӗ халь ӑнланса илнӗ: ашшӗ ӑна пурпӗрех тӑнлас ҫук, хӑйӗн сӑмахӗсем хӗрӗшӗн мӗнле кӳрентерӳллӗ иккенне пурпӗрех ӑнланас ҫук.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ аттене юрататӑп, анчах ҫын ӑсӗ чӗрене пӑхӑнмасӑр пурӑнать, ӑс туйӑмпа килӗшсе тӑман кӳрентерӳллӗ шухӑшсене вырнаҫтарма пултарать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером вара пире: mauvais sujet, vilain garnement тата ытти ҫакнашкал кӳрентерӳллӗ ятсем паратчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Питӗ лайӑх, савнӑ чунӑм; эпӗ яланах лайӑх сывлӑхлӑ пулнине пӗлетӗр пулас, — терӗ кукамай, атте ыйтӑвӗ ҫав тери тӗлсӗр те кӳрентерӳллӗ пулнӑ пек кӑтартакан сасӑпа.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Япӑхах пулмастчӗ пулмалла та, анчах юлашки йӗрке мана темле кӳрентерӳллӗ илтӗнчӗ.Кажется, было бы очень недурно, но последний стих как-то странно оскорблял мой слух.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кӳрентерӳллӗ эпизод ҫех пулса тӑчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Татьянӑна вӑхӑт-вӑхӑт кулас килни пекки аптратнӑ, пырӗ патне темскер йӳҫӗ те кӳрентерӳллӗ япала шуса пынӑ, чӗри хӑвӑрт та хытӑ тапнӑ.Татьяну душил смех, к горлу подкатывались обидные слезы, а сердце билось так часто и сильно,
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1