Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗшсе (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах ашшӗ, айванлӑхпа, пурнӑҫран юлса пынипе нихӑҫан та килӗшсе тӑманскер, чаплӑ ҫынсем, моряксем ҫинчен мӗн чухлӗ каласа панӑ вӑл ӑна.

Отец, честный и прямой, непримиримый к глупости и отсталости, всегда был для него образцом, рассказывал о выдающихся личностях, о моряках.

Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Унӑн ҫӗнӗлӗхшӗн ӑнтӑлакан чунӗ пурнӑҫран кая юлса пыракан патша режимӗпе килӗшсе тӑма пултарайман.

Бунтарский дух его никогда не мирился с отсталостью и косностью царского режима.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӑна Костенко идейи ҫав тери килӗшсе кайнӑ.

Ему понравилась идея Костенко.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ӑна Крылов нумай пӗлни, хӑйӗн шухӑшӗсене кӗскен те уҫӑмлӑн ӑнлантарни килӗшсе кайнӑ.

Манера Крылова выражаться точно и определенно, глубокие познания поразили его.

Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Талантлӑ ученӑй пулнисӗр пуҫне вӑл вырӑс наукин пысӑк патриочӗ шутланнӑ, ют ҫӗршыв ученӑйӗсене мала хунипе килӗшсе тӑман.

Выступал не только как талантливый ученый, но и как большой патриот, сторонник развития русской науки и противник преклонения перед иностранным.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑл хӑйӗн капмар кӗлеткипе пачах та килӗшсе тӑман ҫинҫерех сасӑпа калаҫма пуҫланӑ.

Он заговорил неожиданно тонким голосом, никак не гармонировавшим с его богатырской фигурой.

Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Женя унпа килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ.

Женя кивнула.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Пӗрле? — Ку шухӑш Женьӑна та килӗшсе кайрӗ, ҫавӑнпа вӑл хавасах пулчӗ.

— Вместе уроки делать? — повторила Женя и оживилась, потому что эта идея ей тоже очень понравилась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пирӗн айван пацансене: «Мана кӳрентерме хӑтланса пӑхчӑр тулӗк» — тесе касса татнӑ чухнех килӗшсе кайрӑн эсӗ мана.

Я сразу на тебя обратила внимание, когда ты сегодня нашим тупым пацанам сказал, что пусть только попробуют тебя обидеть.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Старик килӗшсе пуҫне сулчӗ те каллех лӑпланчӗ.

Старик одобрительно кивнул головой и смолк.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аслашшӗ, килӗшсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те, пӗр самах та чӗнмесӗр, урисене аран-аран улӑштарса утма пуҫларӗ.

Дедушка покорно затоптался, поворачиваясь в другую сторону, и, не говоря ни слова, зашаркал назад, с усилием переставляя ноги.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ху пӗлен, — килӗшсе каларӗ арӑмӗ.

— Как хочешь, — покорно сказала она.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку питех те хӑрушӑ, питех те ӑнланмалла мар пулнӑ, пуринчен ытла — ҫав питех те лайӑх праҫникпе килӗшсе тӑман.

Это было так страшно, так непонятно, а главное — так не вязалось со всем этим чудесным праздником.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Е каймаллаччӗ ӗнтӗ манӑн, е Ромашовпа килӗшсе, ӗмӗрлӗхе ҫак катара тарса юлмаллаччӗ.

Нужно было двигаться или согласиться с Ромашовым и навсегда остаться в маленькой осиновой роще.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл леш сӑмахах тепӗр хут каларӗ: аҫу-аннӳ килӗшсе ирӗк парсассӑн ҫеҫ санӑн арӑму пулатӑп, — терӗ.

Но она повторила, что не иначе будет моею женою, как с согласия моих родителей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ килӗшсе пуҫ султӑм.

Я кивнул головой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Валькӑпа килӗшсе шавлама пуҫларӑмӑр.

Мы одобрительно загалдели.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, нумайрах сасӑпа килӗшсе, осадӑна кӗтсе хуларах тӑни аванрах та, шиксӗртерех те, тетӗп; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсассӑн — ӑна артиллерипе тата (май пулсан) хула тулашне тухса та каялла хӑваламалла.

Итак, я соглашаюсь с большинством голосов, которое решило, что всего благоразумнее и безопаснее внутри города ожидать осады, а нападения неприятеля силой артиллерии и (буде окажется возможным) вылазками — отражать.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Кузмич хӑйӗн арӑмӗ каланипе пӗтӗмпех килӗшсе: — Илтетне эсӗ, Василиса Егоровна тӗрӗс калать. Ҫар артикулӗнче кун пек пӗр-пӗринпе ҫапӑҫассине чарнӑ, — текелесе тӑрать.

Иван Кузмич вполне соглашался с своею супругою и приговаривал: «А слышь ты, Василиса Егоровна правду говорит. Поединки формально запрещены в воинском артикуле».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл манпа килӗшсе пуҫ тайрӗ.

Он одобрительно кивнул головой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней