Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кофӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫынсене ҫурма-туркӑлла Бессарабире яланах кофейнӑйсенче курма пулнӑ, вӗсем унта, чӗлӗмсен вӑрӑм чӑпӑкӗсене ҫӑвара хыпса, пӗчӗк чашкӑсенчен ҫӑра кофӗ ӗҫе-ӗҫе ларнӑ.

Их можно всегда было видеть в кофейнях полутурецкой Бессарабии, с длинными чубуками во рту, прихлебывающих кофейную гущу из маленьких чашечек.

Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.

Визирь минтерсем ҫинче мӑнаҫлӑн ларнӑ, кофӗ ӗҫнӗ, Суворова ҫӗмӗрсе тӑкма план тунӑ.

Восседал визирь на подушках, пил кофе и составлял план разгрома Суворова.

Аслӑ визирь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Турккӑсен ҫар командующийӗ аслӑ визирь Юсуф-паша хӑйӗн чатӑрӗнче пурҫӑн минтерсем ҫинче ларнӑ, кофӗ ӗҫнӗ.

Командующий турецкой армией великий визирь Юсуф-паша восседал у себя в шатре на шелковых подушках, пил кофе.

Аслӑ визирь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗр курка кофӗ сӗнекен ҫук! — ҫилленсе ятлаҫрӗ старик.

Чашку кофе некому подать! — ворчал старик сердито и властно.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кофӗ терӗн-и, кофӗне ӑна… хамах вӗретӗп, — ак халех каятӑп, ҫак самантрах.

А кофе, кофе… я сам сварю, — вот сейчас пойду, сию минуту.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чӑн калатӑп, шан эс мана… — сӑмси айӗн мӑкӑртатрӗ хуҫи кофӗ тултарса панӑ хушӑра, хӑй ҫаплах хӑнана: ӑҫта курма пултарнӑ-ши эп ку ҫынна, тенӗ майлӑ тинкерсех пӑхать.

Я правду говорю, уж ты мне поверь… — приговаривал хозяин, подавая кофе, и так пристально смотрел на гостя, словно старался вспомнить, где он видел этого человека.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халь вӑл виҫҫӗмӗш курка кофӗ ӗҫетчӗ, паҫӑрхи пекех чӑплаттарса сыпать те хушӑран ҫӑварӑнчен тапак тӗтӗмӗ кӑларать, тӗтӗмӗ ытла мӑкӑрланнипе ун сӑн-пичӗ палӑрса та каймасть, анчах пурте хӑй еннелле пӑхнине туйсах тӑчӗ вӑл.

Он теперь допивал третью чашку, по-прежнему шумно глотая кофе и беспрестанно выпуская изо рта клубы дыма, которые окутали все его лицо, но почувствовал, что все на него смотрят.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла ӳпӗнсе ларнипех вӑл кофӗ ӗҫме тытӑнчӗ, кунта мӗн сӑмахланине итлеме пикенчӗ.

Так, сгорбившись и со свистом прихлебывая кофе, он стал прислушиваться к разговорам.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килнӗ ҫынсене хӗр-манах хапӑл туса кӗтсе илет, кайран чыслӑн ӑсатса тӑрать, таса хура кӗпе тӑхӑннӑ Рада хӗрлӗ патнуспа ҫырла юрмипе кофӗ ҫӗклесе сӗтел ҫине пыра-пыра лартать.

Монахиня, улыбаясь, принимала и провожала их, а Рада, в чистом черном платье и косынке, разносила на красном подносе варенье и кофе.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Дамянчон кӑсӑкла калавне мӗн пулнине шансах пӗтермерӗҫ пулсан та, пурте чипер итлесе тӑчӗҫ, ҫав хушӑрах савӑнса кофӗ сыпрӗҫ.

Все очень внимательно слушали захватывающий рассказ Дамянчо, хоть не совсем верили ему, и с удовольствием прихлебывали кофе.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онбаши, кофӗ ӗҫсе ярсан, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Допив кофе, онбаши продолжал:

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ачисем кӗтӗвӗпех шыв хӗррине килте тӗртсе тунӑ кавир сарса ларнӑ, хӗрарӑм-тарҫӑ вӗсене кофӗ пырса пачӗ.

Его домочадцы удобно расположились на домотканой подстилке у журчащего источника, и служанка принесла кофе.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней