Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моряк, хӑрах аллипе хутаҫ тытнӑ, тепӗрне чемодан тытнӑскер, Мускав поездӗнчен анса, ӑҫта кунта эвакопункт, тесе ыйтать, начальник патне кӗмешкӗн черете тӑрать, пӗчӗкҫеҫҫӗ таса мар пӳлӗмре лӑках халӑх, лараҫҫӗ те, тӑраҫҫӗ те, ҫывраҫҫӗ те — вӑрҫӑ!
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ҫакӑ хӑш-пӗр аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем 2014 ҫулта унта кӗмелли экзаменсен переченне улӑштарнипе те ҫыхӑннӑ. Ҫавна май абитуриентсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне питӗ пӑлхантарать. Вӗсем вӗренме кӗмешкӗн маларах палӑртнӑ экзаменсене хатӗрленнӗ, ҫуркунне вара пачах урӑххисем кирлине пӗлнӗ», — тесе пӗлтерчӗ «Ача сачӗсем — ачасене» парти проекчӗн ертӳҫи, Патшалӑх Думин вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова.
Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06
«Аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ чух вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене нумай ыйту канӑҫ памасть. Шкул вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илес текенсен вӗренме кӗмешкӗн вӑхӑтне саккун тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетни вӗсен прависене хӳтӗлессин шайне ӳстерет, - тесе каланӑ парламентари. - Ҫакӑ вӗсене малтанах пӗтӗм сӑкӑлтӑксемпе паллашса кирлӗ пӗлӳ пухса хӑйсем малтан палӑртнӑ аслӑ вӗренӳ заведенине тӗплӗн хатӗрленсе пулас тӗрӗслев витӗр тухса унта вӗренме кӗме май парать».
А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
18. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, 19. ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ, 22. пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав вӑхӑтра Трифон Иудея ҫӗрне пырса кӗмешкӗн Птолемаидӑран пысӑк йышлӑ ҫарпа хӑпарнӑ; унпа пӗрле хурал аллинчи Ионафан та пулнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ытти халӑхсене парнесем яра-яра пачӗҫ пулсан та, Эпӗ вӗсене часах пуҫтарса илӗп, вӗсем вара улпутсен патши хӗсӗрленипе асапланма пуҫлӗҫ: 11. ҫылӑха кӗмешкӗн Ефрем парне вырӑнӗ нумай туса тултарчӗ, ҫав парне вырӑнӗсем ӑна ҫылӑха анчах кӗртрӗҫ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Вӑйлӑскер, Хӑвӑн хӗҫне — Хӑвӑн мухтавна, Хӑвӑн илемне — пилӗкӳнтен ҫакса яр, 5. ҫапла капӑрланнӑскер, васка Эсӗ, чӑнлӑх, йӑвашлӑх, тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн вӑрҫӑ урапи ҫине лар — вара сылтӑм аллу Сана тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; 3. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.