Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Вӑл вӗсен кунҫулӗ асаплӑн вӗҫленессе курса-пӗлсе тӑрать, 11. ҫавӑнпа Вӑл ытларах та ытларах каҫарать.10. Он видит и знает, что конец их очень бедствен, 11. и потому умножает милости Свои.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫамӑр ырӑ кӑмӑллӑ, Вӑл хӗрхенет, ҫылӑхсене каҫарать, хӗн-асаплӑ вӑхӑтра хӑтарать.11. Ибо Господь сострадателен и милостив и прощает грехи, и спасает во время скорби.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Курайманлӑх вӑрҫтарса ярать, юрату вара пур ҫылӑха та каҫарать.12. Ненависть возбуждает раздоры, но любовь покрывает все грехи.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; 4. пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать; 5. ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗрӗс пурӑнманшӑн пире хаса парать, каллех хӗрхенсе каҫарать, кирек ӑҫта саланнӑ пулин те, пире тӗрлӗ халӑх хушшинчен пуҫтарать.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Арӑмӗ упӑшки килӗнче сӑмах пачӗ пулсассӑн, тупа туса картса хучӗ пулсассӑн, 12. упӑшки ҫакна илтсе нимӗн те шарламарӗ, ӑна чармарӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑй сӑмах панине, тупа туса картса хунине пурӑнӑҫласах пулать; 13. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине, тупа туса картса хунине илтсе ӑна пӑрахӑҫларӗ пулсассӑн, арӑмӑн хӑйӗн чӗлхи вӗҫӗнчен тухнине пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн ӑна упӑшки чарса лартнӑ, Ҫӳлхуҫа вӑл хӗрарӑма каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн, 8. ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 9. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, 5. ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 6. ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эппин, Ху каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ мухтава тухтӑр, Эсӗ ҫапла тесе каларӑн: 18. Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ [тата тӳрӗ], Вӑл йӗркесӗр пурӑннине, усал ӗҫсене, [ҫылӑхсене] каҫарать, анчах хаса памасӑр хӑвармасть: ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑка ҫитиччен хаса парать, терӗн.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.