Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗтет (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм тӗнче ачасемпе кашкӑрсем вӑрҫӑ пуҫласса ҫеҫ кӗтет пек.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйӑх хӗвел тухасса кӗтет, юлашки вӑйне пухса, савнийӗ пӗлӗте ҫӗклениччен тӳпере юласшӑн.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркунне-пике хӑй те ӗнтӗ чӑтаймиех ҫулла-каччӑ килсе ҫитессе кӗтет.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинее Емелленпе пӗр тан Хисеплесе асӑнаҫҫӗ маттуртан: Чаплӑ утаманӑн кӗҫӗн улӗнчен Халӑх хастарлӑх кӗтет ҫарӗнчен.

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе халӑх калаҫать, Еркинее асӑнать, — Ҫапах тепӗр мӑшӑртан Паттӑр кӗтет пӗртакран.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑй патшине юрасшӑн Чунне хатӗр памашкӑн: Хирӗҫ тухса хисеплет Мӗн хушасса вӑл кӗтет»…

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эсир, Танталов юлташ, халӗ кайса канӑр, унта сире тутлӑ апат кӗтет.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Куратпӑр: кунтах юлсан, пире вилӗм хӑйӗн выҫӑ шӑлӗсемпе шатӑртаттарса кӗтет.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Арӑмӗ вӑл хумханнинченех чухларӗ: вӗсене темле инкек кӗтет.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя ун сӑмахне хӳтӗлесе каласса кӗтет, анчах юлташӗ пуҫа чиксе ларни тӗлӗнтерет.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пичче, киле кайса пӑхар: тен, анне унта кӗтет пире, тен, Улькка та эпир ҫуккишӗн тунсӑхлать, каяр, пичче, киле, — йӑлӑнса ыйтма пуҫларӗ Санюк.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑрмӑшри Октябрьская урамри ҫул та ҫӗнетӳ кӗтет.

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Мана кӗтет ӗнтӗ.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Мӗн кӗтет мана умра — пӗлместӗп.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Паянтан пуҫласа е юлташӑмсен чыслӑ, ӗҫлӗ хутшӑнӑвӗсене кӗрӗп, е кашкӑр кӗрчӗ хӑй йышне йышӑнман ют ҫамрӑк кашкӑр шӑпи кӗтет мана.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тӗрме сакки кӗтет мана…

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ирхине ыйхӑран писсе куҫа уҫнӑ-уҫманах чӳречерен килхушшинелле пӑхса илтӗм: тен, анчӑк мана кӗтет?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӗҫ (вӗренсе ӑс пухасси те ӗҫ!) кӗтет мана.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Арӑслансене лӑпкӑ эрне кӗтет.

Львов ждёт спокойная неделя.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сире ҫӗнӗлӗхсен эрни кӗтет.

На этой неделе ждёт период обновления.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней