Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Ду килӗнчи хӗрарӑмсем харкашнипе савӑнса тӑраҫҫӗ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чухӑнсем патне кӗрсен, Сяо Ван хӑйне килӗнчи пекех туйнӑ.Заходя к беднякам, Сяо Ван всегда чувствовал себя непринужденно, словно был у себя дома.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Автор чухӑнсен чӑтма ҫук йывӑр ӗҫне те, помещиксен килӗнчи яланхи уява та кӑтартнӑ.Автор показывает и непосильный труд бедняков, и праздность, которая царит в помещичьих домах.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Ку вӑл Пискуновсен килӗнчи телейлӗ вӑхӑт пулнӑ, Прошкӑна вӑл тӗлӗкри пек туйӑннӑ.Это было счастливое время для семьи Пискуновых, и Прошке оно казалось каким-то сном.
III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Суллӑна хӑй килӗнчи ӗҫе пырса хутшӑнни килӗшмесен мӗн тӑвӑпӑр?
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫапла, хӑй килӗнчи пекех шанчӑклӑн ҫӳренӗ, — сасӑ пачӗ Зубавин.— Да, уверенно шествовал, как у себя дома, — откликнулся Зубавин.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Владимир Михайлович пирӗнпе пӗрле вӑрман тӑрӑх тата нумай ҫӳрерӗ, вӑл унта хӑйӗн килӗнчи пекех пулчӗ, кайӑксем, йывӑҫсем, чечексем, вӑрманти тискер кайӑксен йӑлисем, сунарҫӑсен паллисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах, чӗрӗ лӗпӗшсене тытнӑ пекех, чечексене тыткаласа пӑхрӗ.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл куҫне хӗсрӗ, куҫӗ умне килӗнчи ӑшӑ пӳлӗм тухса тӑчӗ, хулӑн та ҫемҫе утиял витнӗ кравать, хӑйӗн кӗнекисене хурса тултарнӑ сӗтел, пукан ҫинче тӗлӗрсе выртакан кушак — Васька курӑнса кайрӗ.
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пуринчен ытларах Заречьене хуларан полици пырса ҫӳрет: пӗр-пӗр япала вӑрласа тухсан, пырса ухтарать, хысна повинноҫӗсем валли укҫа пуҫтарма пырать, тӳлесе татман парӑмсемшӗн тата час-часах пулакан ҫапӑҫусене чарас тесе, слобода ҫыннисен килӗнчи ӑпӑр-тапӑрне опись туса каять; ытти тӗрлӗрен ҫынсем вара, Заречьене ҫӗрлесенче кӑна «Фелицата ҫӑтмахне» ҫитсе курас майпа ҫеҫ, пыркаласа ҫӳреҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тит, пӗртен-пӗр пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, салана, пулӑҫ Исай патне е кӑшӑлсем тӑвакан Никифор патне кайнӑ, анчах пуринчен ытларах вӑл староста патне ҫӳренӗ, лешӗ улпут килӗнчи ҫынсем валли халӑх шучӗпе эрех илсе пурӑннӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Дон Родриго пахчине сутнӑ, ҫуртне сутнӑ, ҫурт ҫумӗнчи пӗчӗк иҫӗм ҫырли пахчине, качакисене сутнӑ, хӑйӗн килӗнчи пурлӑ-ҫуклӑ сӗтел-пукансемпе япалисене те сутнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чӑнах та, вӑл килӗнчи ӗҫсем ҫинчен, хӑйӗн пӑрушӗ ҫинчен сахал шухӑшлать.В самом деле, он все меньше думал о домашних делах и о своей телке.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Нимӗҫсем те хуласенче хӑйсен килӗнчи пек пурӑнаҫҫӗ.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Килӗнчи пӳлӗмӗнче унӑн куллипе хулӑн сасси уяв чухнехи пек янӑраса тӑнӑ.Громкий смех и густой сочный бас наполняли комнату праздничным шумом.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӗрре каҫ кӳлӗм арӑмӗ ун умне пӗр турилкке варенипе тӑпӑрчӑ пырса лартрӗ, илемлӗ кружкӑпа туллиех хӑйма тата ӑна хӑйне уйрӑм кашӑк пырса хучӗ (вӑл хӑйӗн килӗнчи пурнӑҫне те офицерсенни пекех майлаштарса ҫитернӗччӗ), арӑмӗ алӑк патне пырса пуҫне усса тӑнине курсан, чӑтса тӑраймарӗ.
XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Кунӗпех вӑл килӗнчи хуҫалӑх ӗҫне тӑвать: хӑех нӳхрепе ҫӳрет, чӑн-чӑн фельдфебель пекех, хӑрах урине маларах пусса, тарҫи мӗнле ӗҫленине пӑхать, лашисене тасатать, шӑварать, ҫарти виҫепе вӗсене урпа ҫитерет, ҫӗнӗ сарай тума пӗренесем виҫет, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫар службинче пурӑннӑ вӑхӑтшӑн пӗтӗмпех ӗҫлесе тултарас шутпа пурӑнать, темелле.
XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Сайра хутра — анчах ку ӗнтӗ час-часах пулма пуҫланӑ — Петр Артамонова хӑйӗн килӗнчи ӑнланмалла мар тӑрмашу вӑратнӑ: унта темле ют ҫынсем пырса кӗнӗ, вӑл вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса, вӗсем шавлӑн аташнине ӑнланса илме тӑрӑшнӑ, арӑмӗ ҫухӑрнине илтнӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Хӗрарӑм тӗлӗкӗсем», — шухӑшланӑ кӗҫӗн Артамонов, Алексей тетӗшӗн килӗнчи тавлашусемпе сӑмахсене итлесе; шухӑшланӑ та — хӑй ӑшӗнче кулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпӗ вӑрманта ҫӳренӗ чухне темӗнле провокатор, партизансен штабне лексе, мана кӑшт ҫеҫ хӑй килӗнчи «конспиративлӑ» хваттере ертсе каймарӗ вӗт.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ян та ян тӑвать ӗҫсе ҫитнӗ Куля сасси, пӳрт кӗтессисене пыра-пыра перӗнет, килӗнчи нихӑҫан лӑпланман ӗрлев евӗр кумать, пӑтранать.Эхом разносился голос напившегося Мигулая, бился по углам избы, как неугомонный рев в доме.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.