Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ывӑлӑм, санӑн чунна ҫӗнӗ ҫутӑ ҫутатрӗ пулсан, унӑн ӑшӗнче хӑвӑн тӑванусене ырлӑх кӳмелли аслӑ ӗмӗт ҫуралнӑ пулсан, эсир хурлӑхпа пусмӑр тӳсекенсен асапне ҫӑмӑллатма тӑрӑшатӑр пулсан, шухӑшласа пӑхӑр-ха ӗнтӗ: туррӑн ҫав чи хаклӑ тивлечӗ ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Амӑшӗ Павел епле хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑнине курчӗ, ҫавӑнтах вӑл унӑн сӑн-пичӗ амӑшне пит те пысӑк савӑнӑҫ кӳмелли туйӑмпа хыпса илнине те асӑрхарӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл яланах хӑйне хӑй ыттисемшӗн парнене кӳмелли майсем шырарӗ, анчах унашкал майсем тӗл пулмарӗҫ.Он постоянно искал случая жертвовать собой для других, но случаи эти не представлялись.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Акӑ вӗсене ырӑ кӳмелли лайӑх меслет ҫак самантрах тупӑнчӗ.Впрочем, в ту же минуту нам представился чудесный случай оказать им большую услугу.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Аллинче унӑн эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ парне кӳмелли таса ҫӗҫӗ пулнӑ, ӑна вӑл юлашки хӑрушӑ самантра, пама хатӗр тытса тӑнӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Каярахпа вӑл «Тинӗс науки» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ, унта карапа ҫирӗплӗх кӳмелли, ӑна тытса пымалли математика расчетне туса панӑ.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл, совет ҫарӗсен укрепленийӗсене атакӑласа, «Курская дуга»-ри хӑйсене вилӗм кӳмелли ҫапӑҫӑва пуҫланӑ.Она, атаковав укрепления советских войск, начала роковое для нее сражение на Курской дуге.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
3. Кирек хӑш аслӑ священника та ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме лартаҫҫӗ; ҫавӑнпа Унӑн аллинче те парнене кӳмелли пулмалла пулнӑ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне ӑна тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗн сылтӑм енче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ.11. тогда явился ему Ангел Господень, стоя по правую сторону жертвенника кадильного.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӗр те хӗрӗх саккӑрмӗш ҫулхи тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнче вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та, 53. саккун хушнӑ пек, ҫӗнӗрен туса лартнӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелли вырӑн пирки — ирсӗрлетсе хӑварнӑ парне вырӑнӗ пирки — мӗн тумалла-ши тесе канаш тытнӑ.44. Потом они рассуждали об оскверненном жертвеннике всесожжения, как поступить с ним.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку каҫхи парне кӳмелли вӑхӑтра пулчӗ; 22. мана ӑса вӗрентсе, вӑл ҫапла каларӗ: Даниил! эпӗ халӗ сана пӗлӳ пама антӑм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ пӗр святой калаҫнине илтрӗм, тепӗр святойӗ вара калаҫаканнинчен ҫапла ыйтрӗ: «курӑнни — куллен кӳмелли парнене хурласси, Сӑваплӑ Ҫурта ҫаратасси-ирсӗрлетесси, ҫара мӑшкӑлласси — мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ-ши ку?» терӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Куллен кӳмелли парне те, ҫар та унран усал ӗҫсемшӗн мӑшкӑл курчӗ; вӑл чӑнлӑха ҫӗре пӑрахрӗ; хӑйӗн ӗҫӗнче ӑнтарсах пычӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавсенчен пӗринчен тепӗр мӑйрака шӑтса тухрӗ; малтан вӑл пӗчӗккӗччӗ, кайран ӳссе кайрӗ те кӑнтӑралла, тухӑҫалла тата илемлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӑлчӗ, 10. вӑл тӳпе ҫарӗ патнех ҫитрӗ, ҫав ҫарӑн тата ҫӑлтӑрсен пӗр пайне ҫӗр ҫине шӑлса пӑрахрӗ те таптарӗ вӗсене, 11. вӑл ҫав ҫарӑн Ҫулпуҫӗ патнех ҫӗкленчӗ, Ӑна куллен кӳмелли парнесемсӗр тӑратса хӑварчӗ, Унӑн сӑваплӑ вырӑнне ирсӗрлетрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Священник ҫылӑхшӑн кӳмелли парне юнне илтӗр те ӑна Турӑ Ҫурчӗ алӑкӗн янахӗсем ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, шалти картиш хапхин янахӗсем ҫине сирпӗттӗр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.