Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кай ӗнтӗ хуллен килелле, — терӗ те Николаев Эльгеева кӑшт ӑсатса ячӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Килелле ҫывхарса пынӑҫемӗн Моргиана ӑна мӗн кӗтнине пӗлмест — тытса чару-хушу-и е врач ыйтӑвӗ-и?

Подъезжая к дому, Моргиана не знала, что ее ждет — арест или вопрос врача?

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эпир килелле, — терӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тротуар ҫине тухсан.

— Мы едем домой, — сказала молодая женщина, когда они вышли на тротуар.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫывӑрмастӑмччӗ; илтетӗп: ҫӳлте вӑл танккать, эппин — килелле.

Я еще не спала; я слышала, как он стучит наверху: идет, значит, домой.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ килелле утатӑп — ӑҫта пынине асӑрхамасӑр, вырӑнпа вӑхӑт туйӑмне ҫухатнӑскер.

Я направился домой, не замечая, где иду, потеряв чувство места и времени.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Килелле таврӑнсан та Лев Саввичӑн тарӑхни иртмерӗ, кӑмӑлӗ уҫӑлмарӗ, калӑн вӑл каҫхи апатра пӑру какайӗ вырӑнне кивӗ калуш чӑмланӑ.

Возвратясь домой, Лев Саввич чувствовал себя злым и неудовлетворенным, точно он вместо телятины съел за ужином старую калошу.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Килелле икӗ кун утрӑм, тӗрӗсех утатӑп-и — пӗлместӗп.

Два года я шел домой, не знал, так ли я иду.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шалтах кисреннӗскер — эпӗ каялла, килелле васкарӑм.

Ошеломленный, я поспешил назад.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Эпир килелле пӑртак салхуллӑ тавӑрӑнтӑмӑр.

Возвращались домой мы немного подавленными.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.

Полиция в Тульской области задержала подозреваемую в нападении в подъезде на 73-летнюю женщину из-за 5 килограммов сахара, которые та несла домой, сахар вернули владелице, сообщило УМВД по региону.

Тула облаҫӗнче 73 ҫулхи карчӑка тапӑнса 5 кг сахӑр туртса илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.su/news/31451.html

Халь ӑшӑнтӑм ӗнтӗ, уттарам килелле, — терӗ те ҫавӑнтах тӑрса тумланчӗ, мӗнле килнӗ ҫавӑн пекех шӑппӑн тухса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Персе ӳкернӗ кайӑксене тата персе янӑ ҫӗмрен йӗпписене пухса старикпе ҫамрӑк сунарҫӑ килелле утнӑ.

Подобрав убитых птиц, а также все выпущенные стрелы, старик и маленький охотник тронулись в обратный путь.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Мана мӗн тери йывӑр пулнине пӗр Васька кӑна ӑнланчӗ; вӑл мана ачашшӑн ыталаса илчӗ те эпир вара килелле кайрӑмӑр.

Один Васька понимал, как мне тяжело: он обнял меня, и мы пошли к себе на окраину.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ме хӑвӑн ҫӗҫҫӳне, пырна лартӑр вӑл санӑнне! — терӗм те эпӗ, килелле утрӑм.

— На тебе твой ножик, подавись им! — сказал я и, совершенно расстроенный, убежал домой.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпир кӑмӑлсӑррӑн килелле утрӑмӑр.

Огорченные, мы ушли домой.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Катхульт хуторӗнче пурӑнакансем килелле ҫул тытрӗҫ.

Полчаса спустя жители Катхульта ехали домой.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхульт хуторӗнче пурӑнакансем килелле ҫул тытрӗҫ.

А потом все жители хутора поехали домой, в Катхульт.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла пӗр хушӑ канса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл килелле утма шутларӗ.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Вара пӗтӗм группӑпа пӗрле килелле, хамӑрӑн отрядалла ҫуя тытнӑ.

Всей группой отправились домой, к своему отряду.

Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней