Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картасем (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта хура пӳртсем вырӑнне йӗрки-йӗркипе типтерлӗ ҫуртсем, шӑтӑк-шатӑк пӗчӗк картасем мар — пысӑк ферма витисем, сухапуҫӗпе ҫурла мар — тракторсемпе комбайнсем.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫатан картасем ҫут ҫанталӑк вӑйӗшӗн пач та чӑрмав мар — кил картишӗсем те кӗрт ӑшне путаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Хӳшӗсем патӗнче, лутра картасем тытса пӗчӗк карташсем тунӑ.

Около хижин низенькими заборами отделены маленькие дворики.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑш-пӗр картасем ҫинче типсе пӗтӗрӗннӗ кӑмписем те курӑнкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Укӑлчари картасем урлӑ ҫӗнӗ ратлӑ шур автанӑн сарлака та пӗрчӗмлӗ-пӗрчӗмлӗ пысӑк киккирикӗ пек чӑх ҫырли сапакисем усӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Нумай пулатчӗ хирте сурат-ҫӗмел курманни, ял ҫынни алӑпа тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма, тырра картасем туса, салтаксем туса типӗтме манса кайрӗ пуль тесе шутлама та сӑлтав пурччӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Икӗ аяккипе юр тытмалли решетке картасем лартса тухнӑ та, вӗсене юр хӗвсе лартнӑ: чус вӗҫӗсем вырӑнӗ-вырӑнӗпе пачах палӑрмаҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Унта-кунта ҫӗрӗк юпасем, йӑванса ҫӗрме пуҫланӑ картасем тӗл пулкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урамсенче, картасем ҫинче шӑннӑ салакайӑксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑл сиккипе пынӑ хушӑрах лаша ҫинче тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ, ҫӗртен ҫӗлӗк пӗшкӗнсе илнӗ, лашине тем ҫӳллӗш картасем урлӑ сиктернӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хапха, хӳме тӑррисенче, картасем ҫинче тимӗртен касса кӑларнӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк курма пулать: тискер чӗр чунсен, вӗҫен кайӑксен, килти чӗр чунсен кӗлеткисем.

Помоги переводом

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Пирӗн ҫурт — юхан шыв хӗрринче, тинӗс ҫыранӗпе гаваньрен виҫӗ ҫухрӑмра; ҫеҫкене ларнӑ тапхӑрта ырӑ-селӗм шӑршӑ кӑларса-сапаласа чӳречесен умӗнче пысӑках мар улма-ҫырла сачӗ ешерет; парӑссемпе ҫунатланнӑ анлӑ юхан шыв хӑмӑр кӑвакрах тасалӑхпа таҫталла ӑнтӑлать-васкать, — аметист сапаланчӑкӗ; сад хыҫӗнченех бук, ҫирӗк, жасмин, вӗрене йывӑҫӗ-тӗмӗ сӑрса хупӑрланӑ варсем тӑсӑлаҫҫӗ; чуллӑ ҫулсен айккисенче, янкӑр ҫутӑ хӗвел айӗнчи ылтӑн тусан айӗнче, шӑлан ҫырлине пула шурӑ кӗрен ватӑ картасем элес-мелес ӳкерчӗксемпе чӑп-чӑпар, ҫак тусанра, хӑйсем ҫеҫ куракан апат тӗлӗнче, ҫерҫисем шӑртланса вӗткеленеҫҫӗ.

Наш дом стоял у реки, в трех верстах от взморья и гавани; небольшой фруктовый сад зеленел вокруг окон, благоухая в периоде цветения душистыми запахами; просторная, окрыленная парусами река несла чистую лиловатую воду, — россыпи аметистов; за садом начинались овраги, поросшие буками, ольхой, жасмином и кленом; старые, розовые от шиповника, изгороди пестрели прихотливым рисунком вдоль каменистых дорог с золотой под ярким солнцем пылью, и в пыли этой ершисто топорщились воробьи, подскакивая к невидимой пище.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Тӳпен ӗнтрӗклӗ ҫутинче пӳрт тӑррисемпе пӗлӗтсем хуп-хура; шӑлан йывӑҫҫисемпе картасем, пахчасемпе садсем, черченнӗн курӑнакан ҫул — пурте-пурте тӗлӗреҫҫӗ.

На сумеречном просвете неба темнели крыши и облака; дремали изгороди, шиповник, огороды, сады и нежно видимая дорога.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӗсем, ҫак ҫатан картасем патӗнче пытанса выртнӑ тӑшман аллине лекнӗ те, пӗри те хӑтӑлайман.

И попали они в руки врага, спрятавшегося у этих плетней, и не спаслись ни один.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫатан картасем хыҫӗнче ҫумӑрпа йӗпенсе йывӑрланнӑ вишнӗ пахчисем усӑнса лараҫҫӗ.

За плетнями стояли еще тяжелые от дождя вишневые сады.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл отряд умӗпе утса, шашкипе топольсем ҫине, тӑмпа шӑлса лартнӑ пӳртсемпе ҫатан картасем ҫинелле кӑтартса пырать.

Он пошел впереди отряда, указывая шашкой на тополя, мазаные хаты и плетни.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Паркра картасем тытса ҫавӑрнӑ выльӑхсем ҫӳретмелли, тырпулсем акмалли тата сад ҫитӗнтермелли вырӑнсем пур.

Особые, хорошо огороженные участки парка отведены для скотоводства, хлебопашества и садоводства.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ял ҫине пырса тапӑнас умӗн икӗ разведчик, яла картасем ҫумӗпе шуса пырса, сигнал паракан кантрасене касса татрӗҫ.

Перед налетом двое разведчиков проползли вдоль плетней в деревню и перерезали сигнальные веревки.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Почтовӑй станци патне ҫапла каймалла: шоссе ҫине ансан, уй хапхи патӗнчен сылтӑмалла пӑрӑнса картасем тӑрӑх кайӑр, — унта ҫула якатнӑ, ҫӗтсе каяс ҫук.

К почтовой станции такой маршрут; как спуститесь к шоссе, поверните мимо околицы, вдоль плетней, вправо — там дорожка натоптана, не собьетесь.

XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анчах вӑл, хӑйӗн ятне илнӗ ырӑ та танлӑ кайӑк пек, уҫҫӑн та хӑюллӑн тапӑнмасть: пачах урӑхла, чееленсе, йӑпӑлтатса хӑйӗн ӗҫне майлаштарать: вӑл хӑйӗн урапине ял ҫывӑхӗнче ӑҫта та пулин чӑтлӑхра хӑварать те, хӑй пахчасем, картасем хыҫӗпе, мӗнле те пулин иртен-ҫӳрен е ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын пек, яла пырса кӗрет.

Но, в противность благородной птице, от которой он получил свое имя, он не нападает открыто и смело: напротив, «орел» прибегает к хитрости и лукавству; он оставляет свою тележку где-нибудь в кустах около деревни, а сам отправляется по задворьям да по задам, словно прохожий какой-нибудь или просто праздношатающийся.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней