Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нумай та мар каярах пире тарма кансӗрлекен отлив халӗ пирӗн тӑшмансене пире хуса ҫитме чӑрмантарать.Отлив, который недавно мешал нам плыть, теперь мешал нашим врагам догонять нас.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ниме те тӑман, анчах пурӑнма кансӗрлекен вак-тӗвек япаласем пит нумайччӗ, вӗсене часах пӗтерме пулатчӗ, анчах никам та ӑна тумастчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах акӑ хӗвел ман пуҫа, ҫурӑма хытӑрах пӗҫертме пуҫлать, ҫул тусанӗ ҫӑралать, чей ещӗкӗн виҫ кӗтеслӗ хуппи мана ытларах кансӗрлекен пулать, эпӗ темиҫе хут урӑхларах куҫа-куҫа лартӑм: мана пӑчӑ, кансӗр, кичем.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кимӗсем хатӗрлесе ҫитересси пӗчӗк ӗҫ маррине — Родригопа Вианӑна ишсе килме кансӗрлекен сӑлтавсем тухса тӑма пултарассине пӗлсе тӑнӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫулсӑр тата пӑхма, пеме кансӗрлекен сӑртлӑ-туллӑ вырӑнсем стрелковӑй подразделенисене артиллерин ҫӑмӑлрах та куҫарма меллӗрех системисемпе усӑ курма хистерӗҫ.
XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вилнӗ ҫынна шел пулнӑ, анчах ӑна текех тӗл пулас ҫуккине туйма та кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл ӑна хӑйӗн паллӑ мар ыйтӑвӗсемпе, сӑмахсӑр асӑрхаттарнисемпе тата чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынна пурӑнма кансӗрлекен ытти пур япаласемпе те иккӗлентерме пӑрахнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Уэлдон миссисшӑн ҫумӑр факторире уҫӑлса ҫӳреме кансӗрлекен япала ҫеҫ пулчӗ пулсан, вырӑнти халӑхшӑн ку чӑн-чӑн инкек.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах, ҫак кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне, шыв кӑткӑ йӑвин пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗчӗклетрӗ, шалти сывлӑша стенана шӑтарса ҫеҫ ҫӗнетме пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах шыв чанӗнчи сывлӑша насуссем уҫланипе ҫӗнелсех тӑрать, водолазсем ирӗклӗнех сывлаҫҫӗ, сывлӑшӗ пысӑк пусӑмлӑ камерӑра нумай тӑрсан кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне ытти майсӑрлӑхсене туймаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Степан Ильич ертсе пынипе партизансем ҫӗре тикӗслерӗҫ, кансӗрлекен йывӑҫсене йӑвантарчӗҫ.
57 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Генка кӑкӑрне каҫӑртнӑ та малалла ҫирӗппӗн утса пырать, утма кансӗрлекен типӗ туратсене хуҫа-хуҫа пӑрахать, чӗрӗ туратсене ҫемҫен аллипе айккинелле сире-сире хӑварать.Генка грудью продирался вперед, на ходу обламывая сухие, колючие ветки и мягко отводя рукой зеленые.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Халӑха кансӗрлекен пулмарӗ.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл чулсем ҫийӗн юхать е вӗсен урлӑ сиксе каҫать, е айккинчен ҫаврӑнса иртет, тепӗр чух чул хушшипе шыв мар, чулсем хӑйсем кансӗрлекен шыва тавралла сирпӗтсе аялалла сикнӗ пек туйӑнать.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Пӳртре ӑшӑ, кансӗрлекен ҫук, ҫӗр хута ҫывӑратӑп.— В доме тепло, никто не беспокоит, вот и сплю всеми ночами.
XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унӑн сассинче хӑлхана кансӗрлекен тикӗсмарлӑхсем пӗтеҫҫӗ те, ҫавна вара хӑмла ҫырли янравӗ, теҫҫӗ.В его звуке исчезают неровности, режущие ухо, и тогда-то звон этот зовут малиновым.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар чухне те ҫак пулӗме кӗме хӑнӑхнӑ, вара Витьӑн ӗҫлеме кансӗрлекен ытла кӑмӑллӑ ҫынсенчен хӳтӗленме тивнӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Сунар пӳртӗнчен аякка кайнӑҫемӗн, вӑл уттине хӑвӑртлатса пычӗ, унтан, утма кансӗрлекен ботисемпе такӑна-такӑна, чупма пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Ҫӗр ҫинче ҫынна пурӑнма кансӗрлекен юрату та пур…
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл сӑмах пӗрине темӗншӗн тарӑхтарать, теприн шухӑшне пӑтраштарать, виҫҫӗмӗшне темле паллӑ мар шанчӑк ҫуратнипе пӑшӑрхантарать, вара вӗсем ҫав кирлӗ мар, кансӗрлекен пӑлханӑва сирсе яма тата ытларах ӗҫеҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.