Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картечьпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран тепӗр енче ҫын кӗлеткисем мӗлтлетнине курсан, Павлин вӗсене картечьпе пеме приказ пачӗ.

Увидев фигуры людей, мелькающие на противоположном берегу, Павлин приказал обстрелять их картечью.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пирӗн тупнӑ картечьпе авӑрланӑ мӗн.

Пушка наша заряжена была картечью.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кайран вара ҫак пӑлхава картечьпе те хаяр наказанисемпе лӑплантарнӑ.

И, наконец, усмирение бунта картечью и жестокими наказаниями.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Фортецире пурнатпӑр, Ҫӑкӑр ҫисе, шыв ӗҫсе; Вӗри кукӑль ӑмсанса Тӑшман килсе перӗнсен, Хӑна тума пӗлӗпӗр, Тупасене картечьпе Авӑрласа перӗпӗр…

Мы в фортеции живем, Хлеб едим и воду пьем; А как лютые враги Придут к нам на пироги, Зададим гостям пирушку: Зарядим картечью пушку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑйӗн расчечӗпе пӗрле вӑл туппа нимӗнпе хӳтӗлемен уҫӑ ҫӗре тӗксе тухнӑ та, пульӑсем ҫумӑр пек ҫунине пӑхмасӑрах лӑпкӑн, тӗп-тӗрӗссӗн, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн нимӗҫсен цепӗсене картечьпе, е нимӗҫ танкӗсене бронебойнӑй снарядсемпе пенӗ.

Вместе со своим расчётом он выкатил пушку на открытую позицию и под градом пуль спокойно, точно и вместе с тем с необыкновенной быстротой бил картечью по немецким цепям или бронебойными снарядами – по немецким танкам.

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней