Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунранпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манпа пӗр пӳлӗмри шофер ҫӗнӗ хваттере куҫса кайнӑ кунранпа эпӗ чӑнах та пӗчченех тӑрса юлнӑччӗ.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӗсем интернационалист-воинсене Афганистанран ҫарсем илсе тухнӑ кунранпа 35 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ, халӑх вӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине, хисепленине палӑртнӑ.

Они поздравили воинов-интернационалистов с 35-летней годовщиной со дня вывода войск из Афганистана, отметили, что народ помнит и чтит их подвиг.

Пишпӳлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... un-3646508

Визит-центр сотрудникӗсем геопарк уҫни ҫинчен, шихана сыхламалли территори тунӑ кунранпа тунӑ ӗҫ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ.

Сотрудники визит-центра подробно рассказали об открытии геопарка, о работе, которую проделали со дня создания охраняемой территории для сохранения шихана.

Тӗнчери пӗрремӗш геологи чемпионатне хутшӑнакансем "Торатау" геопарк визит-центрӗнче лекци итленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3449476

Паллашнӑ кунранпа ҫулталӑк ҫитрӗ.

Помоги переводом

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Сире професси уявӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствине йӗркеленӗ кунранпа 220 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Поздравляю вас с профессиональным праздником и 220-летием со дня образования Министерства финансов Российской Федерации!

Олег Николаев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/08/gla ... aet-s-dnem

Ҫав пулӑмсем хыҫҫӑн тепӗр кун ирпе Орсуна мана «Ылтӑн сӑнчӑртан» Сан-Риоле илсе кайрӗ, — ҫав кунранпа эпӗ Лисра пулса курман.

После того, как Орсуна утром на другой день после тех событий увез меня из «Золотой цепи» в Сан-Риоль, я еще не бывал в Лиссе.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тӗрӗссипе калатӑп сире, ҫав кунранпа эпӗ ку юрра юратма пӑрахрӑм.

И, скажу вам по правде, с тех пор я не люблю этой песни.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Палуба, пӑлхав ҫӗкленнӗ кунранпа ҫуманскер, пылчӑклӑ ура йӗррисемпе варланса пӗтнӗ.

Палуба, не мытая со дня мятежа, была загажена следами грязных ног.

XXV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫав кунранпа Таниле Юнкун тата Юхма пасарӗсене кайсан чи малтан Хайруллана курма, мӗнле те пулин вӗчӗ тупса хирӗҫсе кайма шут тытса ҫӳренӗ, анчах вӗчче тавӑрма ҫаплипех мел тупайман.

С того дня, когда Данила отправлялся на Средной или рынок Юхма, он вначале разыскивал Хайруллу, и пытался найти предлог, чтобы поссориться с ним, но так и не нашел способа мести.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Ӑссӑр Учкурсем тӳрем-сӑртлӑхран малтанхи хут аннӑ кунранпа ҫӗр ҫул иртет.

Со дня, когда безумные Учкуры впервые спустились с плоскогорья — прошло сто лет.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев Машӑна Петербурга, хваттерне ҫити ӑсатса ячӗ, ҫав кунранпа ун патне пырса ҫӳреме пуҫларӗ.

Гусев проводил Машу в Петербург, до квартиры, и с того дня стал к ней ходить.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку отряда никӗсленӗ кунранпа тунӑ политикӑлла чи пысӑк йӑнӑш.

Это самая серьезная политическая ошибка, которая была допущена с момента образования отряда.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Пӗлетӗн-и, Еременко генералӑн артиллерийӗ Керчьри позицисене татса ҫӗмӗрме тытӑннӑ кунранпа манӑн пуҫ чӑтма ҫук ыратать, — терӗ вӑл, унтан тутисене чӑмӑртарӗ, кӗсйинчен лаптак коробка кӑларса, ҫӑварне пӑрҫа пек эмел хыпрӗ.

— У меня, знаете ли, еще с того дня, как артиллерия генерала Еременко начала обработку Керченских позиций на прорыв, почему-то ужасно болит голова, — сказал он, поморщился и, вытащив из кармана кителя плоскую коробочку, положил в рот пилюлю.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Нимӗҫсем Евстигнеева пӳртне ҫунтарса янӑ кунранпа Екатерина ачисемпе хӑй йӑмӑкӗ патӗнче пурӑннӑ, Сара Марковна, кӗтӳҫӗ ҫулла килтен киле ҫӳренӗ пек, черетлӗн кашни килтех пурӑнса ирттернӗ.

С того дня, когда немцы сожгли хату, Екатерина Евстигнеева поселилась с детьми у сестры, а Сара Марковна, которую все звали «мамашей», кочевала из избы в избу, живя по очереди в каждой семье, как пастух в летнюю пору.

Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.

Ҫав кунранпа унӑн урӑхла пурнӑҫ пуҫланать.

С этого дня наступило новое существование.

Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.

Таня та юханшыв ҫинче пулса иртнӗ леш хӑрушӑ кунранпа ӑна пӗртте пӑрахмасть.

И Таня с того страшного дня на реке не покидала его.

XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫак кунранпа эпӗ канфет илме пӑрахрӑм.

С этого дня я уже не покупал больше конфет.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ҫав кунранпа манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» пуҫланчӗ терӗм; ҫав кунранах манӑн асапӑмсем те пуҫланчӗҫ, тесе хушса калӑттӑм.

Я сказал, что с того дня началась моя страсть; я бы мог прибавить, что и страдания мои начались с того же самого дня.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Кошевой Мелеховсен килне пырса кӗнӗ кунранпа хуҫалӑхри ӗҫсем йӑлтах урӑхла йӗркеленчӗҫ: кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл пахча картине майларӗ; ҫеҫенхиртен утӑ тиесе килсе, анкартинче тӑпӑл-тӑпӑл хитре капан туса лартрӗ, айккисене кӗреплепе тураса тикӗслерӗ; тырӑ вырма хатӗрленнӗ май, лобогрейка шӳреткисемпе ҫунаттисене пӑсса ҫӗнӗрен майлаштарчӗ, йӗтеме тӗплӗн хырса тасатрӗ, кивӗ веялкӑна юсарӗ; икӗ вӑкӑра лашапа улӑштарма вӑрттӑн ӗмӗтленсе, ут хатӗрӗсене тӳрлетрӗ.

Со дня, когда Кошевой водворился в мелеховском курене, все в хозяйстве пошло по-иному: за короткий срок он оправил изгородь, перевез и сложил на гумне степное сено, искусно завершив обчесанный стог; готовясь к уборке хлеба, заново переделал полок и крылья на лобогрейке, тщательно расчистил ток, отремонтировал старенькую веялку и починил конскую упряжь, так как втайне мечтал променять пару быков на лошадь.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав кунранпа Мелеховсемпе Аксинья пӗр-пӗрин ҫине пачах урӑхла пӑхакан пулчӗҫ.

С этого дня отношения между Мелеховыми и Аксиньей круто изменились.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней