Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗлӗре мӗнле каланӑ-ха?
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ун калавӗ тӑрӑх эпӗ питех те сахал ӑнлантӑм, ҫак ылханлӑ ӗҫ-пуҫӑн ҫиппи-картине манӑн икӗ уйӑх иртсен тин хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ ҫыннӑн, хысна вӑрманӗнчи хуралҫӑ арӑмӗн, ҫав кун кӑнтӑрлахи кӗлӗре пулнӑскерӗн, сӑмахӗ урлӑ ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе вырнаҫтарса лартма май килчӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку арҫын ачана килӗшсех кайман, мӗншӗн тесен вырсарни кун ирпе киле тухса килес умӗн кӗлӗре нумай вӑхӑт тӑма тивнӗ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Мӗскӗн ашшӗ тиечукран, кӗлӗре пулчӗ-и вӑл тесе, аран ҫеҫ хӑйса ыйтнӑ.Бедный отец насилу решился спросить у дьячка, была ли она у обедни.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Прибор парӑр, — кӑшкӑрчӗ Кирил Петрович, — ырӑ сунса кӗтетӗп, Антон Пафнутьич, килех, лар; сӑмах май акӑ мӗн, паян ман ятпа туса ирттернӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗре мӗншӗн пулманнипе апата мӗншӗн кая юлса ҫитнине те каласа пар.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пачӑшкӑ кӗлӗре пӗр-пӗр ҫенӗ япала ҫинчен хушса каласанах, Томӑн хӑлхи ӑна ҫавӑнтах сисрӗ, вара унӑн пӗтӗм ӑшчикки пӑшӑрханчӗ, ҫав кӗлле пӑртак пӑснине те вӑл лайӑх мар, тӳрӗ мар хӑтланни вырӑнне шутларӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
11. Кирек хӑш священник та куллен кӗлӗре тӑрать, темиҫе хут та пӗр пек парнесем кӳрет, анчах та ҫав парнесем нихӑҫан та ҫылӑхсене пӗтереймеҫҫӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ялан кӗлтӑвӑр, кӗлӗре чухне сыхӑ пулӑр, тав тӑвӑр; 3. пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр — Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен ирӗккӗн каласа пӗлтерме патӑрччӗ; ҫав вӑрттӑнлӑх пирки эпӗ тӗрмере ларатӑп та: 4. ҫавна манӑн кирлӗ пек уҫҫӑн пӗлтермелле пултӑрччӗ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ.42. И они постоянно пребывали в учении Апостолов, в общении и преломлении хлеба и в молитвах.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кама та пулин ҫилленнӗ пулсан, кӗлӗре тӑнӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр, вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлӗре кирек мӗн ыйтсассӑн та ҫавна илессине ӗненӗр — вара илетӗрех.24. Потому говорю вам: все, чего ни будете просить в молитве, верьте, что получите, - и будет вам.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ; 11. ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2