Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗни (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул тӑршшӗпе те, Абински станицине ҫитичченех, пӗр ҫакӑ кӑна — сӗм-тӗттӗм ҫӗр варринче, витӗр касакан ҫатӑр сивӗпе хытӑркаса тӑна кӗни ҫеҫ — Григорий асӗнче юлчӗ.

За всю дорогу до самой станицы Абинской Григорию запомнилось только одно; беспросветной темной ночью очнулся он от резкого, пронизывающего насквозь холода.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Аксинья хваттерне килсе кӗни хӑех Степана пурне те ӑнланма пачӗ.

Его появление на квартире у Аксиньи объяснило Степану все.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Полюшка хӗрелсе кайрӗ: хура куҫӗсене ҫутӑлтарса, хӗрлӗармеецсем кил хушшине мӗнле килсе кӗни, чӑхсемпе кӑвакалсене мӗнле тытни, асламӑшӗ киккирикне тӑм илтернӗ сарӑ автана та пулин йӑхлӑх хӑварма тархаслани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Полюшка оживилась: блестя черными глазенками, стала рассказывать, как приходили на баз красноармейцы, как они ловили кур и уток, как просила бабка Ильинична оставить на завод желтого петуха с обмороженным гребнем.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ксени илтеймерӗ пуль тесе, Мажаров каллех ун ҫинелле пӑхса шанӑҫлӑн йӑл кулчӗ, Ксение ку кулӑра кӑштах хута кӗни те палӑрнӑ пек туйӑнчӗ.

Видимо решив, что она не расслышала, он снова улыбнулся ей доверчивой и, как ей показалось, даже чуть покровительственной улыбкой.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫурӑмне мӑкӑртса, пуҫне майӗпен те йывӑррӑн пӑркаласа, Иван Алексеевич хуторти палланӑ ҫынсем ҫине тинкерсе ҫаврӑнчӗ, анчах нихӑшӗн сӑнӗнче те шеллени е хута кӗни палӑрмарӗ, — казаксемпе хӗрарӑмсем пурте ун ҫинелле куҫ айӗпе, кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурас пек хаяррӑн тирӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Ссутулясь, медленно и трудно поворачивая голову, обводил он взглядом знакомые лица хуторян и ни в одном встречном взгляде не прочитал сожаления или сочувствия, — исподлобны и люты были взгляды казаков и баб.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир ниме те тиркесех каймастпӑр, пирӗншӗн ҫӑвара мӗн кӗни пурте усса пырать.

Мы всякий фрукт потребляем, нам все полезно, что в рот полезло.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чейник вӗреме кӗни ҫеҫ Игната Болдырев тӑрӑхланинчен вӑхӑтлӑха ҫӑлса хӑварчӗ.

Чайник вскипел, и это на время избавило Игната от шуток Болдырева.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий хӑйӗн тӑнӑҫ пурнӑҫӗ пӑсӑлнӑшӑн, хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсем округ чиккинчен каҫса кӗни ҫинчен Иван Алексеевич урлӑ пӗлсе хумханса ӳкнӗшӗн тӑвӑлса ҫиллине пӗтӗмпех Валет ҫине ҫавӑрса ячӗ.

Григорий сорвал на нем злость за свой нарушенный покой, за то волнение, которое пережил, услышав от Ивана Алексеевича о вторжении в округ красногвардейских отрядов.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ типпе кӗни улттӑмӗш эрне ҫине кайсан, юнкун, Мишка Кошевой ирхине ирех вӑрман хӗррине лартса хӑварнӑ шаксене тӗрӗслеме кайрӗ.

На шестой неделе поста, в среду, Мишка Кошевой рано утром выехал проверить стоявшие возле леса вентери.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич Анютка мӗн-мӗн каласа вӑрҫнине пӗтӗмпех асӑнса кайрӗ, ҫамрӑк чух жалмеркӑсем патне чупса ҫылӑха кӗни ҫинчен каланине ҫеҫ асӑнмасӑр ирттерсе ячӗ.

Пантелей Прокофьевич подробно перечислил все прозвища, которыми наделяла его Анютка, — не сказал лишь о том, что упрекнула его в молодом грехе, по части жалмерок.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Электричество пӳрте мӗнле килсе кӗни ҫинчен пӗлес килсен, ӑна эпӗ аван каласа парӑп.

А вот ежели хочешь, то я тебе поясню, каким путем проникает в твою хату электричество.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Юлташсем, — терӗ салхуллӑн Нарыжный, — Тутаринов Лукерья патне кӗни пирӗн ӗҫ мар.

— Товарищи, — угрюмо сказал Нарыжный, — то, зачем Тутаринов заехал к Лукерье, — не наше дело.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кобылин мучи слободана турӑ чури пулса килсе кӗни ҫинчен каласа парать Ненила.

Рассказала Ненила, что появился старик Кобылин в слободе под видом божьего странника.

Турӑ чури // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫӑвартан кӗни этеме вараламасть.

Входящее в уста не оскверняет.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Палатӑна кӗтмен ҫӗртен Верховнӑй Главнокомандующи генералсемпе, госпиталь начальникӗпе тата дежурнӑй врачпа пырса кӗни аманнисене калама ҫук пӑлхатса ячӗ.

Неожиданный визит в палату Верховного Главнокомандующего с генералами, начальником госпиталя и дежурным врачом произвел неописуемое впечатление на раненых.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пӗрне вӗлерчӗҫ, иккӗшне амантнӑ, Лена ӑҫта кайса кӗни палла мар…

— Одна убита, две ранены, а вот Лена — без вести…

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ашшӗ вилни ҫинчен вӑл тӗксӗм те салхуллӑ лӑпкӑ сада курнипе ҫеҫ мар аса илчӗ, ун ҫинчен ӑна пӳртум садӗнчен кӑвак чечекпе утмӑлтурат тата темле курӑкӑн кӑмӑла пӑтратакан ҫав тери пылак шӑрши кӗни те аса илтерчӗ…

Воспоминания о смерти отца были вызваны не только темным и грустно-молчаливым садом, а и тем приторно-сладким запахом чебреца, васильков и еще какой-то пахучей травы, которым несло из палисадника…

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ пулсан: кунта кайни те, ҫапӑҫӑва кӗни те пӗрех…

Приказ так приказ: что сюда, что в бой…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Фаддеевна кӗтмен ҫӗртен килсе кӗни нумайӑшне тӗлӗнтерчӗ.

Многих удивил этот неожиданный приход Фаддеевны.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку тӗлте Ниловна Ирина аллинчен илемлӗ тӗрленӗ, тӗрӗпе юнашар Ылтӑн Ҫӑлтӑр ҫакса янӑ кӗпене илсе, упӑшкипе тавлашма, вӑл тӗрӗс мар каланине кӑтартса пама шутланӑччӗ, — вӑл кӑтартса та панӑ пулӗччӗ, анчах шухӑша кайнӑ Сергей килсе кӗни кансӗрлерӗ.

Тут Ниловна хотела взять из рук Ирины вышитую рубашку, где рядом с узором висела Золотая Звезда вступить в спор с мужем и доказать его неправоту, — она бы смогла и доказать это, но помешал пришедший Сергей.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней