Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӑл мужике «лаша татах та ҫӑмӑллантӑр тесе икӗ юн тымарӗнчен те юна ямалла» тесе ӑнлантарса панӑ та йывӑҫ тукмакпа мӑка ланцета ҫапма тытӑннӑ; унтан дворникӗн лаши хырӑмӗ айӗнчен арӑмӗн пуҫ тутрине витӗр кӑларнӑ; юлашкинчен ешӗл шенкерпе кӗсен-ҫӑпансене сапма; кӗленчери эмелпе сӗрме, лаша ӑшне мӗн пуҫа кӗнӗ, ҫавна яма тытӑннӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Хӑналаканни, кӗленчери ҫиелти тип ҫӑва юхтарса кӑларнӑ хыҫҫӑн, малтан хӑйӗн, унтан хӑна черккипе тултарнӑ.Тот, кто угощал, после удаления слоя масла, наполнял сначала свою рюмку, затем — гостя.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Моряксен пӗр ушкӑнне аран-аран мирлештерсе, вӗсемпе пӗрле халех пысӑк кӗленчери виски текен эрехе ӗҫме сӑмах панӑ хыҫҫӑн, Воропаев тепӗр ушкӑн патнелле уксахлать, ку ушкӑнри моряксем Дюнкеркпа ялав чысӗ ҫинчен тата акӑлчансем ытларах чӗлхепе ҫапӑҫни ҫинчен теветкелле калаҫу пырать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Калаҫнӑ май хӗрарӑм Егор кӑкри ҫинчи утияла тӳрлетрӗ, Николая тинкерсе сӑнарӗ, кӗленчери эмеле куҫпа виҫсе илчӗ.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юрласса вӑл кӗленчери эрех пӗтиччен юрланӑ, унтан сак ҫине хӑяккӑн ӳкнӗ те е пуҫне сӗтел ҫине хунӑ та — ирхи гудокченех ҫапла ҫывӑрнӑ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Питӗ пулӑшрӗ мана ҫав эмел, эпӗ ҫывӑраттӑм; анчах вӑл пӗчӗк кӗленчери эмеле тахҫанах ӗҫсе ятӑм ӗнтӗ…Очень мне помогало, и я спала; только теперь давно та скляночка выпита…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Унтан вӑл хӗрринчи пӳлӗме атӑ-пушмак юсамалли хатӗр-хӗтӗр кайса илчӗ, пукан вырӑнне усӑ куракан ҫирӗк муклашкине чӳрече ҫывӑхнерех шутарса, пӗчӗкҫӗ кӗленчери ҫурта ҫиппине майларӗ те кивӗ сӑран атӑпа ыталанса ларчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл супӗлтеткелесе, кӗленчери эрехе ӗҫкелесе чылайччен ларчӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Виҫесӗр ӗҫни лайӑх мар вӑл, — асӑрхаттарчӗ Димчо пуп, кӗленчери эрехе тутанса пӑхса.— Нехорошо наливаться не в меру, — заметил поп Димчо, прикладываясь к фляге с водкой.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1
- 2