Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗнпур кӑкӑр анлӑшӗпе сывласа ярса, Игнат чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, унтан, кӑкӑрӗ ҫумне аллисене хыттӑн тытса, чӗтревлӗ сасӑпа кӗлтума пуҫланӑ:
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуҫне кӑкӑр ҫинелле усса, вӑл, темиҫе сехет пӗр тапранмасӑр, турӑш умӗнче чӗркуҫҫи ҫинче ларнӑ; аллисем ун халсӑррӑн усӑннӑ, ҫурӑмӗ авӑннӑ, вӑл, кӗлтума та хӑюлӑх ҫитереймен пек, нимӗн те чӗнмен.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗшӗ вара пур турӑсене те тата пур шуйттансене те ӗненнӗ, тилӗпе пӑсара кӗлеткисене кӗлтума ҫӳренӗ.Второй верил во всех богов и чертей и поклонялся изображениям лисицы и хорька.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӗлтума юратаканнисем те пылчӑкран хӑрарӗҫ пулмалла.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Пӗтӗм чунтан эпӗ сана: ҫул ҫитиччен пурӑнӑн, турра кӗлтума ҫӳрекенсене ӑшӑ сӑмахпа йӑпатӑн, вара сана пурӑнма канлӗ пулӗ, манахсемшӗн — тупӑш пулӗ!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Певчисем — ӳсӗр те сахал интереслӑ халӑх; юрлассине вӗсем юрлас килмесӗр, хӑна пулассишӗн тата яланах тенӗ пек чиркӳ юрри таврашне ҫеҫ юрлатчӗҫ, турра кӗлтума юратакан пьянцӑсем вара трактирте чиркӳ юррине юрлани вырӑнлӑ мар тесе шутлатчӗҫ, ҫавӑнпа хуҫи вӗсене хӑй пӳлӗмне чӗнетчӗ, эпӗ вара юрланине алӑк витӗр ҫеҫ илтме пултараттӑм.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл турра кӗлтума юратакан ҫынсене: штукатурпа каменщика яланах пӑртак тӑрӑхлакалать; вӑл вӗсене юратмасть пулӗ тен, анчах ҫавна лайӑх пытарса пурӑнать пулӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана чи тӳрӗ те турра кӗлтума юратакан ҫын вӑл — каменщик Петӗр пулнӑ пек туйӑнатчӗ; вӑл пурин ҫинчен те кӗскен, ӑс парса вӗрентмелле калатчӗ, ун шухӑшӗ час-часах турӑ ҫинче тата тамӑкпа вилӗм ҫинче чарӑнса тӑратчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унта мана интереслӗ ҫынсем кӗтсе илетчӗҫ: Николай Угодник манерлӗ кӑвак пуҫлӑ платник Уҫӑп, ҫивӗччӗн ӗҫлекенскер те ҫивӗччӗн сӑмахлаканскер; ҫуртсен тӑррисене витекен курпун Ефимушка; турра кӗлтума юратакан каменщик Петӗр, шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын вӑл та святой манерлӗскер; штукатур тӑвакан Григорий Шишкин, йӑваш та ырӑ сӑнӗпе ҫутӑлса тӑракан сарӑ сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ чипер ҫын.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗррехинче, вырсарникун, стариксем, ҫамрӑк каччӑсем, хӗрарӑмсемпе ачасем курӑк ҫине чӗркуҫленсе ларчӗҫ те ушкӑнпа кӗлтума тытӑнчӗҫ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тӑван ҫӗршывӗнче, хӑй ҫыннисен хушшинче, хайӗн мӗнпур япалисене пӗтернӗ пулсан та, ӑнсӑртран чирлесе ӳкнӗ е ачисем килӗнчен хӑваласа кӑларнӑ пулсан та, ҫухалмӗччӗ вӑл, туя тытӗччӗ, кӗлмӗҫ хутаҫӗ ҫакӗччӗ те ҫул хӗрринчи хӗрес патне е чиркӳ пусми умне кайса тӑрӗччӗ, кӗлтума пуҫлӗччӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тӗслӗхрен, Любочка кашни кунах ҫывӑрма каяс умӗн атте ҫине хӗрес хывни, аннене асӑнса кӗлтума кайсан Любочкӑпа Катенька чассовнире йӗни, фортепьяно каланӑ чух Катенька ассӑн сывлани тата куҫне ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахни — ҫаксем пурте мана юри хӑтланнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вара эпӗ хамран хам ҫапла ыйтаттӑм: ҫитӗннӗ ҫынсем пекех ҫавнашкал юри тума хӑҫан вӗренсе ҫитнӗ-ха вӗсем тата апла хӑтланма вӗсене намӑс та мар-ши?
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ салтӑнтӑм та урайне сарнӑ вырӑн ҫине выртрӑм, Дмитрий ҫаплах кӗлтума чарӑнмарӗ-ха.Я разделся и лег на постланную на полу постель, а Дмитрий еще все продолжал молиться.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана ним те каламарӗ, анчах пӗр сӑмах шарламасӑр пӳлӗмре вӑрах утса ҫӳрерӗ, каҫару ыйтса тархаслакан сӑнпа сайра хутрӑн ман ҫине пӑхкаларӗ, унтан сӗтелтен тетрадь кӑларчӗ, ун ҫине те ҫырчӗ, сюртукне хывса, ӑна тирпейлӗн хуҫлатса хучӗ, турӑш ҫакӑнса тӑракан кӗтессе пычӗ, хӑйӗн пысӑк шурӑ аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытрӗ те кӗлтума пикенчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксемпе тата ҫакӑн евӗрлӗ сапаланчӑк шухӑшсемпе эпӗ диванлӑ пӳлӗме таврӑнтӑм, унта пурте пухӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ, манах ҫылӑх каҫартарасси умӗн кӗлтума хатӗрленет.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эпӗ турра кӗлтума ир те, каҫ та манман пек туйӑнать, апла пулсан мӗншӗн асапланатӑп-ха эпӗ?»«Я, кажется, не забывал молиться утром и вечером, так за что же я страдаю?»
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, ҫул ҫумӗпе тӑсӑлакан сукмакпа иртсе пыракан ҫынсем курӑнаҫҫӗ: вӗсем турра кӗлтума каякан хӗрарӑмсем.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иртен-ҫӳренсем кӗрсе выртмалли кил-ҫуртра эпӗ турра кӗлтума ӗлкӗреймерӗм; анчах мӗн пирки те пулин ҫак ӗҫе тума маннӑ кун пӗр-пӗр инкек курнине сахал мар асӑрханӑ, ҫавӑнпа хамӑн йӑнӑша тӳрлетме тӑрӑшатӑп: картуса хыватӑп та урапа кӗтессинелле ҫаврӑнса ларатӑп, вара кӗлӗсем калатӑп, куртка ӑшӗнче никам курмалла мар сӑхсӑхатӑп.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дутлов пӳрте кӗрсенех кӗлтума тытӑнчӗ… унтан Илюш арӑмӗ ҫине пӑхса илсе пуҫне суллакаларӗ те хӑййине сӳнтерсе татах какӑрса илчӗ, вара кӑмака ҫине улӑхса мӑнукӗпе юнашар выртрӗ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.