Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвакарса (тĕпĕ: кӑвакар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тиек тӑлмачран вӑл мӗн каланине ыйтса пӗлчӗ те кӑвакарса кайрӗ, ҫапах хальхинче Тенее чармарӗ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрпӳ кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑна илтсен Иливан кӑвакарса кайрӗ: лешӗ ӑна тем тесен те киле хӑварать.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пичӗ тӗссӗрленнӗ унӑн, юн тымарӗсем хуралса, кӑвакарса ларнӑ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӑрсан тин Сарри «Атя эппин, ӑсатса яр» терӗ те шуралса, кӑвакарса кайнӑ мӑнукне хӑех хыҫлӑ тенкел ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай сӑн-питрен пӗрре хӗрелчӗ, тепре кӗл пек кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑнран кӑвакарса кайнӑ вӑл, алчӑранӑ пысӑк куҫӗсем тискеррӗн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирех хутса янӑ кӑмака умӗнче ҫаннисене тавӑрса хунӑ Нина сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ, хӑйӗн тантӑшӗн кӑвакарса ларнӑ куҫ харшийӗсем ӑна хӑратса пӑрахрӗҫ пулас.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Гришӑн пичӗ кӑвакарса хӗремесленчӗ, куҫӗсем юнпа тулса хӗрелчӗҫ.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Мучин пичӗ сасартӑк кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Кӑвакарса кайнӑскере, эрех ӗҫтерсе типӗ кӗпе-йӗм тӑхӑнтартнӑ, кӗрӗк витсе вырттарнӑ.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсем килсе кӗрсенех, атте ҫӑпата шаккама пӑрахрӗ, кӑн-кан пӑхкаларӗ, типшӗм питлӗскер, кӗл пек кӑвакарса кайрӗ, аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне кӗл пек кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичӗ ҫинче кӑвакарса хӑпарса тухнӑ вырӑнсем пур.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хуҫа хӗлӗпе Ҫтаппана кӑвакарса кӗвӗленсе кайнӑ типӗ пулӑпа чей ӗҫтерсе усрарӗ, тет Хлиман хӑй патӗнче ӗҫлекенсене апатне ялан питӗ начар ҫитерет.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сывлаймасть ача, кӑвакарса кайнӑ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑвакарса кайнӑ Ивук Янтул патне сиксе ӳкрӗ.

Побагровевший Ивук подскочил к Яндулу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Утлас стена ҫумне йӑванчӗ, кӑвакарса кайса Тӗмеркке ҫине пӑхрӗ.

Утлас пошатнулся, лицо его побагровело, в глазах застыл неподдельный ужас.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑвакарса каять, шӑлне ҫыртса лартать, куҫне-пуҫне тискерлетсе ярать.

Посинеет вся, зубы сожмет, глаза закатит — страх да и только…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пичӗ-куҫӗ кӑвакарса пӗтнӗ.

На лице багровели кровоподтеки, ссадины.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней