Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хытӑ хутӑн кӗтессисем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Йӑрансем ҫинчи чечексем, ӳссе кайса, пӳрт кӗтессисем тӑрӑх хӑпарман-ши, чӳречесем тавра ҫаврӑнман-ши, пӳрт ҫамкине икӗ енчен асамат кӗперӗ пек ыталаман-ши?
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл хуралса пӗтнӗ, кӗтессисем лӳчӗркеннӗ.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Кӗтессисем иртрӗҫ пуль, тусӑм.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Амӑшӗ чӳречесене хупма чупса пычӗ, анчах ҫил чӳрече хупписене каялла турта-турта илчӗ, пуҫӗнчи тутӑр кӗтессисем пичӗ ҫине хыттӑн пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Нумай вӑхӑт хушши те йывӑр службӑра пурӑнса ирттернӗрен арчи кӗтессисем ҫийӗннӗ тата хӑйпӑннӑ.Углы были потерты и сбиты, точно этот сундук отслужил долгую и трудную службу.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тутин кӗтессисем усӑнса анчӗҫ, ҫӑварӗ ҫурла пек кукӑрӑлса карӗ, тути ҫинчи ӳт-тирӗ сиккеленсе тӑнине тата чӗтрекен пӗркеленчӗкӗсем чӗлхесӗрех тем ҫинчен каланине курса тӑрасси шутсӑрах лайӑх марччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн ҫивӗч кӗтессисем алла касса ыраттараҫҫӗ.Чочой схватил кирпич, острые грани его больно врезались в руку.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн кӗтессисем вырӑнӗсенчен тапраннӑ.А углы его, казалось, были вырваны и сдернуты со своего основания.
22. Хатӗрленеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӗсем «Самокатра», ухмаха ернӗ пек трактирта пулнӑ, — унта урай пур сӗтелсемпе, ҫынсемпе, лакейсемпе пӗрле вӑраххӑн ҫаврӑнса тӑнӑ; тӗк чиксе тултарнӑ минтер пек, хӑнасемпе лӑк тулса ларнӑ шавлӑ залӑн кӗтессисем ҫеҫ хускалмасӑр тӑнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӗрлӗ ҫулпа килнӗ ҫак ҫыру, тӗрлӗ ҫын аллинче пулнӑ, акӑ кӗтессисем те хуҫланнӑ, шурӑ хут ҫинче вараланнӑ вырӑнсӗм курӑнаҫҫӗ.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Металл хуҫӑкӗн кӗтессисем пӗр виҫеллӗ, вӗсем иккӗшӗ те ҫичӗ кӗтеслӗ касса кӑтартнӑ призма евӗрлӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ун ҫӳлӗкӗсен кӗтессисем кӗтмен ҫӗртен ҫуттӑн курӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫав тӳрӗ анакан хӑвӑл стенасем ҫинчен мӑкӑрӑлса тухса тӑракан чул кӗтессисем анмалли ҫула ҫӑмӑллатма пултараҫҫӗ, анчах пусма пек картлашкасем пулсан та хӗрринче тытмаллисем пӗрре те ҫук вара.
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫурри ҫарамасӑн шартлама сивве сиксе тухса, сарай кӗтессисем, ҫатан картасем хыҫне пытанса, ҫине тӑрсах пеме тытӑннӑ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Григорин тута кӗтессисем мӗкӗлтетсе илчӗҫ, ҫӑт ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем хаяррӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.У Григория дрогнули углы губ, в злобном оскале обнажились белые плотные зубы.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тусанпа сарӑхса хӑмӑрланнӑ гимнастерка айӗнчен йӗтес шӑммисен ҫурма пӗкечисем шӑкӑр-шакӑр ҫавракан кӑнтарса тӑраҫҫӗ, сарлака хулпуҫҫин шӳрлеке кӗтессисем виркӗс пек мӑкӑрӑлса тухнӑ та, ачанни пек ҫинҫешке мӑйӗ ҫинчи хӗрлӗрех шӑрт сырса илнӗ карланкӑ мӑкӑлӗ темле тӗлӗнмеллереххӗн курӑнать…
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тута кӗтессисем ун ҫилӗллӗн туртӑнса илчӗҫ.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн пӗркеленчӗк пичӗ ҫинче тута кӗтессисем ҫиллессӗн хутланчӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӗрлӗармеец сарлака сӑмса шӑтӑкӗсемпе сывлӑша нӑшӑклаттарса ҫӑтрӗ, кӑвак тухиччен хырнӑ тута кӗтессисем аялалла усӑнчӗҫ.Широкие ноздри красноармейца хватнули воздуха, углы тонких, выбритых досиня губ сползли вниз.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2