Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

качака сăмах пирĕн базăра пур.
качака (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка.

10. Однажды в такое время, когда скот зачинает, я взглянул и увидел во сне, и вот козлы [и овны], поднявшиеся на скот [на коз и овец] пестрые, с крапинами и пятнами.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36. Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ.

35. И отделил в тот день козлов пестрых и с пятнами, и всех коз с крапинами и с пятнами, всех, на которых было несколько белого, и всех черных овец, и отдал на руки сыновьям своим; 36. и назначил расстояние между собою и между Иаковом на три дня пути.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫав сасса илтсен, Антон Петрович, таҫтан вӑй тупса, ватӑ качака пек тапса сикрӗ те тем вӑхӑтра хӗрсен умне ҫитсе ӳкрӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем — Иван Мучин, Митта Петӗрӗн суйласа илнӗ калавӗсем, Степан Лашманӑн «Кӑвак хуппи» кӗнеки, Куҫма Пайрашӑн «Юрату юрри», Аркадий Эсхелӗн «Ашшӗпе ывӑлӗ», Илпек Микулайӗн «Ҫӗнӗ ҫын» ятлӑ калав сборникӗсем, Леонид Агаковӑн «Епле тӳсетӗн-ха кулмасӑр», «Качака такисем» кӗнекисене кӗнӗ кулӑшла калавӗсем; вӗсем — Хветӗр Уярпа Уйӑп Мишшин очерк кӗнекисем.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем тӑват-пилӗк качака усранине ҫеҫ лайӑх пӗлетӗп.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, вӑл качака сухал санран вӑтӑр ҫул аслӑ вӗт!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Итали ҫӗршывӗн кӑнтӑр енӗсенче качака ҫӑмӗнчен ар шӗлепки (Борсалино) тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Хӗрпе качака кунта ниепле те ҫыпӑҫма-ҫыхӑнма пултараймаҫҫӗ.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тата: «Каччӑ хыҫҫӑн чупакан хӗр купӑста пуҫ ҫиекен качака», — темеҫҫӗ-и-ха.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӳтӳ пӑхма — тачӑка, — Ма салху эс, Качака!

Помоги переводом

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

— Кач-кач Качака, Ылтӑн-кӗмӗл мӑйрака.

Помоги переводом

Качака // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Стасик тилхепе тытнӑ, качака сухалӗ аялалла усӑннӑ, курпун кӗлетки пушшех пӗкӗрӗлнӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кулсан та, «Юман Юманӗ» вӑл «Качака Варсунӗ» тени мар.

Помоги переводом

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Качака таранах тапӑнмасть-ха, — кулса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗне те пур ӗнтӗ — ӑна качака сӗчӗ пар!

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапӑ тиеме килнӗ пӗр инке качака сутма пулнӑччӗ.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Качака сухал.

Помоги переводом

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫирӗм пиллӗке ҫитсе те пуҫне качака ӑсӗ чухлӗ ӑс кӗмен.

Помоги переводом

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирсӗрскер ӗҫчен хӗрарӑм умӗнче, качака сухал пеккине малалла кӑнтса тӑчӗ, Атӑлҫи пикин хитре питӗнчен куҫне илеймерӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуптаратӑп эпӗ сана! — силлерӗ уполномоченнӑй хӑйӗн качака сухалне.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней