Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картасем (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсем кӑшкӑрса ӳлекен ачисене сӗтӗрсе чупрӗҫ, стариксем, картасем урлӑ качакасем пек йӳрӗккӗн те ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫса, укӑлча еннелле тапса сикрӗҫ.

Бабы волоком тянули взревевшихся детишек, старики с козлиной сноровкой и проворством прыгали через плетни, бежали в левады.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий садсемпе ҫатан картасем урлӑ тӳрех сотня патне вӗҫтерчӗ.

Через сады и плетни он направился к месту стоянки сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалта кӗпер сиксе кайнӑ тӗле эпӗ тӑпрас хыҫӗнче, хӳтлӗх картасем айӗнче, выртаттӑмччӗ.

Когда полыхнуло сзади, — я лежал за насыпью, под щитами.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫыран хӗрринчи пысӑк мар катрамсем картасем ҫинех кӗрсе кайнӑ.

Небольшие окраинцы переходили по плетням.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫатан картасем ҫывӑхӗнче ҫаралса юлнӑ курӑк ешерет, ҫил Дон леш енчен чӑнахах та топольсем кашланӑ сасса хӑваласа килет.

У плетней зеленела оголившаяся трава, и уже в действительности доносил ветер из-за Дона волнующий рокот тополей.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫыран хӗррине чаваланса хӑпарчӗ, ҫиелти сийӗ пирчесе хытнӑ юра аллипе хыпашласа, шӑва-шӑва ӳксе, картасем ҫумӗпе упаленчӗ.

Выбрался на яр и полз под плетнями, шаря руками по черствой корке снега, обрываясь и падая.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫатан картасем ҫумӗнче кӗпӗрленсе тӑракан йӗнерсӗр утсем шӑрӑхпа тата ыйхӑ пуснипе ӗнтӗркесе асапланаҫҫӗ.

Нерасседланные кони, густо стоявшие у плетней, томились от жары и дремоты.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем кӗлетсем айӗнче, лупасайсенче, ҫатан картасем ҫумӗнче, хупахсен сарӑ сулхӑнӗнче ыйха туртаҫҫӗ.

Под амбарами, под навесами сараев, возле плетней, в желтой тени лопухов спали казаки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нумай ҫуртсем ишӗле-ишӗле пӗтнӗ, лини хӗррипе тӑсӑлакан картасем, ҫил-тӑвӑл ӳкерсе пӗтернӗ пек, армак-чармаккӑн курӑнса выртаҫҫӗ…

Многие дома были разрушены, щиты вдоль линии сметены будто ураганом…

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул хӗрринчи кӗл купи ҫинче чӑхсем чакаланаҫҫӗ, ҫатан картасем пӑтӗнче симӗс курӑк ҫисе самӑрланнӑ пӑрусем ҫӳреҫҫӗ.

У дороги в золе копались куры, возле плетней ходили разъевшиеся на зеленке телята.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗнер «гибрид-кубанка» акас ҫӗре юр тытса хӑварма картасем тытрӑмӑр.

Вчера на тех участках зяби, где будем сеять «гибрид-кубанку», снегозадержание устраивали.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑнтӑрласенче пӳрт карнизӗсем тӑрӑх, улӑм шерепеллӗ ҫи виттисем ҫинчен, тикӗт пек хӑп-хӑмӑр шыв юхса капланать, ҫатан картасем ҫинче чакӑлти чакаксем антӑхса чакӑлтатаҫҫӗ тата хутор халӑхӗ Мирон Григорьевич патӗнче хӗл каҫаракан ӑратлӑ вӑкӑр, ҫуркунне ир асапланса килнӗшӗн пӑлханса ӳкнӗскер, тискер сасӑпа ӳлесе мӗкӗрет.

Днями по карнизам куреней с соломенных сосульчатых крыш стекала дегтярная вода, надрывно чечекали на плетнях сороки, и, обуреваемый преждевременным томлением весны, ревел зимовавший на базу у Мирона Григорьевича общественный бугай.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторта, ҫатан картасем ҫумне тӑкнӑ кӗл куписем ҫывӑхӗнче, шыв чӑпаррӑн кӳлленсе тулнӑ.

По хутору около бугров высыпанной у плетней золы стояли рябые лужины.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑс салтакӗсене йӗплӗ пралук картасем патне ҫывхартас мар тесе, нимӗҫсем куҫ уҫма памасӑр персе тӑраҫҫӗ.

Били, не подпуская русских солдат к проволочным заграждениям.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑра тискер кайӑксем пек уйӑрса тӑракан йӗплӗ пралук картасем урлӑ пӗр-пӗрне алӑ тӑсса парӑр.

Через проволочные заграждения, которыми, как зверей, отделили вас друг от друга, протяните друг другу руки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малта — йӗплӗ пралук картасем.

Впереди проволочные заграждения.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑхрах Подкумок шывӗн кукӑрӗ ҫуталса кайрӗ; куҫ умнех сарлака аэродром ҫинчи йӑрӑм-йӑрӑм труба тухса тӑчӗ; икӗ айккипе садсем, кил-ҫуртсем, шурӑ тӑмпа сӑрланӑ хӑма картасем чупа пуҫларӗҫ.

Совсем близко забелел изгиб Подкумка; поплыла перед глазами полосатая труба над просторным полем аэродрома; по обе стороны побежали сады, строения, заборчики из досок, выкрашенные известью…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Буденновецсем мӗншӗн ҫапла картасем тытса ҫавӑрнӑ тетӗн эсӗ? — терӗ Даша аппа.

— Ты думаешь, почему буденновцы так обгородились? — заговорила тетя Даша.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урамсем хушшинче, ҫатан картасем ҫумӗнче — праҫник чухне тумланнӑ пек тумланнӑ хӗрарӑмсем.

У плетней по улицам — празднично одетые бабы.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урамӑн сулахай енчи ҫатан картасем ҫумӗпе пыраҫҫӗ.

Шли вдоль плетней левой стороной улицы.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней