Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Турӑ пулсамччӗ маншӑн, Николай Дмитрич, сирӗн пата улпут щикатулкине хума май килмӗ-ши, — терӗ аттен хашкама пуҫланӑ камердинерӗ, кӳме ӑшӗнчен пуҫне кӑларса, — вӑл пӗчӗккӗ…
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунсӑр пуҫне, Лев Степановичӑн дворньӑна хӑйне кирлӗ пек воспитани пама ҫав тери пысӑк пултарулӑх пулнӑ, ун пек пултарулӑх пирӗн вӑхӑтра пачах та ҫухалчӗ ӗнтӗ, вӑл ҫынсене мӗн ҫамрӑкранпах калама та ҫук хӑраса пурӑнма вӗрентнӗ; ҫавна пула унӑн фаворичӗ тата лазутчик пулнӑ камердинерӗ — Тит Трофимов та, пӗтӗм дворньӑна хӑратса пурӑнакан ҫын, улпут арӑмӗ хушнисене те ытла яланах итлеменскер, чунӗ уҫӑлнӑ тата чӗрере мӗн пуррине пӗлтерес килнӗ самантсенче тӳррӗнех каласа панӑ: улпут ҫывӑракан пӳлӗме вӑл нихҫан та хӑрамасӑр кӗмен, пуринчен ытла ирсерен, Лев Степанович кӑмӑлӗ паян мӗнлине пӗлмен чух.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Курт шоферпе ватӑ старик Рихарда Рихтенау камердинерӗ, вестибюльте хӗрарӑмсем ҫине пистолетсемпе пеме хӑтланса пӑхнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ун патне ҫавӑн пекех лайӑх тумланнӑ вырӑс сӑнлӑ ҫын — ун камердинерӗ чупса пычӗ.К нему подлетел человек, тоже отлично одетый, но с русским лицом — его камердинер.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Шубин, флигеле таврӑнса, кӗнекине уҫса ҫеҫ хунӑччӗ, ҫав вӑхӑтра Николай Артемьевич камердинерӗ, асӑрхануллӑн кӗрсе, ӑна герблӑ пысӑк пичетпе пичетленӗ виҫӗ кӗтеслӗ пысӑках мар ҫыру пачӗ.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Сирӗн шӑллӑрӑн камердинерӗ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кобылин мучи губернаторӑн камердинерӗ те, лакейӗ те пулнӑ, кайран вара, ватӑлса ҫитсен, ӑна улпут патӗнчен катертнӗ те шыв турттаракан туса хунӑ.
Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Григорий Григорьевич камердинерӗ ун ҫийӗнчен сюртукне, уринчен аттисене хывса илчӗ, халат тӑхӑнтарчӗ; вара Григорий Григорьевич вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те унӑн кӳлепи пӗр тӳшек ҫине тепӗр тӳшек хунӑ пек курӑнчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ҫапла, эпӗ ҫамрӑк улпутӑн камердинерӗ пулатӑп», — тенӗ Алексей.«Так точно, — отвечал Алексей, — я камердинер молодого барина».
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
- 1