Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каякан (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирти Пӑвана кунтан хир урлӑ тӳрӗ каякан урапа ҫулӗпе шӑпах сакӑр ҫухрӑм пулать.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей малтан пурин ҫине те куҫӗпе йӗрлесе ҫаврӑнчӗ, унтан: эсӗ, эсӗ, эсӗ… тесе, хӑй кӑмӑлне каякан ҫынсем ҫине пӳрнипе тӗллесе тухрӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сарри те, Ковяж та Мускава каякан мӑрсана кашни хӑй пӗлнӗ пек ӑс пачӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек чухне ҫанталӑк йӗпене каякан.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астрахане каякан элчӗсене ӑсатса таврӑнсан Усеин-Сеит ӑна хӑйӗн патне чӗнсе кӗртрӗ те юнашар лартса тӑван ывӑлне ятланӑ пек ятларӗ.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашар ларакан Акпарспа Алттыш Кӑрмӑша, Чулхулана, Воротынскисемпе Шереметевсене, хӑйсен сехрине хӑпартнӑ Лупин княҫа темиҫе хутчен те асӑнчӗҫ, анчах хуҫасӑр, хыҫлӑ тенкелӗ ҫинчен сике-сике тӑрса унта та кунта алтӑр е курка йӑтса каякан Саррисӗр, сӑмах-юмах ҫыпӑҫмарӗ, пуҫланнӑ-пуҫланман сӳнчӗ, пӑчланчӗ.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑнланать те, ӑнланмасть те вӑл хӑйӗн хуҫине, ҫав хушӑран-хушӑран ырӑ пулма пӗлекен, хушӑран-хушӑран тилӗрсе, урса каякан, нимле этемлӗхе, пахмата, нисӗпе пӗлмен этеме.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такан каштисенчен пӑяв-йӑлмак ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре кремле илсе каякан сукмакпа виҫҫӗн анчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Ту енчи мӑрсасем тахҫантанпа паллакан ҫар пуҫлӑхӗсем — Горбатый-Шуйский боярин, Петр Серебряный князь тата Иван Черемисинов стрелецкий голова.

Помоги переводом

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уншӑн ыттисем инкек курӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӑл чиперех ялсем тӑрӑх ҫӳрӗ, хир енне илсе каякан ҫулпа малалла утӗ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Инҫех каякан марччӗ-ха.

Помоги переводом

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Тимуксен ҫурчӗ урама ҫурса каякан ҫырма леш енче, чи хӗрринче.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗр аллине карт! туртрӗ те, вӗҫерӗнсе, каллех тула чупса тухрӗ, Кукуруза пуссине каякан ҫулпа, такам хыҫалтан хӑваланӑ пек, пӳлӗне-пӳлӗне чупрӗ вӑл.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мотоцикла Борис вӗтлӗхелле каякан урапа ҫулӗ ҫине пӑрчӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑтана каякан каччӑ пек савӑннӑ хӗвел ял йӑмрисем хыҫӗпе хӗм сапса тухрӗ.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Кунтанах кӗтӳсем тухса кӗреҫҫӗ, вӑрмантан килекен е каякан машинӑсем иртеҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Шоферсем сӑмахшӑн кивҫене каякан халӑх мар.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫав вӑхӑтрах каякан пуҫлӑхсене шутран кӑларма васкани вырӑнсӑр - Правительство ҫуртӗнче вӗсене юрӑхсӑра тухнӑ материал вырӑнне хумаҫҫӗ.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Социаллӑ-культура сферине каякан тӑкаксем бюджетра пысӑк пай йышӑнӗҫ - 62,8% (пӗтӗмпе 52,1 млрд тенкӗ).

Помоги переводом

Пӗрремӗш вулавпа // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11704-p- ... sh-vulavpa

Пусӑран анса ҫитсен, Ҫтенкке арманне каякан ҫул ҫине тухрӑм, ҫемҫе вӗри тусана ҫара урасемпе вӗҫтеркелесе, ҫав ҫулпа кайрӑм.

Помоги переводом

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней