Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куннех (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр куннех Зина хӑйӗн тахҫанхи пӗлӗшӗ-наркоманка урлӑ, лешӗн кӗсйине кӗмӗр укҫа чыхса тултарса, кашкӑр хури тымарне «тупса» килчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пулас физик тепӗр куннех лекцисем хыҫҫӑн чукун ҫул станцине тухса вӗҫтерчӗ, унтан вӑл тавар хуҫипе — хулари тӗп специализациленӗ Универбаза экспедиторӗпе — студентсен ушкӑнӗ ку ӗҫе тума килӗшни ҫинчен хут — договор — ҫырса таврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр куннех чарӑнать сан ялкору.

Помоги переводом

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Тытрӗҫ те тепӗр куннех ҫак ыйтӑва сӳтсе явма тесе ятарласа правлени членӗсем ларӑва пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Уяв иртсен, тепӗр куннех, Рита каллех учрежденисенчи комсомолкӑсемпе пӗрле колхоза авӑн ҫапма тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр куннех, питомнике кӗрсен, ҫав ретри юман калчисем, 10-12 тӗп, мана кӗрхи тумпа кӗтсе илчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Килсен иккӗмӗш куннех вӑл курорта кайнӑ аппӑшӗпе йыснӑшӗ килне хӑй ҫуралнӑ кун ячӗпе хӑна пуҫтарчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вара тепӗр куннех Миххапа уполномоченнӑйсен киревсӗр ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан сӑмахсем, ял-ял тӑрӑх сарӑлса, пишсем патне те ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм тепӗр куннех ывӑлне Кӗтерука качча илсе пама килӗшнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫакна нихҫан та манаймарӗ: пӗррехинче Татьяна ҫӑмӑллансан тепӗр куннех тырӑ вырма тухрӗ те нумай хушӑ сывмарланса пурӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти хӗрарӑмсем ҫӑмӑллансан тепӗр куннех килти ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Чикан тепӗр куннех киле персе ҫитнӗччӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл та тепӗр куннех пӑрахса каять, — илтӗнчӗ хыҫалти ретрен сасӑ.

Помоги переводом

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, хӑйпе юнашар Сергее лартса, тепӗр куннех Елчӗке ҫитнӗ, тӳрех кантур ҫуртне кӗнӗ, хӑй мӗн нушапа килнине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ухантей сӑмахне ял-йышсем тепӗр куннех мӑрса патне ҫитерес терӗҫ.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантей вучах патӗнче йӗпе ҫапӑ ҫинче выртса самаях шӑннӑ пулас, тепӗр куннех вӗриленсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех мӑрса хӑйӗн пушанса юлнӑ пӳртне кӳршӗри ватӑсене тата чи паллӑ юмӑҫа Аниккее чӗнтерчӗ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑманасем те тепӗр куннех куҫса пычӗҫ.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Шкулта пӗрле вӗренекен ачасем тепӗр куннех кар тӑрса тухрӑмӑр та икӗ кун хушшинче тепӗр лупас тата ҫирӗм икӗ кӗрепле шӑчӑ туса лартрӑмӑр.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Тепӗр куннех килчӗҫ.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней