Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫару сăмах пирĕн базăра пур.
каҫару (тĕпĕ: каҫару) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир те, ытлашши чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтса, урамалла тухрӑмӑр.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Манран чӗркуҫленсех каҫару ыйтать, тейӗн.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Манӑн чун-чӗрем, сӳ-ӳ! туса сӳлетсе илчӗ, ҫак арҫыншӑн, каҫару ыйтса, такам умӗнче чӗркуҫленес те килчӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Куратӑп: алӑк умӗнче ҫак йытӑсем мана витӗрлесех, ытла та мӗскӗннӗн йӑлӑнса пӑхса, хӳрисене хавшак, каҫару ыйтнӑ пек пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена ҫав хушӑра пӗр-ик хут та Павӑл патне ҫыру ҫырма шутланӑччӗ, анчах аптра тӑчӗ: ӳкӗнсе каҫару ыйтмалла-и е тӳрех таврӑнма килӗшни ҫинчен пӗлтермелле-и?

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Павӑл та пачах ҫухалса каймарӗ: юратнӑ мӑшӑрӗ умӗнче каҫару ыйтас, ӑна каялла тавӑрас тӗллев тытса, вӑл тепӗр куннех Лена тӑванӗсем патне тухса сӑтӑрчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пирӗн каҫару сана ӗнтӗ пурпӗрех пулӑшайрас ҫук.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кая юлтӑн каҫару ыйтма, Пурис!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шуйттансемпе кӗрешкелесе, туртӑшса, тӗреннӗ пушмак кӗлипе ҫӗре чӗркелесе пырса, ҫав-ҫавах Турӑ каланипе ӳкӗнесшӗн, унран каҫару ыйтасшӑн пулмарӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чун-чӗреренех каҫару ыйтатӑп ҫакӑншӑн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Полина, ӑшпиллӗ, именчӗк кулӑпа ҫиҫкелесе, ун патне ҫитсе те тӑчӗ, алӑран асӑрхануллӑн тытса ури ҫине тӑратрӗ, вара куҫа ачашшӑн, каҫару ыйтнӑ пек кӗрсе ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатрӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вилнисем те (ҫӗр ҫинче тӗрӗс пурӑннисем; ҫылӑхлисем те, кайран ӳксе каҫару ыйтнисем), чӗрӗлсе, ҫак пурнӑҫа таврӑнӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫару ыйт!

Ун патне чупса пырса, ун умне чӗркуҫленсе ларса каҫару ыйтмалла-и?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӳкӗнетӗп, каҫару ыйтатӑп, малашне нихӑҫан та нимӗн те сана килӗшмелле мар тумӑп.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрачаран ҫак тӑрлавсӑр алхасушӑн каҫару ыйтмаллаччӗ те, ҫук ҫав, пӗрремӗш класс шӑнкӑрчи ҫакна тума хӑйне алла илеймерӗ, ун ӑсӗ-пуҫӗ те тӑруках ҫаврӑнаймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кам Турӑ ҫинчен усал ят сарать, ӑна каҫару пулмӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сирӗн пурнӑҫунта ман пӗчӗк ят пысӑк хура йӗр хӑварнӑшӑн тепӗр хут каҫару ыйтатӑп».

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, Андрей, асту, кунтан каҫару пулмасть, — кӑшкӑрчӗ вӑл.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней