Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картин (тĕпĕ: карт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрушӑ картин ӳкерес пулать сирӗн пулас ӑрусене валли.

Страшную картину должны написать вы для потомков.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Стена ҫинче, хӑрах пӑта ҫинче, ҫӗҫӗпе касса ҫурнӑ «Бой у Острой Могилы» ятлӑ картин сулкаланса тӑрать.

На стене, на одном крюке, качалась распоротая ножом картина: «Бой у Острой Могилы».

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мирон куҫлӑхӗ те кантӑкпа, ылтӑнпа йӑлтӑртатать, вӑл, авалхи пилӗк пус тӑракан картин ҫинчи генерал пек, аллине малалла тӑсать, Митя та, пуҫне сулса илсе, ҫӗре темскер пӑрахнӑ пек, аллисемпе сулать.

Блестят стеклом и золотом очки Мирона, он вытягивает руку, точно генерал на старинной картинке ценою в пятачок, Митя, кивая головою, тоже взмахивает руками, как бы бросая что-то на землю.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Кусем те чиркӳ картин тепӗр кӗтесси хыҫӗнчен ҫаврӑнса кайса курӑнми пулчӗҫ…

Говорившие скрылись за другим углом церкви.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Юланутлӑ мӗлкесем чиркӳ картин тепӗр кӗтесси хыҫне пытанчӗҫ.

Конные фигуры скрылись за другим углом церкви.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Чиркӳ картин кӗтесси хыҫӗнче лаша кӗҫеннипе ҫынсем калаҫни илтӗнчӗ.

Из-за угла церковной ограды послышалось ржание лошадей и человеческая речь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр ҫур минутран Бенедикт пичче фактори картин тулаш енне тухрӗ.

Через полминуты кузен Бенедикт оказался уже вне фактории.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эрешмен картин пӗр вӗҫне сӗтел ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ, тепӗр иккӗшне пилеш ҫумне.

Один конец паутины прикреплен к столу, два других — к рябине.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Кӑкӑрне витӗрех персе шӑтарса вӗлернӗ хыҫҫӑн сӗтел ҫинче выртнӑ Мишӑн сӑнӗ ҫак иккӗмӗш картин умӗнче ытла уҫҫӑнах курӑнми пулчӗ, ҫемҫелчӗ.

Образ Миши, лежащего на столе с простреленной грудью, побледнел, смягчился перед этим вторым образом.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Елена пус картин ҫӗрӗшнӗ карлӑкӗ ҫине тӗренчӗ, ӑна кӑшкӑрса чӗнесшӗн пулчӗ, анчах унӑн сасси тухмарӗ…

Она оперлась рукой о ветхое перильце крылечка, хотела позвать его, но голос изменил ей…

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Таупо кӳлли кунтан пӗтӗм анлӑшӗпе курӑнать, унӑн сӑртсемпе хупӑрланнӑ, картин ҫинчи пек ҫыранӗсем куҫсем курнӑ таранах сарӑлса выртаҫҫӗ.

С этой высоты видно было всё озеро Таупо, живописные берега которого, окружённые горами, сколько видел глаз, тянулись вдаль.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав хӑрах мӑйракаллӑ эсрел хӑех нӑхтана хывма пултаратчӗ, ҫӗрле выльӑх картин вӗрлӗк хапхинчен кӑкарнӑ пӑяв вӗҫне мӑйракипе тирсе ҫӗклетчӗ те урама тухса каятчӗ, Дон урлӑ ишсе каҫса, улӑх тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳретчӗ.

Умел этот однорогий дьявол снимать налыгач, ночью поддевал рогом завязку на воротцах скотиньего база, выходил на волю и, переплыв Дон, скитался по лугу.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑрна картин илемсӗр те тӑсмак ахравӗ кӗрхи тӗттӗм каҫӑн шӑплӑхне ҫура-ҫура каять, кӑкӑртан халь-халь тухса ӳкме хатӗр чӗрене курӑнман хӗскӗчпе пусарса пӑталать.

Беззвучный, тягучий крик журавлиной стаи рвал тишину темной осенней ночи, невидимыми тисками давил готовое выпрыгнуть из груди сердце.

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…

Но еще больший ущерб хозяйству причинили хоперцы, стоявшие в хуторе постоем: на скотиньем базу они повалили плетни, вырыли глубокие, в рост человека, траншеи; чтобы не утруждать себя излишней работой — разобрали стены у амбара и из бревен поделали накаты в траншеях; раскидали каменную огорожу, мастеря бойницу для пулемета; уничтожили полприклада сена, бесхозяйственно потравив его лошадьми; пожгли плетни и загадили всю летнюю стряпку…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан тухасчӗ те ҫеҫенхире ҫемҫе суха касси тӑрӑх акапуҫ хыҫҫӑн утасчӗ, вӑкӑрсене шӑхӑрса хӑваласчӗ, кӑвак тӳпере карталанса вӗҫекен тӑрнасем кикаклатса кӑшкӑрнине итлесчӗ, ҫилпе вӗҫсе килнӗ эрешмен картин кӗмӗл ҫипписене пит ҫумӗнчен иле-иле пӑрахса, ака тимӗрри хускатнӑ кӗрхи ҫӗрӗн эрех пек ӳсӗртекен шӑршине ҫине-ҫине кӑкӑр тулли ҫӑтасчӗ.

А потом ходить по мягкой пахотной борозде плугатарем, посвистывать на быков, слушать журавлиный голубой трубный клич, ласково снимать со щек наносное серебро паутины и неотрывно пить винный запах осенней, поднятой плугом земли.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич, выльӑх картин авса тунӑ ҫатан алӑкӗ ҫумне сӗвенсе тӑнӑскер, шинельне йӳле ярса, ватка хурса ҫӗленӗ салтак шӑлаварӗн кӗсйисене ухтарчӗ.

Иван Алексеевич, прислонясь к плетеным воротцам база, распахнув шинель, шарил по карманам ватных солдатских штанов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малта, палашне картин ҫинчи пек ҫӗклесе, офицер сиктерсе пырать.

Впереди, картинно подняв палаш, скакал офицер.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старикӗн картин ҫине ӳкернӗ пек кӗлетки ҫара та сайра, хурҫӑ тӗслӗ ҫирӗклӗх витӗр аванах курӑнса пырать.

Сквозь стальную сизь голого и редкого ольшаника видна была четкая, как нарисованная, фигура старика.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫатан картин ишӗлчӗкӗ кӑна тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесен килӗнчен тухакан кашни ҫынах, ҫав ҫатан карта ҫине шанса, йытӑсене хӑвалама нихҫан та патак илсе тухман, кум пахчи патӗнчен иртсе каятӑп-ха, кирлӗ пулсан, ҫавӑнтан кӑларса илӗп, тенӗ.

Плетня видны были одни остатки, потому что всякий выходивший из дому никогда не брал палки для собак, в надежде, что будет проходить мимо кумова огорода и выдернет любую из его плетня.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Этем кӳлеписен чӗрӗ картин чӑрмавӗнчен хӑтӑлса, ирӗке тухнипе хӗпӗртенӗ тейӗн, янӑравлӑраххӑн та хаваслӑраххӑн чупса кайрӗҫ маршӑн таса та уҫӑ сассисем Ромашова хирӗҫ.

Освобожденные от живой преграды из человеческих тел, точно радуясь свободе, громче и веселее побежали навстречу Ромашову яркие звуки марша.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней