Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлпа (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ кӑмӑлпа чуна ҫутат.

Освети душу добрым нравом.

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Программӑра палӑртнӑ кирек епле конкурса та кӑмӑлпа хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Шӑрӑха парӑнтарас тесе шывра киленекенсен те килӗсене савӑк кӑмӑлпа таврӑнмалла пултӑрччӗ, — терӗ Паша.

Помоги переводом

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӑл кирек епле мероприятисене кӑмӑлпа хутшӑнать.

Он с удовольствием участвует в любых школьных мероприятиях.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хӑнасемпе паллашас кӑмӑлпа «Краснодар крайӗ» тесе палӑртнӑ палатка умне чарӑнтӑм.

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Акнӑ тыр-пул лайӑх шӑтса тухсан кӑна районӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗнче – Акатуйра – тулли кӑмӑлпа канать ҫӗр ӗҫченӗ.

Когда хорошо всходит засеянное зерно, только тогда отдыхает от души земледелец на самом знаменитом празднике - Акатуй.

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Тӑван еншӗн, халӑх ырлӑхӗшӗн нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа, ырми-канми ӗҫленипе ял-йыш умӗнче хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем кашни ялтах пур.

В каждом селе есть люди, которые достигли уважения перед сельчанами своей честностью, многолетней работой без устали для родного края, для благосостояния народа.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ачалӑхри шухӑлӑха, ҫамрӑклӑхри чӑрсӑрлӑха ҫулланнӑ тапхӑра илсе ҫитерме пултарнӑ вӑл — нихӑҫан та пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳременскер, чунран тухакан куллипе иртен-ҫӳрене тыткӑнлаканскер.

Детские мечты, озорство молодости смогла она донести до зрелого возраста - никогда неунывающая, пленяющая окружающих исходящей из глубины души улыбкой.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Унӑн хӑйӗн те ултӑ ывӑлӗ Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ.

У нее и у самой шестеро сыновей с удовольствием выполняли долг перед Родиной.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хастарлӑхпа, ырӑ кӑмӑлпа, ӑшпиллӗхпе палӑрса тӑракансен, ҫынна ырӑ тӑвассишӗн ҫунакансен йышне Чӑваш Республикинчи Салтак амӑшӗсен комитечӗн председательне Лариса Егоровӑна кӗртессӗм килет.

В числе отличившихся смелостью, добротой, сердечностью и горящих желанием приносить людям добро, хочу отметить председателя Солдатских матерей Чувашской Республики Ларису Егорову.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хастарлӑхпа, ырӑ кӑмӑлпа, ӑшпиллӗхпе палӑрса тӑракансен, ҫынна ырӑ тӑвассишӗн ҫунакансен йышне Чӑваш Республикинчи Салтак амӑшӗсен комитечӗн председательне Лариса Егоровӑна кӗртессӗм килет.

В число, отличившихся усердностью, добротой, горящих желанием делать людям добро, хочу внести председателя Солдатских Матерей Ларису Егорову.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Каччӑ технологипе физкультура урокӗсене кӑмӑлпа ҫӳренине каласа кӑтартрӗ: — Класра 7-ӗн вӗрентӗмӗр: 3 хӗр те 4 каччӑ.

Юноша рассказал о том, что уроки технологии и физкультуры посещал с удовольствием: - В классе учились 7-ро: 3 девушки и 4 юноши.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Граждансен, юридици вӑйӗнчи тытӑмсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес енӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Михаил Игнатьев Святослав Осокинпа Владимир Петров адвокатсене Тав хучӗпе чысларӗ.

За долгие годы добросовестной работы по защите юридических прав и интересов граждан Михаил Игнатьев наградил адвокатов Святослава Осокина и Владимира Петрова Почётными грамотами.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Татса калаймӑн, мӗншӗн тесен йӑлт ӑна мӗнле кӑмӑлпа пурнӑҫланинчен килет.

Наотрез не скажешь, потому что всё зависит от того с каким настроением её выполнишь.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Тепӗр тесен ача вӑхӑта компьютерсӑрах кӑсӑклӑ ирттертӗр тесе аслисенчен чылайӑшӗ хӑй енчен пуҫару тумасть: пӗрле тӗрлӗ вӑйӑ вылясси, кӗнеке чылай вуланӑшӑн е хуҫалӑхри пӗр-пӗр ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хавхалантарасси пуҫа та кӗмест.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хаваслӑ та ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа вӗренекенсем саксем ҫине ларса тухрӗҫ те сумлӑ жюри членӗсен пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗҫ.

В весёлом и приподнятом настроении учащиеся расселись на скамьи и в нетерпении ожидали решения членов авторитетного жюри.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хӑйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне — савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа килчӗ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паллах, ҫӗнӗ ҫӗрте пулса курни, ҫӗнӗ юлташсем тупни хуть те камӑн чунне те ҫӗклет, малашлӑха ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа пӑхма хистет.

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

- Эсир пур ӗҫре те тӳрӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшнӑ, наградӑсем те пур пулӗ?

Помоги переводом

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Подрядчик хӑйӗн тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласан кӳкеҫсем часах ҫулталӑк тӑршшӗпех вӗри шывпа чӑрмавсӑр усӑ курма пултарӗҫ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней