Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта кинокартинӑсем кӑтартаҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кунта халь кинокартинӑсем кӑтартаҫҫӗ иккен.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тукай несӗлӗ мӗнле пуйса кайни пирки ҫынсем тӗрлӗ каласа кӑтартаҫҫӗ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫийӗнчи кӗске сӑхманпа уринчи ҫемҫе атӑ ӑна арҫын ача пек кӑтартаҫҫӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Артистсем сирӗн, ҫамрӑк пулсан та, Шиллера тӗрӗс ӑнланнӑ: хавхаланса, ҫӗкленсе выляҫҫӗ, трагедири сӑнарсене тӗрӗс уҫса кӑтартаҫҫӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ун пеккисем кашни ялтах пур: вӗсем ҫынсене култараҫҫӗ, камитле те туса кӑтартаҫҫӗ, ҫавӑншӑн вӗсене пурте килӗштереҫҫӗ, анчах никама та вӗсем кирлӗ мар.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Спектакль кӑтартаҫҫӗ: «Бедность не порок».
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑшӗ, хӑюллӑраххисем, Павлуш ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ, кулаҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ырӑ пулсам… — терӗ Джесси чӗр куҫҫисене хутлатса тата минтерсем ҫине ҫӳлерех вырнаҫса ларса; капочӗн ҫаннисем усӑнчӗҫ те аллисем сисӗнмеллех начарланнине кӑтартаҫҫӗ, — ырӑ пулсам, парсам пӗр-пӗр журнал.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шурӑ атлас утиял, хаклӑ чӗнтӗр, тӗк, кӗмӗл кравать, газ балдахин — кӗмӗл ҫеҫкесемпе тӗрленӗскер — хӗрарӑмӑн чуп савӑклӑхне тата йӑлӑнтармӑшне халӗ те кӑтартаҫҫӗ тейӗн.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биче тыткаларӑшӗпе сӑн-сӑпачӗ преступленипе ҫыхӑнманнине кӑтартаҫҫӗ пулин те — калаҫу пынӑ вӑхӑтра ӑна тӑнланӑ май эпӗ хире-хирӗҫлӗхсемпе уҫҫӑнах, вӑйлӑн тулнӑ ҫак шанманлӑха мӗнлерех сирсе ярасси пирки уйланатӑп.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Биче Гезӑн «ултав мелӗ» пирки каланӑ сӑмахӗсем вӑл ҫак ҫын тӗлӗшпе мӗн шухӑшланине ҫав тери уҫӑмлӑн кӑтартаҫҫӗ; халӗ капитан каютинче хӗр портречӗ пурри маншӑн хӑйӗн тӗксӗм енне ҫухатрӗ ӗнтӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вара вӑл Чернобыльтен тӗлӗнмелле (ах, нихӑҫан, ӗмӗрне те ӳкермӗччӗ вӑл ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене. Трагеди пулнӑ вырӑна аса илмессерен куҫ хуралса килет. Телей, илем ҫеҫ ӳкерӗччӗ, анчах пурнӑҫра апла мар-ҫке-ха) картинӑсем илсе килнӗ тесе, ҫав картинӑсене Мускаври выставкӑра кӑтартаҫҫӗ тесе этем чыс-хисепне йӑлтах ҫухатмалла-и?
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— …хула архивӗнче кӑтартаҫҫӗ, — сӑмах ҫиппине хыпалансах ҫыхать калавҫӑ.— …есть указания в городском архиве, — поспешно вставил свое слово рассказчик.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Бомбейра унӑн мӗнле ӗҫсем пулнӑ — ҫакна хула архивӗнче кӑтартаҫҫӗ…Какие у него были дела с Бомбеем — есть указания в городском архиве…
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав вӑхӑтрах Тоббоган выляса пӑхма килӗшрӗ — сӑпайлӑхшӑн пуль терӗм, — анчах сӗтел ҫине иксӗмӗр темиҫе ылтӑн укҫа кӑларса хутӑмӑр ҫеҫ — унӑн куҫӗсем вӑйӑҫа кӑтартаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ кӗнекесене юрататӑп, вӗсене алӑра тытма кӑмӑллатӑп, ячӗсене вулатӑп — вӗсем вӑрттӑн йӑпшӑну-кӗрӗм хыҫӗнчи сасӑ пек янӑраҫҫӗ е текст тӗшшине айваннӑн уҫа-уҫа кӑтартаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кунсӑр пуҫне кӗре, таса аллисем — кушӑрхаман, хӑмпӑланман; типтерлӗн тураса якатнӑ сухаллӑ; ыйхӑ тӗлӗшпе хускалакан имшер, чӑркӑш сӑн-пичӗ, — урӑх нимӗнле ҫирӗплетӳсӗрех, хӑйӗн йӗрӗ-паллисемпех ҫак ҫын карап командин аялти сийӗнчен маррине кӑтартаҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хитре пуҫӗ, кӑтра, тӑпӑ сухалӗ, янӑравлӑ сасси, арҫыннӑн чӑн-чӑн кулли, мӑйӑхӗ кукӑрӑлнӑ самантсенче хускалаканскер, вӑйлӑ ҫынна кӑтартаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑйсене хӑйсем вӗлерӳҫӗсен ӑслайлӑхӗ е, пач урӑхла, вӗсем хӑйсем ҫине алӑ хунӑ чухне темӗн тӗрлӗ меслетпе усӑ кураслӑх — пӗрешкел кӑмӑл-туйӑмӑн икӗ полюсӗ — татӑклӑнлӑха тата шухӑшласа хунилӗхе кӑтартаҫҫӗ; хӑйсене хӑйсем пурнӑҫран уйӑракансем ҫав тери йышлӑ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.