Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗшнине (тĕпĕ: килӗшни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паллах, — пӳлчӗ ӑна Шубин: — вӑл чипер, калама ҫук чипер; кирек кам та иртсе пынӑ чух ун ҫине пӑхса: акӑ кампа… полька ташлама лайӑх пулмалла, тесе шухӑшласа илнӗ пулӗччӗ; эпӗ те вӑл ҫакна пӗлнине тата ҫакӑ ӑна хӑйне килӗшнине шанатӑн…

— Конечно, — перебил Шубин, — она хорошенькая, очень хорошенькая; я уверен, что всякий прохожий, взглянув на нее, непременно должен подумать: вот бы с кем отлично… польку протанцевать; я также уверен, что она это знает и что это ей приятно…

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мак-Набс та Айртонпа килӗшнине пӗлсен, текех каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑрасси пулмарӗ.

Последние колебания исчезли, когда выяснилось, что и Мак-Набс согласен с Айртоном.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Инспектор, чӑн сӑмахпа килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне тайрӗ.

Инспектор кивнул головой в знак согласия.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вильсонпа Мюльреди те пуҫӗсене сулса килӗшнине пӗлтерчӗҫ.

Вильсон и Мюльреди кивнули головой в знак согласия.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах вӑл, амӑшӗ ман тетен ырӑ енӗсем ҫинчен каланисемпе пуринпе те килӗшнине палӑртнӑ пек, пуҫне пӗкрӗ, аллине малалла тӑсрӗ, урисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑркаларӗ.

Но он наклонял голову, выкидывал вперед руку и неуклюже шаркал ногой, как бы давая понять, что и он всецело разделяет суждения матери о дядиных благородных качествах.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хӗр, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне пӗксе илчӗ.

Девушка утвердительно качнула головой.

II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Юлашкинчен туссем хӑйсен шӑпине татӑклӑн пӗлесшӗн пулчӗҫ те Валери патне ҫыру ячӗҫ — вӑл иккӗшӗнчен хӑшне ытларах кӑмӑлланине, хӑшне качча тухма килӗшнине пӗлтерме ыйтрӗҫ.

Наконец они решились узнать окончательно свою участь и послали к Валерии письмо, в котором просили ее объясниться и сказать, кому она готова отдать свою руку.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Ачасене лагерьте канма килӗшнине туйрӗ Артем.

Артем чувствовал, что ребятам нравится отдыхать в лагере.

«Кӗрен парӑсра» // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 57,59,61,63 с.

Маруся хӑй ыйтнипе нимӗҫсем килӗшнине ӑнланчӗ.

Маруся поняла, что просьба ее принята.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Пӗрисем килеҫҫӗ — тырӑ ыйтаҫҫӗ, теприсем килеҫҫӗ — каллех куҫа мӗн килӗшнине сӗтӗрсе тухса каяҫҫӗ.

Одни приедут — зерна требуют, другие приедут — тоже тянут и волокут все, что глазом накинут.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таня Сергей ҫине, унӑн ҫухалса кайнӑ кӑмӑлсӑр пичӗ ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те сасартӑк кулса ячӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне сулчӗ.

Внимательно посмотрев на Сергея, на его растерянно-удрученное лицо, Таня вдруг улыбнулась и согласно кивнула головой.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӗтӗмӗшле ертсе пыни пулманран полксем, малтан калаҫса килӗшнине пӑсса, тухса тӑнӑ лару-тӑрӑва кура кашни хӑй тӗллӗн ҫапӑҫрӗҫ.

И бой вершился без общего управления, каждый полк, нарушая предварительный сговор, действовал в зависимости от того, как складывались обстоятельства.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ну, старик мӗнле?» — куҫӗпе ыйтрӗ вӑл Ольгӑран, унтан арӑмӗн хаваслӑ куллинчен, куҫӗ ӑшшӑн пӑхнинчен вӑл ӑна килӗшнине ӑнланчӗ.

«Ну как старик?» — и по оживленной улыбке, по теплу, согревшему ее глаза, без слов понял, что отец ей понравился.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапах та казаксем ӑна чӗререн хӗрхенсе итлерӗҫ, теплерен ҫеҫ, хӑйсем вӑл каланипе килӗшнине палӑртса, кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ.

Но казаки слушали его с большим сочувствием, изредка лишь прерывали криками одобрения.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Игнат Савельич Сергее куҫӗнчен пӑхрӗ те, вӑл килӗшнине туйса, малалла каларӗ:

Игнат Савельич посмотрел Сергею в глаза и, чувствуя его согласие, продолжил:

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Главнӑй бухгалтер, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итленӗ хыҫҫӑн, хӑй килӗшнине кӑтартса пуҫне сулчӗ, кун пек пуҫне сулни пысӑк докладран та уҫҫӑн каласа пачӗ.

Главный бухгалтер внимательно выслушал, утвердительно кивнул головой, и этот кивок стоил пространной речи…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑнпа хут листи ҫине тухса калакансен хушамачӗсем, аяларах — хӑйне килӗшнине паллӑ тунисем, халь анчах илтнӗ мӗнле те пулин сӑмахсем, лайӑх та уҫҫӑнкаланӑ пуплевсем ҫырӑнчӗҫ.

Поэтому на бумагу ложились фамилии выступающих, и чуть ниже делал произвольные заметки, записи каких-либо слов или фраз.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Марфа Игнатьевна хаваслӑн пӑхакан куҫӗсене чалӑштарса илчӗ, килӗшнине пӗлтерсе пуҫне тайрӗ, вара сӗтел ҫине чей лартма пуҫларӗ.

Марфа Игнатьевна скосила свои восторженные глаза, кивнула головой, выразив свое согласие, и стала ставить чай на стол.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл Грачев ҫине кӑмӑллӑн пӑха-пӑха илчӗ, ун патнелле чи лайӑх апатсене тӗрте-тӗрте лартрӗ; унӑн чакӑр та хӗрарӑмла ачаш куҫӗсем тӑрӑх ҫак шурӑ пит-куҫлӑ йӗтӗн пек сарӑ ҫӳҫлӗ инженер ӑна килӗшнине пӗлме пулать.

Он ласково посмотрел на Грачева, подтолкнул к нему лучшие блюда; по его чутким женским нежным глазам можно было узнать, что ему нравится этот белокурый инженер с белым лицом, и с желтыми, словно лён, волосами.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ирина йӑл кулса кӑна илчӗ, вӑл мӗнле пӑхнинчен вара Сергей Ирина хӑйпе килӗшнине ӑнланчӗ.

Ирина улыбнулась, и от того, как она смотрела на него Сергей понял, что Ирина с ним согласилась.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней