Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗсйине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт ку коммунистла, — терӗ вара карчӑк, сӑмса тутрине саппун кӗсйине каялла чиксе хурса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Актай хӑрасарах шоколадне илсе кӗсйине чикрӗ, вара ҫийӗп, текелерӗ хӑй.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тина тупнӑ ҫырӑва хыпалансах саппун кӗсйине чиксе хучӗ.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Эпӗ пухнӑ укҫа унӑн кӗсйине кӗрсе выртнӑнах пакӑлтатать.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Урӑхла йышши савӑнӑҫ пур-ха ман, значӑтцӑ! — сар кӗрӗк тӳмине вӗҫертсе, аллине кӑкӑр кӗсйине чикрӗ Хумкка, унтан тем туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗтрекен аллисемпе пӑккине уҫрӗ, унти шӗвеке эрехпе хутӑштарса, хӗвне пытарчӗ, кӗрӗк кӗсйине стакан чикрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Исай, хальхи пек, кӗсйине типӗтнӗ сӗлӗ тултарса шӗкӗлчесе ҫӳренӗ тетӗн-им?

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Тӑраниччен ӗҫтерес, тек ман ҫине усал куҫпа пӑхса ан ҫӳретӗр», — шутларӗ Ҫимун, икӗ ҫутӑ кӗленчене кӗсйине чиксе.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, кӗсйине икҫӗр тенкӗ чиксе, хӗрачине алла тытрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсйине тепӗр пин уйӑрса чикрӗ те, ятарласа йӳҫӗтнӗ пыл сӑра пичкине илсе, Атӑлкассине тухса кайрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑлавар кӗсйине револьвер чиксе, пристане тухса утрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, пӑхӑр! — терӗ те пӗр-тен-пӗр кӗсйине тавӑрса силлерӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел ҫинчи кӗмӗле илме хӑрарӗҫ пулин те, ҫӗртен тупнисене, Макҫӑмсӑр пуҫне, пурте ним шухӑшламасӑрах кӗсйине ярӑнтарчӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васкавлӑн пӳрте кӗчӗ те кӗсйине краҫҫын кӗленчи чиксе тухрӗ.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайма тӑрсан, хӑнӑхнӑ йӑлипе аллине кӗсйине чиксе пӑхрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан никам асӑрхаман чухне укҫине кӑларса курасшӑн аллине йӗм кӗсйине чикрӗ те енчӗкне хыпашласа пӑхрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫине хура маскӑна кӑларни, чӑн та, куракансене ытларах пухрӗ, хуҫа кӗсйине укҫа ытларах кӗчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Накидка тӳмисене тӳмелерӗ, кӗсйине мӑлатук чикрӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней