Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫнӑранпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каюровсем патне малтан та юлташӗсем нумай ҫӳретчӗҫ, халӗ вара, ҫӗнӗ хваттере куҫнӑранпа, вӗсем патӗнчен пачах ҫын татӑлми пулчӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кунта ӗҫлеме куҫнӑранпа (тӗрӗссипе, утӑ ҫулнӑранпа) Ятман яланах Арифулла ҫинчен ыйтать, бригадир вара ӑна эрнере пӗрре ывӑлӗн ҫӗнӗ ҫыруне пырса парать.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тоня хунямӑшӗ патне общежитие куҫнӑранпа та кайман.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Римӑн питех те вӑйлӑ диктаторӗ, государствӑна тытса тӑрас ӗҫе пӑрахса, улах вырӑнта ахаль ҫын пек пурӑнма кунта куҫнӑранпа икӗ уйӑх иртрӗ.

В это-то очаровательное место, за два месяца до описываемых событий, удалился страшный и всемогущий диктатор Рима, пожелавший вести уединенную жизнь частного человека.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пирӗн пата пурӑнма куҫнӑранпа Гарик салхуланчӗ, яланах шухӑшлӑ вӑл.

С тех пор как Гарик поселился у нас, он стал какой-то неразговорчивый, задумчивый.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Куҫнӑранпа пайтах ҫулсем иртнӗ ӗнтӗ.

Переехали лет семь-восемь назад.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Павел Петрович хӑй шӑлнӗне вӑл яла пурӑнма куҫнӑранпа та курман.

Павел Петрович почти не видался с братом с тех пор, как тот поселился в деревне.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Кроликсем хӑйсен ҫӗнӗ ҫуртне пурӑнма куҫнӑранпа симӗс курӑк ҫиме те сайра хутра ҫеҫ туха пуҫларӗҫ, кайран вара куҫ умне курӑнми пулчӗҫ.

Переселившись в норку, кролики лишь изредка выходили поесть, а потом совсем не показывались.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Ялтан столицӑна пурӑнма куҫнӑранпа ултӑ ҫул питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗ.

В мгновение ока пролетело шесть лет со дня моего переезда из деревни в столицу.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Кӑҫал Володя, улттӑмӗш класа куҫнӑранпа, пионер организаци тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртсе, пӗрремӗш класри ачасемпе калаҫу ирттернӗ.

С этого года Володя, уже перешедший в шестой класс, выполняя пионерское поручение, проводил беседы с ребятами первого класса.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Сергиевски урама куҫнӑранпа эппин, ҫав вӑхӑтран пуҫласа.

Да когда угодно с той поры, как она поселилась в Сергиевской улице, и вот до сих пор.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Терентий ҫемьи куҫнӑранпа кунта пӗтӗм япала паллайми улшӑнчӗ.

После переезда семьи Терентия все здесь стало неузнаваемо.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней