Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

крыльцо (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫавӑнта, крыльцо ҫинчех, ман еннелле пӑхса тӑрать.

Он стоял там, на крыльце, и смотрел на меня.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Вӑл мана крыльцо патне ҫити кӑмӑллӑн ӑсатса ячӗ те, хӑй, атӑ сӑмсине тимлӗн пӑхкаласа, ҫӳллӗ картлашка ҫинче тӑрса юлчӗ.

Он любезно проводил меня до крыльца и остался стоять на верхней ступеньке лестницы, внимательно рассматривая носки своих сапог.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Вӑл тӑватӑ хутлӑ ҫурт умне мӗнле ҫитсе тухнине те асӑрхаса юлаймарӗ, — ун куҫне тӑватӑ рет ҫутӑ чӳрече курӑнса кайрӗҫ, ӑна крыльцо ҫинчи карлӑкӑн тимӗрӗсем тытса чарчӗҫ.

Он даже не заметил, как вдруг возвысился перед ним четырехэтажный дом, все четыре ряда окон, светившиеся огнем, глянули на него разом и перила у подъезда противупоставили ему железный толчок свой.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Урапа тепӗр ик сехетрен крыльцо умне ҫитсе чарӑнчӗ, — Сторченко ҫурчӗн крыльци умӗнче тесе каламасан та юрать пулӗ, тесе шутлатӑп.

Часа через два кибитка остановилась пред крыльцом, — думаю, не нужно говорить: пред крыльцом дома Сторченка.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унӑн пӗр ҫунатӗнче халӑх хӗвӗшет, крыльцо ҫинче хӗрарӑмсем лараҫҫӗ.

Но в боковом крыле здания толпился народ и сидели женщины на крылечке.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Атте вӗсем патне крыльцо ҫине тухрӗ.

Батюшка вышел к ним на крыльцо.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл самовар илсе пырса, сӗтел хушшине чей ӗҫме ларса, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн вӗҫӗмсӗр тин ҫеҫ пуҫласа янӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах сасартӑк крыльцо умне патша ҫуртӗнчи карета пырса тӑнӑ.

Она принесла самовар и за чашкою чая только было принялась за бесконечные рассказы о дворе, как вдруг придворная карета остановилась у крыльца.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Отец Герасимпа майри крыльцо ҫине тухрӗҫ.

Отец Герасим и жена его вышли на крыльцо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Самозванеца Швабрин крыльцо ҫине тухса кӗтсе илчӗ.

Швабрин встретил самозванца на крыльце.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев крыльцо ҫинчен анчӗ.

Пугачев сошел с крыльца.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗскӗн комендант арӑмӗ халӗ те крыльцо умӗнчех выртать, ун патӗнче икӗ казак хурал тӑраҫҫӗ.

Тело бедной комендантши все еще валялось под крыльцом, у которого два казака стояли на карауле.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫипуҫне сӗвсе илнӗ Василиса Егоровнӑна хурахсем темиҫен крыльцо ҫине сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Несколько разбойников вытащили на крыльцо Василису Егоровну, растрепанную и раздетую донага.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юлашкинчен Пугачев кресла ҫинчен тӑчӗ те хӑйӗн старшинисемпе пӗрле крыльцо ҫинчен анчӗ.

Наконец Пугачев встал с кресел и сошел с крыльца в сопровождении своих старшин.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Шурса кайнӑ отец Герасим, аллине хӗрес тытса, крыльцо умӗнче, пулас вилӗмлӗ ӗҫсемшӗн ӑна сасӑсӑр тархасланӑ пек тӑрать.

Отец Герасим, бледный и дрожащий, стоял у крыльца, с крестом в руках, и, казалось, молча умолял его за предстоящие жертвы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр карчӑк вӑлашка ҫӗкленӗ, крыльцо ҫинче сыснисене йӑхӑрса тӑрать.

Старуха, стоя на крыльце с корытом, кликала свиней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑрасах кибиткӑран сиксе тухрӑм та куратӑп: крыльцо ҫинче анне тӑрать, вӑл темле хытӑ кӳреннӗ кӑмӑлпа кӗтсе илет мана.

С беспокойством я выпрыгнул из кибитки и вижу: матушка встречает меня на крыльце с видом глубокого огорчения.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр кунне ирпеле крыльцо умне ҫул ҫӳремелли кӳме (кибитка) илсе пырса тӑратрӗҫ, ун ӑшне чемодан, чей хатӗрӗсем тултарнӑ арча тата килти ачаш пурнӑҫӑн юлашкисене палӑртакан булкӑсем, кукӑльсем-мӗнсем ҫыха-ҫыха хучӗҫ.

На другой день поутру подвезена была к крыльцу дорожная кибитка; уложили в нее чемодан, погребец с чайным прибором и узлы с булками и пирогами, последними знаками домашнего баловства.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав самантра тенӗ пекех, пур ҫывӑхри урамсенчен те кунта халӑх пырса тулнӑ, лётчика пулӑшу пама чӗннӗ врач та крыльцо патне аран-аран хӗсӗнкелесе тухнӑ.

Прилегающие улицы сразу же заполнила такая толпа, что вызванный врач еле пробрался к крыльцу.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней