Поиск
Шырав ĕçĕ:
Килти чӗр чунсене – кушаксемпе йытӑсене уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла.
Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo
Кушаксемпе йытӑсене яланах икшерӗн ӳкерет: йӑмӑкӗсемпе.
Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594
Ҫав хушӑрах, тӗнчери мӗн пур ҫуртран чи чаплӑраххи пирки нимӗн те чухла-масӑр, иртен-ҫӳрен хаҫатсем туянать, вӑл, Тиррей, иртсе пыракан чӳречесен тӗлне пирус тӗпӗсене пӑрахаҫҫӗ, вӑл вара Урания Тальбергпа тӗл пуласран га хӑрать, мӗншӗн тесен ылтӑн кушаксемпе, шупка хӗрлӗ сӑнсемпе тулса ларнӑ хӗрлӗ-сарӑ хӑна пӳлӗмӗн чуна килӗшекен пайӑркисем гувернантка ҫинче те йӑлтӑртатаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аян пульӑсен айӗнчи вилӗм пирки каларӗ — вилӗм ахаль контузи евӗр ҫеҫ туйӑнчӗ; вӗҫӗмсӗр куҫакан такелажа юсани ҫинчен, шӑрӑхра палубӑна шывпа сапни пирки; вӑл вӗри торнадӑна сӑнласа кӑтартрӗ, ҫула май штильпе паллаштарчӗ; негр мӗлки пирки, карап ҫине кушаксемпе килекен инкек-синкек ҫинчен, ҫиле хирӗҫ пымалли искусство ҫинчен, сураншӑн кӗл усӑлли пирки, тинӗсри вут-хӗлхем пирки, мӗлке-карапсем ҫинчен.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Торисемпе вигсен хаяр кӗрешӗвне сӑнаса пырса, ӑна вӑл хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче кушаксемпе йытӑсем вӑрҫнипе танлаштарать.Наблюдая ожесточенную борьбу тори и вигов, он сравнивает ее в одном из писем с дракой кошек и собак.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӑл кушаксене питӗ юратать, унӑн мунчара мӑнтӑр кушаксемпе кушак ҫурисем вуннӑ таран пурӑнаҫҫӗ, вӗсене вӑл кураксемпе, чанасемпе тӑрантарать; кушакӗсене кайӑксем ҫиме вӗрентсен, вӑл ҫынсене хӑй ҫине тата сиввӗнрех пӑхакан тунӑ: унӑн кушакӗсем чӑх-чӗпписене, чӑхсене пӑваҫҫӗ, хӗрарӑмсем Степанӑн кушакӗсене хӑвалаҫҫӗ, вӗсене ним хӗрхенмесӗр хӗнеҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫавӑнта вара кушаксемпе йытӑ виллисен шӑршине шӑршласа, ҫумӑр ҫунине тата ҫил вӗрнине итлесе, эпӗ часах университет маншӑн — фантази, пурӑнӑҫа кӗрес ҫук ӗмӗт пулнине, эпӗ Персие кайнӑ пулсан ӑслӑрах ӗҫ тума пултарнине тавҫӑрса илтӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Урамсенче нимӗнле чӗрчун та ҫук — кушаксемпе йытӑсем те курӑнмаҫҫӗ.На улицах не оставалось ни единого живого существа — ни собак, ни кошек.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫавӑн чухне вӑл мантан пӗр-ик ҫул аслӑрах, ҫаврака куҫлӑ ачаччӗ; ҫивӗчскер, ӑслӑ та тӳрӗскер, вӑл пултаруллӑ пулнӑччӗ: кайӑксене кушаксемпе йытӑсене аван ӳкеретчӗ тата мастерсем ҫинчен карикатурӑсем тӗлӗнмелле вӑрт-варт туса хуратчӗ, яланах вӗсене кайӑксем пек ӳкеретчӗ: Ситанова — хӑрах ура ҫинче тӑракан хуйхӑллӑ шыв чӑххи пек, Жихарева — пуҫ тӳпинче тӗксем ҫак тата кикирикне татса илнӗ автан пек, чирлӗ Давидова — хӑрушӑ текерлӗк пек шутлаттӑм.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Бурмистров хӑйне слобода ҫыннисем хисепленипе питӗ хытӑ пӑсӑлса кайнӑ, анчах ҫынсем ӑна тата ытларах хисеп тӑвасса кӗтет, ҫавӑнпа та ӗнтӗ, чунне ҫырлахтараймасӑр, халь тӗлӗнмелле тискеррӗн курнӑҫланать: ҫийӗнчи кӗпи-тумне ҫуркаласа пӗтерет, слобода тӑрӑх ҫурма ҫарамас ҫӳрет, тусанпа пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса вырткалать, кушаксемпе йытӑсене тытса чӗрӗллех пусӑсенчи шыва пӑрахать, арҫынсене хӗнет, хӗрарӑмсене кӳрентерет, кӑшкӑрашса намӑс юрӑсем юрласа ҫӳрет, вӑрӑ-хурахла шӑхӑрать, ҫапла унӑн яштак кӗлетки ҫын куҫне курӑнман йывӑрлӑх айӗнче авкаланать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Tree House ҫакна та палӑртать: ку программӑра вӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула приюта каялла леҫме май ҫук кушаксемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ.
Йӗкехӳресемпе кӗрешме Чикагора пин кушак кӑларса янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28604.html
Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах.Участники организации считают кошачьих экологически чистой альтернативой яду.
Йӗкехӳресемпе кӗрешме Чикагора пин кушак кӑларса янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28604.html
— «Кушаксемпе» улӑхаймастпӑр-и вара… — терӗ Свищ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Иккӗмӗшӗнчен — манӑн мӗн, кушаксемпе йытӑсемпе, Мавринпа хутшӑнса пурӑнас-и?
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсене курнӑшӑн укҫа тӳленӗ е, тискер кайӑксене ҫитерме, кушаксемпе йытӑсем пырса панӑ.За смотренье брали деньгами или собаками и кошками на корм диким зверям.
Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.
— Кушаксемпе халӗ ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех сывпуллаш!
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем ансӑр та тӑвӑр, кушаксемпе краҫҫын шӑрши кӗрекен пусма тӑрӑх иккӗмӗш этажа хӑпарчӗҫ.Они поднялись по узкой, тесной лесенке, на которой пахло кошками и керосином, на второй этаж.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта Кирила Петрович, упасем патне кушаксемпе йытӑ ҫурисем ярса, сехечӗ-сехечӗпе аппаланнӑ.Там Кирила Петрович по целым часам возился с ними, стравливая их с кошками и щенятами.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вилӗ кушаксемпе эсӗ шӗпӗнсене епле пӗтеретӗн тата?
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1