Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каччӑпа (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫырма енчен каччӑпа хӗр алла-аллӑн тытӑнса хӑпарчӗҫ, Тимуш крыльци умӗнче, карта урлӑ тӑсӑлнӑ сирень турачӗсен айӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Савӑнӑҫлӑччӗ каччӑпа хӗр — кичемленсех кайрӗҫ эсӗ пакӑлтатнине пула!

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каччӑпа хӗр, аяккинерех кӑштах шуса, ӑна вырӑн пачӗҫ.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗве ҫинелле пӑхать, каччӑпа хӗр мӗн калаҫнине тӑнлать.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах, ӑнсӑртран-ши, каччӑпа хӗр еннелле пӑхрӗ те кӗвентине ҫӗрелле усрӗ, тӳрленсе тӑчӗ.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗве ҫине леш енчен каччӑпа хӗр кӗчӗҫ.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу та каччӑпа хӗре сӑнать: ӑшшӑн кулкалать, сухалне чӗпӗткелет.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсан, каччӑпа хӗр пирӗн ҫывӑхах килсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халӑх хушшинчен уҫӑрах вырӑна каччӑпа хӗр уйрӑлса тухса юрӑ кӗвви май вальс ташла пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Аллӑ виҫӗ каччӑпа хӗртен вуниккӗшне суйласа илчӗҫ, вӗсенчен пӗри — Надя. Пултарать Надя!» — терӗм.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Авланнӑ е качча кайнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн кӑштах лӑпланмалла пек те, анчах паянхи каччӑпа хӗре ку пусӑрӑнтарать-и вара?

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫурт умӗпе, чӳрече умӗнченех, пӗр ҫамрӑк каччӑпа хӗрача иртсе кайрӗҫ, кӑшт кайсан, темшӗн чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сӑмахран, пӗр-пӗр хӗре темиҫе каччӑпа паллашма тӑрӑшнӑшӑн, ҫав териех шала кӗмесӗр, вӗсемпе курнӑҫланарах калаҫнӑшӑн ҫӑмӑлттай темелле-ши?

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Амӑшӗн хӗрӗх кунне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн, ҫанталӑк шӑкӑрах шӑнтса лартсан, Илюш хӑйӗн икӗ ҫывӑх тӑванӗпе пӗрле Альбинӑсем патне кайса килчӗ те, каччӑпа хӗр тӑванӗсем часах туя хатӗрленме пикенчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Уйӑх ҫутиллӗ кӗрхи каҫ каччӑпа хӗршӗн юмахри пек илемлӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хӗрарӑма хирӗҫ Испуханов ним калама та ӗлкӗреймерӗ — шавлӑн калаҫса, хаваслӑн кулкаласа клуба каччӑпа хӗр кӗчӗҫ, кунта ют ҫын пуррине асӑрхаса самантрах шӑп пулчӗҫ, пӗр-пӗринчен хӑвӑрт уйрӑлчӗҫ: вӑтам пӳллӗ кутамас каччӑ, сарӑ кӑтра ҫӳҫне силлентерсе пӳлӗм варринчи бильярд сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ те вӑрӑм хура ҫивӗтлӗ хӗр Татьяна Архиповна ҫумне кайса ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑрту

Помоги переводом

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑртура 7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Ҫавӑнпа каччӑпа хӗр пӗрлешнӗ чух пӗр-пӗриншӗн чӑн-чӑн ҫывӑх ҫынсем пуласшӑн.

Помоги переводом

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Урӑх каччӑпа ӑшшӑн йӑл пулса калаҫма та намӑс мана халь.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней