Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫҫульпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачасем куҫҫульпе макӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн пекех тарпа та куҫҫульпе ҫӑрса пӗҫереҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ юнпа, тарпа, куҫҫульпе туптаннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Ӗнисем хыҫҫӑн картишне куҫҫульпе макӑракан хӗрарӑмсем те кӗресшӗнччӗ, алманчӑ тарҫисем вӗсене хапха ик айккинелле ҫеҫ сирсе ывӑтрӗҫ.

Помоги переводом

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта саншӑн кулянса куҫҫульпе макӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Астӑватӑп, — терӗ Поджогин, — Нур-Салтан Василий Ивановича куҫҫульпе тархасларӗ, эп Хусанти ӗҫсене хутшӑнма шутламастӑп, унта хамӑн юратнӑ ывӑлӑма курма ҫеҫ каятӑп тесе ӗнентерчӗ.

Помоги переводом

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун хыҫӗнче аптӑравлӑ кулӑпа Нетти тӑрать, унӑн куҫӗсем куҫҫульпе тулнӑ.

За ней, в слезах, с растерянной улыбкой стояла Нетти.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн куҫ хупанкисем куҫҫульпе йӑпшӑнса чӗтреҫҫӗ.

Ее ресницы дрожали, блестя слезами.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Мори! — кӑшкӑрса ячӗ Джесси, хыпса илчӗ, куҫӗсем кӗтмен ҫӗртен куҫҫульпе те ӳпкевпе тулчӗҫ.

— Мори! — вскричала Джесси, вспыхнув, с внезапными слезами на глазах, полных упрека.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫав япала пирки анне каласа панӑ чухне эпӗ вун сакӑр ҫултаччӗ; ҫав самантра унӑн куҫӗсем куҫҫульпе тулчӗҫ.

Мне было восемнадцать лет, когда мама рассказала мне об этом случае; при этом ее глаза наполнились слезами.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл шуралса кайрӗ, унӑн куҫӗсем куҫҫульпе тулчӗҫ:

Она побледнела, и глаза ее наполнились слезами.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Каҫаратӑп! — ҫилеллӗ куҫҫульпе антӑхса кӑшкӑрчӗ Эстер, вара, чӑнах та, Эстер Горна евитлейми мӑнаҫлӑх тулсах ларнӑ куҫӗсемпе каҫарчӗ.

— Прощаю! — задыхаясь от гневных слез, крикнула Эстер, и, действительно, она прощала его взглядом, полным непередаваемой гордости.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Манра пӗтӗмпех талтлатать, кӳренӳ куҫҫульпе тенӗ пек ӑнтӑлать.

Все заскакало во мне, и обида рванулась едва не слезами.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла каласа тилӗрсех кайса, — пичӗ куҫҫульпе витӗннӗ, хӑрушӑ, уҫӑмлӑ, — вӑл сӗтел ҫинчи кӗнекене ҫӗклерӗ те ӑна Варрен еннелле вӑркӑнтарчӗ.

И, сказав так, вне себя, в слезах, с открытым, страшным лицом, она взяла со стола книгу и швырнула ее в Варрена.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах эсир виле ӳт ҫине ӳкнине, куҫҫульпе шӑварӑннине курасчӗ те…

Но я посмотрел бы, как вы припадете к трупу и прольете слезу.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Тингӑн пӗтӗм пичӗ куҫҫульпе исленнӗ, хӑй ҫакна асӑрхамасть.

Все лицо его было в слезах, он не замечал этого.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Анчах Аннӑна курас килни асаплантармаллипех асаплантарать, ҫакна пула куҫӗсем йывӑр куҫҫульпе, хӑйне пӗтнӗпе пӗрех туякан, хуҫӑлнӑ арҫыннӑн сайра куҫҫулӗпе тулчӗҫ.

Но мучительное желание увидеть Анну вызвало на его глаза тяжкие слезы, скупые слезы мужчины сломленного, почти добитого.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Эллипе Роэна ӑна куҫҫульпе аса илме тытӑнӗҫ ахӑр.

Элли и Роэна со слезами начнут вспоминать о нем.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Юрать-ха эсир ҫакна мана каларӑр, — ҫирӗппӗн чӗнчӗ Тиррей, унӑн куҫҫульпе тулсах ларнӑ куҫӗсем ашшӗ сӑнаса, куҫне хӗссе тинкернине шанӑҫ кӗтнӗ чухнехилле хуравларӗҫ; Франк аллисене кӗсйине чикрӗ те пукан ҫинче ҫӑмӑлттайла силленме пикенчӗ.

— Хорошо, что вы это мне сказали, — твердо произнес Тиррей, и его полные слез глаза ответили испытующему, прищуренному взгляду отца таким отчаянным вызовом, что Франк сунул руки в карманы и откачнулся на стуле с бесшабашным видом, сказав:

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лектертӗм-и? — терӗ Элли, унтан, хӗп-хӗрлӗскер, куҫҫульпе йӗпеннӗскер, винтовкӑна асӑрхануллӑн кавир ҫине хучӗ, диван патне пырса ларчӗ, ашшӗне хул пуҫҫинчен ҫатӑрласа тытрӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче питне хупласа хыттӑн ахӑлтатма пикенчӗ.

Я попала? — сказала Элли, затем, вся красная, со слезами в глазах, осторожно, положила винтовочку на ковер и ушла к дивану, где села, схватила отца за плечо и, спрятав лицо на его груди, расхохоталась.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней