Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗнекере (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухнех вулакансем ҫак кӗнекере пичетленнӗ Иакинф Бичурин, Геннадий Айхи, Михаил Петров-Тинехпи, И.Я.Яковлев, Петӗр Хусанкай, А.Г.Николаев космонавт ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе ытти хайлавсене пысӑка хурса хакланӑччӗ.

Многие статьи Валерии Тургая посвящены жизни и деятельности выдающихся представителей чувашского народа – И.Я.Яковлева, Н.Я.Бичурина, Михаилу Сеспеля, М.П. Петрову-Тинехпи, Педэру Хузангая, Геннадию Айги и др.

Вуникӗ ҫул иртсен тепӗр хут кун ҫути курнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34114.html

— Вӑл кӗнекере ӗҫкӗ юрри те юрату юрри — хурлӑхлӑ, салхуллӑ юрӑсем кӑна.

Помоги переводом

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук, савӑннипе, калама ҫук пӑлханса кайрӗ, хӑй мӗн илтнине те ӗненесшӗн пулмарӗ: нивушлӗ вара вӑл юрласа панӑ юрӑсене те кӗнекере ҫапса кӑларӗҫ, нивушлӗ вӑл юрӑсене пиншер ҫын вулӗ, юрлӗ?!.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вулакансем иккӗмӗш кӗнекере Микулара калчалана пуҫланӑ кӗрешӳҫӗ-этемӗн сӑнарне кура хавасланса кайнӑччӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑнах та кӗнекере гериокӑлла эпизодсемпе картинӑсем сахал мар: Микула тӑшмансен аллинчен чеен вӗҫерӗннисем, Анук хӑйӗн ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе сӑн-сӑпат илемне пула тӑшмансене ухмахла тӑратса хӑварнисем, Ваҫли полиципе казаксене хирӗҫ харсӑррӑн та паттӑррӑн ҫапӑҫнисем, Кӗтерукӑн хурлӑхлӑ пурнӑҫӗпе кӗрешӳри хастарлӑхӗ, трагедилле вилӗмӗ, Натюшӑн хӑюлӑхӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн романӑн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекисенчи вулакансем хапӑлласа йышӑннӑ Микулан сӑнарӗ виҫҫӗмӗш кӗнекере вӗсем мӗн кӗтнине, вӗсен ӗмӗтне тултараймарӗ?

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун ҫинчен асӑнни виҫҫӗмӗш кӗнекере тӗл пулмасть.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Виҫҫӗмӗш кӗнекере вара ӑнланма йывӑр ӗҫсем пулса иртме тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун пек «йӳнӗ» вырӑнсем романра (уйрӑмах виҫҫӗмӗш кӗнекере) тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн-ха роман авторӗ ӑна иккӗмӗш кӗнекере айванла, унӑн кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗсене хирӗҫле ӗҫсем тутарать?

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӑна эпӗ кӗнекере хам куҫпа хам вуланӑ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тахҫан пӗр кӗнекере эпӗ уй-хире кайӑксене явӑҫтармаллисем туса пани ҫинчен ҫырнине вуланӑччӗ.

Помоги переводом

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ку кӗске хыпар-пӗлтерӳре эпӗ хӑшпӗр юмаха ҫеҫ асӑнтӑм, кӗнекере вара вӗсем пурӗ 41.

Помоги переводом

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Манӑн ҫак кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине пӗлес килетчӗ.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗнекере пичетленнӗ материалсенче Геннадий Дегтярев ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, калаҫупа ҫыру чӗлхинчи тӳнтерле туртӑмсем пуласран асӑрхаттарнӑ, ҫӗнӗ нормӑсем сӗннӗ.

Помоги переводом

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ҫирӗп йӗрке пултӑр тесе автор кӗнекере пирӗн ҫыравҫӑсен ячӗсемпе хушамачӗсен чӑвашла тата вырӑсла варианчӗсене илсе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Хайхи пуҫларӗ кӗнекере вуланине каласа пама!

Помоги переводом

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Юрӗ, малтанхи кун килсе кайӑп, анчах, ӗлкӗреймесен, мана кӗтсе ан тӑрӑр, кӗнекере кӑтартнӑ градуса ҫитерӗр те пӑтӑ пӗҫерӗр ҫеҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗнекере калани вӑл сирӗншӗн мар.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗнекере ун нирки ку вӑл лайӑх мар тесе, ҫырнӑ пек астӑватӑп эпӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней