Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

класра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем урок вӗренсе килеймесен, туллашса каяттӑм, вӗсене, лӑпкӑн ӑнлантарса парас вырӑнне доска умне кӑларса тӑрататтӑм, каҫченех класра тытаттӑм.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

2018 ҫулта унӑн сексуаллӑ ориентацине пӗр класра вӗреннӗ юлташӗ, халӗ вара юрист тата политика хастарӗ Хуан Бранко уҫса панӑ.

В 2018 году его сексуальную ориентацию раскрыл бывший одноклассник, а ныне юрист и политический активист Хуан Бранко.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

«Хайлавсене тӗп сӑнарсен ӳсӗмне кура вырнаҫтарса тухнӑ. Константин Малышевӑн «Татман чечек» калавӗнче тӗпре – аслӑ класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовӑн, Ольга Рубцовӑн тата Дмитрий Моисеевӑн геройӗсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевӑн, Владимир Степановӑн тата Ольга Васильевӑн калавӗ-повеҫӗнчи тӗп сӑнарсем – ӗҫлекен ҫамрӑксем», – тесе палӑртнӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Ольга Федорова умсӑмахра.

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вӗсем пӗр класра вӗреннӗ.

Помоги переводом

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Никита Коновалов, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен:

Помоги переводом

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫавӑнпа та вӑл пӗр класра вӗренекенсем хӑйне ырӑ тума пултарасса нихҫан та шухӑшламан.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫавна пулах мана класра никам та юратмасть, хамӑн та никама та итлес килмест.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Шел, тӑххӑрмӗш класра ҫеҫ пӗрле вӗреннӗ.

Помоги переводом

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юлашкинчен ҫапла йышӑнчӗҫ: класра вӗренӳре юлса пыракан, дисциплинӑна пӑсакан ача пулмалла мар, коммунизмла ӗҫлекен бригадӑна практикӑна кайма тивӗҫлӗ пулар.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫав ачасене пӑхса тӑнӑ май курман та, ман умранах хамӑрӑн улттӑмӗш класра вӗренекен Плаки иртет.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫуппа вӑл манпа пӗр класра вӗренекенскер.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хӗлип вӑл ман помощник, манпа пӗр класра вӗренекен ача.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Маркел — саккӑрмӗш класра вӗренекен комсомолец, Архип Григорьевичӑн тӑван шӑллӗн ывӑлӗ, таҫтан овчарка ҫури туяннӑччӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑваттӑмӗш класра пушӑ вырӑн ҫук пулсан та, икӗ палламан ҫын Анукпа Кӗтерука хӑйсен вырӑнӗсене пачӗҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳршӗре пурӑнакан, пӗр класра вӗренекен Ваня ман кукка ҫумӗнчен шит те хӑпмастчӗ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вунӑ ҫул хушши пӗр класра вӗрентӗмӗр.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗр класра вӗренсе шкул пӗтерсе тухсан туссем тинӗс ҫар офицерӗ пулас тӗллевпе Владивосток хулине С.О. Макаров ячӗллӗ аслӑ тинӗс ҫар училищине вӗренме кӗрес тесе кайрӗҫ, анчах Кольӑн кӑна телейӗ пулчӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗр класра вӗренекен Мишшапа Ваня та, кӳршӗллӗ пурӑнаканскерсем, килелле васкарӗҫ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Уява хулари 8-мӗш шкулта 4-мӗш класра вӗренекенсем хастар хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Каччӑ хӑй ҫара кайнӑ чухне 5-мӗш класра вӗреннӗ, халӗ тӑххӑрмӗшне куҫнӑ Улькана куҫ хыврӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней