Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлпа (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Туятӑп, эсир ман уҫӑ кӑмӑлпа усӑ курса хаклӑрах илесшӗн.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ сиввен кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн амӑшӗ ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнни Анука ыррӑн хурлантарчӗ, куҫҫуль кӑларчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа шавласа утатпӑр.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫав ырӑ тӗлӗксене ирхине вӑрансан аса илеттӗм те ҫӑмӑл кӑмӑлпа вырӑн ҫинчен сиксе тӑраттӑм…

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Иккӗшӗ те питӗ тӗллевлӗ ачасемччӗ, мӗн пӗчӗкренех ҫар тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрес кӑмӑлпа пурӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Лайӑх службӑшӑн паракан наградӑна муниципалитет службинче 10 ҫултан кая мар тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ ҫынсем илме пултарӗҫ.

Помоги переводом

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Ӑшӑ кӑмӑлпа ҫиҫекен пит-куҫлӑ каччӑ Татьяна ҫине юратса пӑхса: — Эсир кӑна илӗр, тепӗр вырӑншӑн ан иккӗленӗр, ӑна тупӑпӑр, — терӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ара пур ӗҫе те юратса, ырӑ кӑмӑлпа пурнӑҫлать-ҫке-ха вӑл.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑна-кӑна аван чухлакансем те, кӑмӑлпа ӑшшисем-сӑпайлисем те, эрех-сӑрапа иртӗхекенсем те пурччӗ вӗсем хушшинче.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Киле Ирина ӗне чӑмланӑ хыҫҫӑнхи пек йывӑр шӑм-шакпа, хуҫӑк кӑмӑлпа ҫитрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов хуҫӑк, анчах мӗн шутланине туса пӗтерес кӑмӑлпа ҫитрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов тата юлташӗсем ӗҫе ирсерен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Киле хуҫӑк кӑмӑлпа тухса утрӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑйӗн айӑпне тӳрӗ кӑмӑлпа йышӑннӑ хыҫҫӑн пӗрреллӗхе каҫартӑмӑр.

Помоги переводом

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Яльчиков кӗрӳшӗ ҫине тулли кӑмӑлпа пӑхса тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

…Дубовсем ҫӳлҫӳреврен лайӑх канса, тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни сессиренех Раман тулли кӑмӑлпа, хавхаланса таврӑнать, арӑмне институтпа вӗренӳ ҫинчен чарӑна пӗлмесӗр каласа кӑтартать.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Клуба Фильчин патне Раман сасартӑк пусӑрӑннӑ кӑмӑлпа пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Автор хӑйӗн кӗнекинче вӑрман промышленноҫӗнче ӗҫлекен ҫынсем ҫинчен хавхалануллӑ кӑмӑлпа ҫырса кӑтартать.

Помоги переводом

Виҫӗ юман // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней